28 июля 2010 г.
- Хаксем ÿсесси пирки калаçни вăл- халăха юри сехĕрлентерни, ăна суту-илÿ компанийĕсем хăтланаççĕ, -палăртать «Çурçĕр килĕшĕвĕ» регионсен ассоциацийĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Виктор Алтухов. - Çăкăр, аш, сĕт хакĕ ÿсме сăлтав пур-и-ха? Çук. Тухăç сахал тетĕр-и? Иртнĕ çулпа танлаштарсан, тен, сахалтарах та. Анчах юлашки пилĕк çуллăхпа пăхсан хăрама, çăкăрсăр юлатпăр теме сăлтав çук. Шăрăха пула шар курнă регионсем унччен те тырă туса илессипе уйрăлса тăман. Унсăр пуçне патшалăхăн та, трейдерсен те, хресченĕн те пÿлминче иртнĕ çулхи тырă чылай выртать.
- Иртнĕ çул та шăрăх пулчĕ, çапах та 120 млн тырă пухрăмăр, - çирĕплетет Свердловск облаçĕн «Реж-хлеб» ООО директорсен канашĕн председателĕ Алексей Потапенко. - Кăçал 85 млн тонна тырă пухма планлатпăр. Хаксем, паллах, ÿсеççĕ, анчах та пĕлтĕрхи шайран иртмелле мар. Çĕршывра тырă саппасĕ çителĕклех.
Раççей ял хуçалăх министерстви августăн 4-мĕшĕнчен интервенци фондĕнчен тырă сутма пуçлать. Çакă сăлтавсăрах пысăклатнă тырă хакне ÿкерессе шанаççĕ.