28 июля 2010 г.
Ашпа сыр ан çийĕр! Шăрăхра организмран минерал тăварĕсем тухаççĕ. Çын хăйне ывăннăн, сÿрĕккĕн туять. Çавăнпа та ытларах минерал, уйрăмах кали тăварĕллĕ продукт çимелле: абрикос, курага, пан улми, кишĕр, ешĕл çимĕç. Организм мĕнпур вăя температурăна пĕр пек виçере тытса тăрассишĕн янăран хырăмлăх япăх ĕçлет. Çуллă та йывăр апат «аш, сыр» çиме ан тăрăшăр. Уйран, кĕвелĕк, шыв ĕçĕр, пахча çимĕçпе улма-çырла çийĕр.
Эрех-сăра ан ĕçĕр! Чылайăшĕ ăш хыпнине сăрапа ирттерме тăрăшать. Ку питĕ сиенлĕ! Шăрăхра шыва кĕрекен ÿсĕр çынсем час-часах путаççĕ. Çитменнине алкоголь организмри шĕвеке тата ытларах пĕтерет.
Час-часах сивĕрех шывпа çăвăнăр. Ÿт температури вăхăтлăха улшăнать, чылай çăмăлрах пулать. Анчах та шывĕ ытлашши сивĕ ан пултăр. Шăрăхра шăнса пăсăласси те часах.
Эрнере пĕрре мунча кĕме тăрăшăр. Мунчари температура урамринчен самай пысăкрах, çавăнпа та ăшши панă хыççăн пăлтăра тухсан аванах сулхăн пулать.
Кунсерен темиçе литр шыв ĕçĕр. Çумра яланах шыв пултăр, ăна пĕчĕк сыпкăмсемпе ăш хыппи пуçланиччен ĕçмелле.
Кăнтăр апатĕнчен пăрăнăр. Кунашкал шăрăхра кăнтăр кунĕнче çимесен те юрать. Тулли хырăмпа пысăк температурăна чăтма тата йывăртарах.
Çĕр мамăкĕнчен «хлопок» тата йĕтĕнрен «лен» çĕленĕ тум тăхăнăр. Çу каçиччен синтетикăран çĕленĕ кĕпе-йĕме пуçтарса пытарсах хурăр.
Симĕс чей ĕçĕр. Шăрăхра ăшă е вĕри симĕс чей ĕçсен лайăхрах. Хура чейпе кофе организмри шыва тытса тăраççĕ пулсан, симĕсси температурăна йĕркелет.