04 августа 2010 г.
Сакăр ача ашшĕ-амăшĕ пуласса ĕмĕтленнĕ-ши çамрăк чухне Валентинпа Галина Трофимовсем? Шел те, ачаллă пулма Турă пÿрмен çамрăк мăшăра. Çапах та пуçĕсене усман вĕсем. Малтанах усрава виçĕ ача, каярахпа вара опека мелĕпе пилĕк пепкене хăйсен хÿттине илнĕ. Халĕ вĕсем усрав çемье шутланаççĕ.
Пур ĕçе те - çемйипех
«Канмалли кунсенче яланах çăкăр-кукăль пĕçеретпĕр, _ тет Галина Николаевна. _ Çăнăх çителĕклĕ туянатпăр. Унсăр пуçне пахча çимĕç те çитĕнтеретпĕр, хур-кăвакал, кролик чылай усратпăр. Хĕлле валли нÿхреп тулли варени, ытти апат-çимĕç хатĕрлетпĕр».
Çапла, кил хуçи хĕрарăмĕ каланă тăрăх, кашни çулах 600 тĕп помидор, 500 тĕп купăста çитĕнтереççĕ. Тымар çимĕç, улма-çырла ÿстерме виçĕ пахча тытаççĕ вĕсем. «Хăть мĕнле ĕçе те çемьепе пурнăçлатпăр, - малалла сăмахлать Г.Трофимова. - Хур-кăвакала, кроликсене ачасем пăхаççĕ. Кашни валли ĕç тупăнать килте. Хĕр ачасем кил-çурта тирпейлеççĕ, апат пĕçереççĕ, арçын ачасем ашшĕне пулăшаççĕ. Пĕчĕкренех ачасене ĕçе хăнăхтаратпăр. Ку- пирĕн воспитани мелĕ».
Ăратлă «Рис» кролик усраççĕ Трофимовсем. Хальхи вăхăтра - 200 пуçа яхăн. Чылайăшне уйрăм клеткăра тытаççĕ. Аçисем 6-7 килограмм таяççĕ. «Хĕлле валли утă хатĕрлетпĕр, - малалла сÿтĕлет сăмах çăмхи. - Унсăр пуçне ытти çимĕçпе те апатлантаратпăр вĕсене. Апата тиркеменнипе килĕштеретпĕр çак чĕрчуна».
Ашĕ те паха унăн. Çамрăк организма çитĕнме пулăшать. Çавăнпа та ытларах аш-какай валли усраççĕ вĕсене Трофимовсем. Ытлашшине вара сутаççĕ.
Кил ăшши
Валентин Елизарович почтальонра вăй хурать пулсан, Галина Николаевна - килти воспитатель. Ăна уншăн патшалăх ĕç укçи тÿлет, стаж сыхланса юлать. «Эсĕ чăннипех те психолог», - тет мана упăшка, - кăмăллăн калаçать кил хуçи хĕрарăмĕ. - Ача-пăча чун-чĕрине ăнланмасан йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Саккăрăшĕ те пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Вĕсене кирлĕ чухне йăпатма, усаллансан вăрçма пĕлмелле. Айăплине эпĕ кĕтесе тăрататăп. Тепĕр чухне пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем патне çулталăк çурăри Диана та хутшăнать».
Трофимовсен ачисем туслă çитĕнеççĕ. Урамра тус-юлташĕпе хирĕçĕве кĕрес пулсан та пĕр-пĕриншĕн кар тăраççĕ. «Эпĕ кăçал 3-мĕш класа каятăп, - тет Настя. - Валерăпа пĕрле вĕренетпĕр эпир. Уроксене пĕрлех хатĕрленетпĕр, час-часах пулăшатăп ăна». Çапла, киле панă ĕçсене те пĕрлех пурнăçлаççĕ ачасем. Аслисем кĕçĕннисене ăнлантараççĕ. Настя вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, Оля вара - отличница. Районти, республикăри олимпиадăсене хутшăнать вăл. Кăçал «Хăрушсăрлăх урапи» район конкурсĕнче çĕнтернĕ хĕр пĕрчи. «Вĕрентекенсем те мухтаççĕ ăна, - тет амăшĕ. - Ятарласа Оля валли компьютер туянтăмăр».
Аппăшĕ Катя çитес çул вăтам шкул пĕтерĕ. Унăн ĕмĕчĕсем те çунатлă: апат-çимĕç пĕçерме кăмăллать вăл, ача-пăчана килĕштерет. Шăллĕсемпе йăмăкĕсене чунтан юратать. Хальлĕхе Данилпа Диана «вĕсем пиччĕшĕпе йăмăкĕ» çеç нимех те ăнланмаççĕ. Çапах та кил ăшшине туяççĕ пĕчĕкскерсем. Чи кирли вĕсемшĕн _ çи-пуç ырă, хырăм тутă пулни.
«Пĕр тăвансем пекех çитĕнеççĕ ачасем, - пĕлтерет Галина Николаевна. - Хамăршăн та ют мар вĕсем. Аслă ывăл Вова пилĕк çул контрактпа Чечняра çар хĕсметĕнче пулчĕ. Мĕн чухлĕ пăшăрханмарăмăр-ши уншăн; Иртнĕ çул февральте унта çапăçусем пынине телевизорпа куртăмăр. Çийĕнчех шăнкăравларăмăр, анчах та вăл кĕсье телефонне тытмарĕ. Çав тери кулянтăмăр. Телее, каçхине Вова сас пачĕ».
Хăй вăхăтĕнче Трофимовсем вунă кунри Володьăна усрава илнĕ. Паллах, çитĕннĕ йĕкĕтшĕн халĕ урăх ашшĕ-амăшĕ пулма та пултараймасть. Сăмах май, ытти ачине те пĕчĕклех илсе таврăннă вĕсем.
Галина Николаевнăпа Валентин Елизарович 28 çул пĕрле пурăнаççĕ. Кил-çурт тулли ача çитĕнтереççĕ, картиш тулли - хур-кăвакал, выльăх-чĕрлĕх. «Çемье телейĕ - пĕр-пĕрне юратнинче, хисепленинче, шаннинче», -терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ калаçăва пĕтĕмлетсе.
Кил ăшши, çемье телейĕ пурах çак йăвара. Ахальтен мар Валентин Елизарович пÿрт умне ача-пăча площадки йĕркеленĕ, пепкисем валли йывăçран теттесем, сĕтел-пукан ăсталанă.
Патăрьел районĕ,
Упамса ялĕ.