АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри - яла, тепри - хулана

04 августа 2010 г.

 ВЦИОМ ĕçченĕсем пулăшнипе кăçал апрель-май уйăхĕнче Раççей ял çамрăкĕсен канашĕ социологи тĕпчевĕ ирттернĕ. Кăтартусем тăрăх, яшсемпе хĕрсен пурнăç планĕсем тĕрлĕрен. Чылай çамрăк «48,8 процент» хăйĕн кун-çулне ялпа çыхăнтарасшăн мар. Çав вăхăтрах 35,9 проценчĕ унта пурăнасшăн, йăва çавăрасшăн, алла професси илсе яла таврăнасшăн.

Хăйсен пурнăçне ялта ирттерес текенсен хушшинче арçынсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, ытларах. Çакă тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх та паллă: ыйтса пĕлнĕ хĕрарăмсенчен иккĕ виççĕмĕш пайĕ «61,2 проценчĕ» ялпа сыв пуллашасшăн.

Тĕрлĕ ÿсĕмри çамрăк çак ыйтăва расна хуравлать. 21 çултисем «66,5 процент» ялтан тарасшăн. Ку ÿсĕмрен аслăраххисем вара урăхла шухăшлани палăрать. Акă 25-30 çулти çамрăксен виççĕмĕш пайĕ «33,5 процент» çеç хулана пурăнма каяс шухăша пăрахăçламасть. Çапла вара ялпа сыв пуллашакансен хушшинче _ 20-21 çултисем. Ку вăхăтра вĕсем шăпах вĕренÿ заведенийĕсем пĕтереççĕ, алла професси илеççĕ.

Хула пурнăçне килĕштерекенсем палăртнă тăрăх, ялта çамрăкшăн малашлăх çук. Унсăр пуçне пурăнма условисем те япăхрах. Виççĕмĕшĕнчен, ял, хулапа танлаштарсан, илĕртÿллĕ мар.

Паллах, кун-çулне тăван тăрăхпа çыхăнтарассине çамрăк хăй суйлать. Хăшĕ-пĕри çуралнă çĕршывпа сыв пуллашма йывăр пулнипе, ăна чунтан юратнипе яла юлать. Анчах та хулара йăва çавăрма укçа-тенкĕ çитменнипе чылайăшĕ вырăнтан та тапранмасть. Çакă тĕп факторсенчен пĕри пулса тăрать.

Тĕпчев кăтартнă тăрăх, яшсемпе хĕрсем ял çамрăкне пулăшас тĕллевпе ĕçлекен федераци, регион программисем пирки япăх пĕлеççĕ. Ыйтса пĕлнĕ çынсен 80 проценчĕ вĕсем çинчен пачах та илтмен. Тĕрлĕ информацие çамрăк ăру паян телевиденипе «29,3 процент» интернет «25,7 процент» урлă илет. Çавăнпа та ку çăл куçсен халăха ытларах хыпар-хăнар пĕлтермелли куç кĕретех.

Ял çамрăкĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, хăйсен пурнăçĕпе кăмăллă. Респондентсен 90 проценчĕ телейне кунта тупнă. Анчах та тĕрлĕ ÿсĕмри ăру çакна урăхла хаклать: хăйсен кун-çулĕпе кăмăлсăррисем «14 çултан пуçласа 21 çулччен» _ 10 процент, 24 çултисем _ 15 процент, 30-тисем _ 28 процент.

Ял çамрăкĕсем хăйсем валли общество организацийĕ йĕркелемеллине пĕлтереççĕ. Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, яшсемпе хĕрсене çак ыйтусем канăç памаççĕ: ялта ĕç вырăнĕсем пулманни, канăва тĕрĕс йĕркелеменни, çирĕп пĕлÿ, воспитани илме май çукки, сиенлĕ йăла «наркомани, сăра-эрех ĕçни, табак туртни тата ыт.те» аталанни, çурт-йĕр çавăрма хĕн пулни. Çавăн пекех çамрăк ăру ялта спорта аталантармаллине палăртать. Кун пирки респондентсен 6 проценчĕ пĕлтерет. Асăннă ыйтăва ытларах арçынсем «8 процент» хускатаççĕ.

Тĕпчеве Раççейĕн 9 регионĕнчен - Рязань, Саратов, Кострома, Волгоград, Челябинск облаçĕсем, Красноярск, Алтай крайĕсем, Пушкăртстан тата Кабардин-Балкар республикисем - 2500 çын хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика