04 августа 2010 г.
Ĕне шучĕ чакать, сысна йышĕ ÿсет
Нумай çул ÿсекен курăксене çулса пуçтарнăранпа уйăх та иртрĕ, анчах каю ниепле çĕкленеймест. Сăрт-улăхсем шăрăхпа типсе хăмăрлансах ларнă. Кĕтÿрен выçă таврăнакан выльăх-чĕрлĕхе ирĕксĕр хушма апатпа тăрантармалла. Шел, вăл та шутлăх кăна. Кăçал республикăра выльăх апачĕ çителĕксĕр янтăланă. Хушма хуçалăхсенче лару-тăру йывăр. Нумайăшĕ курăка пĕр хут кăна çулса илме пултарнă. Улăм çук, тырă сахал, çĕр улми хамăра хĕл каçмалăх тухĕ-и... Капла хĕле мĕнпе кĕтсе илмелле;
Çурма пушă пÿлмесем хăратаççĕ. Хуçалăхсем, уйрăм çынсем ытлашши выльăх-чĕрлĕхрен хăпма тăрăшни сисĕнет. 2010 çулхи июль тĕлне республикăри мĕнпур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 2,5, çав шутран ĕнесем _ 4,4, сурăхсемпе качакасем _ 0,9, чăх-чĕп 14,5 процент чакнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе пăхсан, сыснасен йышĕ 4 процент ÿснĕ. Çакă республикăри сысна комплексĕсем хута кайнипе çыхăннă. Хушма хуçалăхсенче çитĕнтерме тăкаклăран вĕсене тытакансем сахаллăн. Элĕк тăрăхĕнче те лару-тăру уйрăлса тăмасть. Ĕне выльăх кĕтĕвĕ чакнă, сысна йышĕ ÿснĕ.
Çурма хакпа _ ĕне
Юрсăр сивĕ хĕл, шăрăх çанталăк хресчене çурăк валашка умне тăратрĕ. Ял хуçалăх таварĕн хакĕсем çĕкленчĕç. Пĕр енчен савăнмалла пек. Ара тинех ял çыннин услам илме май пур. Анчах мĕн сутмалла; Тырă, пахча çимĕç, çĕр улми сутлăх-и, çиме те çителĕксĕр. Вĕсене халĕ икĕ-виçĕ хут хаклăрахпа туянма лекет. Аш-какай, сĕт, çăмарта, çырла сутма пулĕ-ха, анчах хак вылянăвĕ хресчене тепĕр енчен пырса çапрĕ. Нумай выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма вăй çитерейменнине ăнланнă çынсем çине тăрсах унран хăпаççĕ. Ешĕл курăк çуккипе вăл татах начарланса каясси хăратать. Хĕл валли янтăланине çитереймĕн.
_ Вăкăра кĕрчченех самăртасшăнччĕ, _ пăшăрханать Элĕк енчи М.Николаева. _ Аш-какая халех ăсатма тивет. Çулса çитерме курăк юлмарĕ. Хывăх «отруби» хакланса кайрĕ. Июньте акă 25 килограмлă миххе 60 тенкĕпе туянтăм, халĕ вăл 160 тенке çитнĕ. Пĕлтĕрхи çĕр улми пĕтсе пырать. Райпона е пайтаçăна сутатăп. Хăшĕ ытларах сĕнет.
Райпосем вара сысна какайне «пусса» килограмне _ 100-110, ĕне выльăхăнне 120 тенкĕпе илме хатĕр. Пайтаçăсен хăйсен виçи. Выльăх-чĕрлĕхе райпоринчен йÿнĕрехпе, чĕрĕ виçепех илме хатĕр. Киле пырсах туянаççĕ. Вĕсем чĕр тавара кÿршĕ регионсене, пысăк хуласене ăсатни паллă. Унсăрăн пайта илеймĕн. Ĕне выльăх, сысна йышлăн сутма тытăнни усламçăсемшĕн шăл çемми кăна. Хак чакать. Йÿнĕпе туянсах икĕ-виçĕ хут хаклăрахпа вырнаçтарма пулать. Халĕ Шупашкарти тĕп пасарта пахалăха кура ĕне выльăх ашĕ «килограмĕ» _ 180-250, сыснан _ 130_180, сурăхăн 170-270 тенкĕ тăрать. Ял çыннин унта сутса тăма вăхăчĕ те, майĕ те çук. Ирĕксĕрех курттăм, йÿнĕпе памалла. Аш-какай комбиначĕсен хакĕ те пысăк мар, ĕне выльăха «чĕрĕ виçепе» килограмне 83-89 тенкĕпе илеççĕ. Кĕр енне вăл татах йÿнелме пултарĕ.
_ Виçĕ ĕне усранă эпир, _ тет Элĕк райповĕн ĕçченĕ Р.Ильина. _ Халĕ иккĕшне сутмаллах. Хĕл каçарма апат сахал. Аш-какайĕ йÿнелсе, выльăх апачĕ хакланса пырать. Пĕр машина утă ĕнерен те хаклăрах, 17 пин тенкĕ тăрать. Хывăх, тырă та илсе çитерме йывăр. Виçĕ ĕнен сĕтне сутни те тăкаксене саплаштармасть. Паян сĕт литрне 10 тенкĕпе йышăнаççĕ. Анчах тăрантарма мĕн чухлĕ кирлĕ!
Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Ефимовсем йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр тупнă. Тухăçсăр çула хирĕç хăйсем пĕлнĕ пек кĕрешеççĕ. Вĕсен виçĕ ĕне, ултă пăру, икĕ сысна ами.
_ Кăçал нумайăшĕ выльăх-чĕрлĕх сутса ярсан çитес çул сĕт, аш-какай, çурасем хакланса кайĕç. Çавăнпа ĕнесен йышне татах ÿстересшĕн, пиллĕке çитересшĕн. Паллах, вĕсене валли апат çителĕклех янтăлама тăрăшатпăр. Кăçал утă сутлăх та янтăларăмăр. Виç çĕр килограмлă тĕркеме 1200 тенкĕпе сутрăмăр. Пахчари курăка кăна мар, усă курмасăр выртакан лаптăксенче, вăрман хĕррисенче çулса типĕтрĕмĕр. Унсăр пуçне улăм, тырă туянмах тивет. Шел, пĕлтĕр çамрăк ĕнене 20 пин тенкĕпе туянтăмăр, халĕ ăратлинех 12-15 пин тенкĕпех сĕнеççĕ. Илес текенсем те сахал. Кам шутланă çапла хаксем вылянасса;
Чăн та, кăçалхи хаксем пĕрин кĕсйине хулăнлатаççĕ пулсан, тепринне, уйрăмах ял çыннинне, пушатсах хăвараççĕ. Йывăрлăхран тухма кашни май шырать. Хăй пĕлнĕ пек.