АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарăнăшне пĕлмесĕр - ан кĕр!

28 июля 2010 г.

 Шăрăх та типĕ çу çынсене шыв хĕррине илĕртет. Пĕрре чăмса тухассишĕн хăшĕсем таçта кĕрсе кайма хатĕр. Уйрăмах эрех-сăра ĕçнисем ăна-кăна уяса тăмаççĕ. Чăваш Енри граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тата вĕсене сирекен управлени пĕлтерекен хыпарсем вăрçă хирĕнчен килеççĕ тейĕн: кунсерен республикăри районсенчен путса вилни çинчен пĕлтереççĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашри икĕ ÿсĕр арçын шыва кĕме юраман паллăна пăхмасăрах унта кĕрсе кайнă, шыв курăкĕнчен çакланнăскерсем çырана тухайман.

Етĕрне районĕнчи Анат Пăрнашри 57 çулти арçын июлĕн 19-мĕшĕнче вырăнти пĕвере чăмпăлтатнă хыççăн каялла тухайман. Июлĕн 22-мĕшĕнче вара çав районти Тукасси ялĕ çывăхĕнчи пĕвере 28 çулти çамрăк хĕрарăмăн виллине туртса кăларнă. Мускавра пурăнаканскер, тăванĕсем патне курма килнĕ пулнă...

Çу пуçланнăранпа республикăри кÿлĕсемпе пĕвесенче 41 çын вилнĕ, вĕсенчен 5-ĕшĕ - ачасем.

Е. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика