АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри курăк шăварать, тепри...

28 июля 2010 г.

Вокзал умĕнчи пысăк мар фонтанран тапса тăракан тăп-тăрă шыва кинемей ăмсанса тинкерчĕ. «Эх, пиреччĕ çак шыв, типпе юлтăмăр вĕт», - терĕ сасăпах.

Кăçалхи шăрăх, типĕ çанталăк çăл куçсене типĕтсе хăварчĕ. «Çăкăрсăр чăтма пулĕ, шывсăр вара çук», - хаш сывлаççĕ ял çыннисем. Хальхи вăхăтра республикăри вуншар пĕве, çăл типнĕ.

Шыв ыйтăвĕ Муркаш тăрăхĕнче те çивĕч тăрать. Çырма-çатрапа, шыв-шурпа пуян район типпе юласса усал тĕлĕкре те тĕлленмен-тĕр. Чылай ялта тахçанах шыв пăрăхĕсемпе усă кураççĕ. Унччен пахча çимĕç шăварма çынсем ытларах пĕверен шыв илнĕ. Халĕ лару-тăру улшăннă. Пĕвесемпе çăлсем типнĕ май çынсем пăрăхри шыва ăçта кăна юхтармаççĕ-ши; Кил-тĕрĕшре усă курма, йăрансем, çĕр улми, курăк шăварма... Çавна май башньăсенчи шыв та сахаллансах пырать. Халĕ ăна перекетлес шутпа вырăнта кун сиктерсе е ирпе каçпа парассине йĕркеленĕ. Çынсем вăл кранран юхма тытăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, мĕнпур савăт-сапана шывпа тултараççĕ.

Сăртра вырнаçнă ялта пурăнакансене уйрăмах йывăр. Айлăмрисем тăп-тăрă шывпа рехетленнĕ, пахча юхса кайиччен тенĕн ислетнĕ вăхăтра вĕсем патне çитеймест. Ĕçмелĕх те шырама тивет. Шарпашсем акă Чуманкассисене ăмсанмаллипех ăмсанаççĕ. Пĕви те юнашар, колонкăран та куллен юхать. Шыв башни пĕрех вĕт!

- Пирĕн, Кашмашри Токарев ячĕллĕ çĕнĕ урамра, иккĕмĕш уйăх колонкăсем типпе юлни. Халĕ çур çухрăмри çăлран çĕклетпĕр, - пăшăрханса пĕлтерет А.Белов.

Кун пек тĕслĕхсем туллиех. Шыв нуши юхăннă пĕвесене тепĕр хут «чĕртсе тăратма» хистенĕ. Мĕн тăвас тетĕн, колонкăри шыв паян пур та ыран çук. Çăлтан пахча шăварса çитереймĕн, выльăх-чĕрлĕхе те самай кирлĕ. Пушартан мĕнпе çăлăнмалла;

- Кашмашри çăла 30 çула яхăн тасатманччĕ. Халĕ тинех халăхпа юшкăн кăларма йышăнтăмăр, - каласа парать Белов.

Отарккăри улăхри юхан шывсем типнипе ял çывăхĕнче пĕве тунă.

- Килĕрен 300-шер тенкĕ пуçтартăмăр. Ятарлă техника тара тытрăмăр. Ялти пĕвере шыв чакса кайрĕ. Кĕтÿри выльăх-чĕрлĕхе ăçта шăвармалла? - тет Н.Морозов.

Çивĕч калаçăва Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Никитин та хутшăнма кăмăл турĕ.

- Районти ялсен 70 проценчĕ шыв башнипе усă курать. Башньăсем хуçалăхсемпе ял тăрăхĕсем çинче шутланса тăраççĕ. Юлашки вăхăтра хуçалăхсем вĕсене ял тăрăхĕсене е предприятисене параççĕ. Шыв ыйтăвĕпе районта «Жилкомсервис» пĕрлешÿпе «Муркаш» коммуналлă хуçалăх ĕçлеççĕ. Пĕри - Юнкă, Катькас, Мăн Сĕнтĕр, Москакасси, тепри Муркаш, Чуманкасси ял тăрăхĕсене пăхса тăраççĕ. Чăн та, шăрăха пула лару-тăру йывăр. Акă Шарпашра шывсăр аптранипе Чуманкасси ял тăрăхĕнче пуху ирттертĕмĕр. Шывпа перекетлĕ усă курмаллине ăнлантартăмăр. Эпир каланине ăса хывсан аванччĕ те. Мĕншĕн пĕрисемшĕн курăк шăварма та таса шыв шел мар, теприсен вара тертленмелле; Пăрăхри шыв пусăмĕ вăйсăррипе сăрт çинчи яла çитеймест. Муркаш салинче те шыв ирхине-каçхине панипех çырлахма тивет. Унсăрăн башня уçласа ĕлкĕреймест, мотор çунса çеç каять. Вăл та паян йÿнĕ мар.

Шывсăр пурнăç çук. Шел, ăна эпир халĕ те хаклама хăнăхайман. Совет тапхăрĕнче тÿлевсĕр усă курма хăнăхнипе-и, тĕлли-паллисĕр юхтаратпăр, тăкатпăр. Паян вăл ял çыннишĕн йÿнĕ. Çынсене пурăнакансен йышне, выльăх-чĕрлĕхе кура тÿлеттермелле тунă. Хак вĕсемшĕн сисĕнмест. Анчах мĕн чухлĕ тăкаклатпăр; Пăрăхсене, башньăсене пăхса-юсаса тăма укçа час-часах бюджетран каять. Магазинта акă 4 литр шыва 4 тенкĕпе туянатпăр. Малашне ялсенче, кашни килтех шыв счетчикĕ пулмалла. Унăн кăтартăвĕ тăрăх тÿлеме тытăнни кăна перекетлĕхе вĕрентĕ. Ун чухне ирĕксĕрех шутлăпăр: ĕçме-çиме, кĕпе çума усă курмалла е пахча шăвармалла...

Районта «Таса шыв» программăпа икĕ объект тума палăртнă. Анчах вăл 2016-2017-мĕш çулсенче кăна пурнăçа кĕмелле. «Унччен киввисенех йĕркеллĕ тытса-юсаса тăмалла. Çĕнĕрен тума укçа-тенкĕ, вăй-хал çитмĕ. Мĕн пуррипех çырлахмалла, упрамалла, - терĕ В.Никитин. -Колонкăран куллен тăрă шыв юхасси вара кашнинчен, пĕр-пĕрне ăнланнинчен, перекетлĕ пулнинчен килет».

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика