04 августа 2010 г.
Чăтмалла мар шăрăх кашнин чунне витерчĕ. Ÿсен-тăран шывсăр аптăрать, çеремпе пынă чухне ура айĕнчи курăк çатăртатать. Мĕнпур чĕрĕ чун çумăр çăвасса куç пек кĕтет.
Елчĕк тăрăхĕнче кăçал çумăр çуманпа пĕрех. Аптраса çитнĕ Аслă Елчĕк çыннисем ват асаттесемпе асаннесен «çумăр çутармалли» йăли-йĕркине аса илчĕç.
Чи малтанах чиркÿре пачăшкă çумăр кĕлли турĕ. Кашни урампа килте тенĕ пекех пĕрне-пĕри шывпа сапса «çумăрла» вылярĕç. Лавккана кĕрсен те çаврăнăçуллă сутуçăсем таварне иличчен малтан кашнине лейкăпа е витреренех «шыва кĕртрĕç». Анаткасри Калинин урамĕнче пурăнакансем сăваплă ĕç туса ирттерчĕç: кассипе пухăнса урамри икĕ пусса çĕнетсе тирпейлерĕç. Пĕр пуссинчен шыв ăсма тахçанах пăрахнăччĕ ĕнтĕ _ халĕ ун айккисене кирпĕч купаласах çĕнетрĕç. Пăхма кăмăллă. «Ялти пысăк çăла тасатнă хыççăн çумăр çăваканччĕ», _ аса илнĕ пĕр кинемей. Каланă _ тунă. Çак урамри виçĕ хĕрарăм атă тăхăнса, кĕреçе йăтса çырмари пысăк çăла тасатма анса кайнă. Чăн та, тахçан пысăк çăл пулнăскер халĕ йăлт юшкăнпа тулса ларнă. Çак сăваплă ĕçе тунă хыççăн çумăр çăватех тесе чунтан тăрăшса ĕçлерĕç.
Вăтакас урамĕнче пурăнакансем вара çумăр пăтти пĕçерчĕç. Кĕрпине кашни килрен пуçтарчĕç. Пăтă пиçнĕ вăхăтра ватă-вĕтĕ иртен-çÿрене шывпа сирпĕтме тăрăшрĕ. Машинăпа пыракансене те чарсах «шыва кĕртрĕç». Çумăр пăтти пиçсен урамра чăн-чăн уяв пуçланчĕ. Кашниех килĕнчен тутли илсе тухса урамри сĕтел çине хучĕç. Çырла эрехĕпе тав туса пăтă çирĕç вăтакассем, çумăр ыйтрĕç. Хыççăн темиçе çын витрепе шыв йăтса масар çине кайрĕ. Ĕлĕкренех масарта пытарнă урăх тĕн çыннин вил тăприйĕ çине шыв сапсан çумăр çăвать тенĕ ватăсем. Çак йăлана та пурнăçларĕç Аслă Елчĕксем. Кунта авалах пĕр еврей çыннине пытарнă пулнă. Çавăн тăприне çумăр ыйтса шăварчĕç те.
Хăшĕсем ял чиккинчи Тĕпсĕр кÿлле çăмарта кайса пăрахма сĕнчĕç. Тем те тутарчĕ çумăр çукки, тахçанхи йăла-йĕркесене те аса илтерчĕ. Тĕрĕс-и вĕсем, çук-и _ анчах та çав çĕрех темиçе çумăр тумламĕ ÿкрĕ. Тепĕр кунне вара аванах çурĕ. Çут çанталăк ырăлăхĕ пулчĕ-ши е Турри хĕрхенчĕ-ши;