АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхе Голландие çитернĕ

04 августа 2010 г.

 Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕ Светлана Васильева шкулта вĕреннĕ чухнех анлă тавра курăмлă пулнă. Ахальтен мар вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Акăлчан чĕлхипе вара пĕчĕклех кăсăкланнă. «Почта урлă тĕрлĕрен кĕнекесем çырăнса илетчĕ, хăй тĕллĕн вĕренетчĕ», - тет амăшĕ Галина Ивановна хĕрне хакласа.

Елчĕк хĕрĕ халĕ Голландире пурăнать.

Вĕсене интернет паллаштарнă

Вăтам шкул хыççăн Светлана пĕлĕвне Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче физикăпа математика уйрăмĕнче малалла тăснă. Сăмах май, ашшĕн çул-йĕрне суйланă хĕрĕ. Анчах та акăлчан чĕлхине алла илес шухăша пăрахăçламан вăл, педуниверситетра пĕлÿ илнĕ хушăрах ятарлă курса çÿренĕ. Пултаруллăскер унтан лайăх паллăпа вĕренсе тухнă. Каярахпа вара пĕр хушă Мускавра вăй хунă.

Пулас мăшăрĕпе Фридус Лаанпа интернет урлă паллашнă. Халĕ вĕсем Голландири хула евĕр поселокра Верфершофра пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те тюльпансем çитĕнтернĕ çĕрте вăй хураççĕ. Анчах та чăваш хĕрĕ малашне кун-çулне вĕрентекен ĕçĕпех çыхăнтарасшăн. Çавна май тăрăшсах нидерланд чĕлхине алла илнĕ вăл. Мĕншĕн тесен ку чĕлхене пĕлмесĕр шкула ĕçлеме илмеççĕ иккен. Халĕ çырма, вулама çеç мар, калаçма та пултарать. Тăватă чĕлхене çăмăллăнах парăнтарнă Светлана.

Нумаях пулмасть Лаан çемйи виçĕ хутлă çурт туяннă. Унти халăх та кредитпа анлă усă курать. Анчах та вĕсен тавăрса памалли процент ставки пирĕннипе танлаштарсан чылай пĕчĕкрех иккен.

Голланди _ агропромышленность çĕршывĕ. Унта çĕр айĕнчи пуянлăх çук. Ытларах пахча çимĕç, чечек ÿстереççĕ. Унсăр пуçне асăннă çĕршыв сыр туса илес енĕпе палăрнă. Кунта голландсем, фламандсем, нидерландсем, нимĕçсем пурăнаççĕ.

Голланди Нидерланди королевствине кĕрет. Территори енĕпе пысăках мар вăл. Вырăнти халăх пÿ-си енĕпе уйрăлса тăрать: çÿллĕ те тĕреклĕ вĕсем. Кĕпе-тумтир илемĕшĕн хыпса çунмаççĕ. Ылтăн вăчăра, алка кирлĕ мар вĕсене. Ун вырăнне тĕрлĕ усал вăйран, чир-чĕртен сыхлакан ахаль шăрçа çакаççĕ. Хăйсем вара çав тери тирпейлĕ иккен. Урамра пушă савăт-сапа мар, çÿп-çап та кураймăн. Çанталăк час-часах улшăнать, кунне пилĕк тĕрлĕ те пулма пултарать. Çулла кунти пекех, хĕлле вара юр лармасть.

Ĕçкĕпе иртĕхмест халăх. Урамра ÿсĕр çынна кураймăн. Шавлă ĕçкĕ-çикĕ йĕркелемеççĕ вĕсем, сăра-эрех вырăнне чей, кофе ĕçеççĕ, пахча çимĕç, улма-çырла çиеççĕ е тĕрлĕ бутерброд астивеççĕ. Вĕри апата питех кăмăлламаççĕ. Ахальтен мар ача садĕнче те, шкулта та бутербродпах çырлахаççĕ. Сăмах май, шкула 4 çултанах каяççĕ, 18-ччен вĕренеççĕ.

Ачана садике вырнаçтарма вара çав тери нуша. Çавна май çие юлсан вун икĕ эрнеренех черете тăмалла. Вара кипкери пепкене те садике илеççĕ. Ача амăшĕсене патшалăх чылай çăмăллăх парать. Çавна кура чылайăшĕ килтех ĕçлет. Пенсионерсен пурнăçĕ те начар мар кунта. Ахальтен мар вĕсем ташă каçĕсене хутшăнаççĕ. Ĕçлекен çынран тупăш тăрăх тÿлекен налука 30 процент илеççĕ.

Хĕрарăм _ хисепре

Голландири пурнăç килĕшет пулсан та тăван кĕтес хăй патнех туртать пулас. Ахальтен мар Светлана кашни çулах ашшĕ-амăшĕ патне хăнана килет, унсăр пуçне тăтăшах шăнкăравлать. «Кăçал пĕчченех килчĕ, _ каласа парать Галина Ивановна. _ Пĕлтĕр вара _ Фридуспа. Вăл вырăсла пачах та пĕлмест. Çавна май пирĕн калаçăва Светлана куçарать. Тăхлачă Риа çуралнă кун ячĕпе мана парне парса янă кăçал. Кашнинчех хăнана чĕнеççĕ. Ывăлăм Вова çак кунсенче çула тухать. Малашне, тен, хам та çитсе курăп». Паллах, хĕрĕ инçетре çемье çавăрни амăшне пăшăрхантарать. Унти пурнăç лайăххине кура кăштах лăпланать вăл: «Çурт-йĕр çавăрнă чухне 100 пин тенкĕ парса пулăшрĕ Света. Халĕ те кашни уяврах вуншар, пилĕкшер пин парнелет».

Чăваш хĕрĕ ĕçре те тăрăшуллă. Ахальтен мар ăна Лаан çемйи килĕштернĕ. Вĕсем çитĕнтерекен тюльпансем халĕ Васильевсен пахчине те илем кÿреççĕ.

«Голландире хĕрарăма çав тери хисепленине пĕлтерет Света, _ малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. _ Кил-çуртри ĕçсене пайламаççĕ унта, арçынсем те пурнăçлаççĕ. Сăмах май, Амерсфорт хулинче Кавал хĕрĕ Марина Лозовская «Теллина» çемйипе пурăнать. Ăна та унти пурнăç килĕшет».

Чĕлхе Киева илсе çитерет тени тĕрĕсех иккен. Анчах та ку каларăшăн пĕлтерĕшĕ кăштах кивелнĕ. Хальхи саманара чĕлхе пĕлсен ют çĕршывра та йĕркеллĕ пурăнатăн. Çав шутрах велосипед çĕршывĕнче те. Голланди пирки халăхра шăпах çапла калаççĕ. Çăмăл машина çукран мар «вăл кашнийĕнех пур», сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе çак транспорта килĕштерет вырăнти халăх.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика