28 июля 2010 г.
Вăрмар районĕнче республикăри агропромышленность комплексне аталантарассипе ĕçлекен ушкăн ларăвĕ иртрĕ.
Чавса çывăх та...
Кăçалхи шăрăх, типĕ çанталăк хресченшĕн чĕр нуша, инкек. Хытса çуркаланнă лаптăкра ыраш чĕркуççине те хуплаймасть... Хăçан пулнă ун пекки?
- Унччен кĕрхисене гектартан 25-30 центнертан кая мар пухса кĕртнĕ. Халĕ ăна вырни тăкакланни кăна. Сухаласа кĕрхи культурăсем акма хатĕрлемелле çеç, - хаш сывлать В.Павлов фермер.
Ыраш сайра шăтнă, çитменнине пучахĕсем çурма пушă. Нÿрĕк çителĕксĕррипе тулмасăрах саралнă. Фермер каланă тăрăх, юрсăр сивĕ хĕл, типĕ çу хуçалăха вунă миллион тенке яхăн шар кăтартнă. «Çут çанталăка хирĕç каяймăн».
Ку тăрăхри Г.Ямуков фермера вара çанталăк та хăратайман. Унăн уйĕсенче шăрăх кун та чашлаттарса «çумăр» çăвать. Фермер Совет тапхăрĕнче анлă сарăлнă, анчах кĕçех манăçа тухнă мелиорацие тепĕр хут «чун кĕртнĕ». Енĕш юхан шыв хĕрринчи 70 гектар çĕр улмине куллен шăвараççĕ. Çакна никам хистемесĕр, пулăшмасăр хăйĕн укçи-тенкипех тунă. Чечекре ларакан çĕр улмине кăларса пăхсан пухăннисем тĕлĕнĕвне пытараймарĕç. Çимĕç пысăк чăмăртан кая мар çитĕнме те ĕлкĕрнĕ. «Республикипе те кун пек лайăх тухăç курман, - терĕ Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ -ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев.- Хальхи йывăр условисенче фермер çухалса кайман, çул-йĕр тупнă».
Совет тапхăрĕнче республикăра мелиораци çыхăнăвне йĕркелеме бюджетран укçа самай тăкакланă. Пĕр вăхăт пахча çимĕçе, уй-хире шăварасси аван пулса пычĕ. Анчах янтă япалана тивĕçлипе хаклама пĕлеймерĕмĕр пулас, çĕнĕлĕх тарăн тымар яраймасăрах пăчланчĕ. Хаклăпа туяннă агрегатсене самантрах аркатса-сутса пĕтертĕмĕр. Аркатма çур кун. Кăçал вара мелиораци çĕр çыннишĕн чăн-чăн пулăшу, çăлăнăçчĕ. Ăна тепĕр хут çĕклеме халĕ хăвна шанмалла. Тăкаклă, анчах усси куç кĕретех. Ямуков акă шăваракан лаптăкран çĕр улми гектар пуçне 250-300 центнертан кая мар тухасса шанса тăрать. Тухăçсăр çул «иккĕмĕш çăкăрăн» хакĕ хăпарса каясси те паллă.
Лаптăкĕ пур та...
Чăвашстат кăтартăвĕ тăрăх, республикăра кăçал ял хуçалăх культурисем 582,8 пин гектар йышăннă, çав шутран тырă - 256,3 пин гектар. Кăтарту пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех. Çитменнине кăçалхи çанталăк тĕш тыррăн 127,8 пин гектарне «акнин 50,2 проценчĕ» сиенленĕ. Шел, тухăç та савăнтармасть. Хальхи вăхăтра гектартан 8,5 центнер тĕш тырă тухать. Пĕлтĕрхин çурри чухлĕ те çук.
- Тырă япăх, лайăх çитĕннĕ лаптăксем те пур. Пирĕн тĕллев - мĕн акнине йăлтах пуçтарса кĕртесси, - палăртрĕ министр.
Вăл каланă тăрăх, республика çурма пушă пÿлмепе юлмĕ. Çĕршывра 24 миллион тонна тырă саппасра пур, унсăр пуçне интервенципе янтăлани - 9,5 миллион тонна. Республика выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсем валли 120 пин тонна фураж туянма палăртнă, апат-çимĕç валли- 55 пин тонна. Августăн 4-мĕшĕнче суту-илÿ пуçланмалла. Унта ыттисене те хутшăнма, кирлĕ чухлĕ чĕр тавар туянма сĕнчĕ М.Игнатьев.
Кĕр аки те çывхарсах килет. Хуçалăхсен йывăр лару-тăрăвне шута илсе банксем çăмăллăх кредичĕ пама та хатĕр. Çапах вĕсен пулăшăвĕпе усă куракансем шутлă кăна. «Вăрлăха мĕнпе туянасшăн? Кĕр аки мĕнле ирттересшĕн? - ыйтрĕ министр ларăва çитнисенчен. - Вăранма вăхăт - эпир чрезвычайлă лару-тăрура ĕçлетпĕр».
Нумайăшне çĕнĕ кредит путарасси те хăратать. Хуçалăх ертÿçисемшĕн унчченхисене тавăрасси те пуç ватмăш. Тухăç çук пулсан тупăш мĕнле илĕн; Йывăр лару-тăрăва шута илсе федераци шайĕнче АПКна пулăшас ыйтăва сÿтсе явнă. Чăваш Ен бюджетне те тÿрлетÿсем кĕртмелле. Ял хуçалăхне пулăшма 150-300 миллион тенкĕ тăкакланмалла. Кредит, лизинг тÿлессипе те çăмăллăхсем пулĕç. Вĕсен тÿлев вăхăчĕсене тăсас, тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтерес ыйтусене пăхса тухаççĕ ĕнтĕ.
- Çăмăллăхсемпе усă курма документсене çийĕнчех тăратмалла, - терĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи И.Письменская. - Анчах çакăн пирки черетлĕ тÿлев çитсен кăна аса илетпĕр. Кредита вăхăтра тÿлемесен субсиди те пулмĕ.
Банк татах 300 миллион тенкĕ çăмăллăх кредичĕ пама хатĕррине пĕлтерчĕ И.Письменская. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курмаллах. Тырă кăна мар, выльăх апачĕ те самай туянма тивĕ. Мĕншĕн тесен вăл та кăçал çителĕксĕр, пĕлтĕрхинчен 2-3 хут сахалрах. «Тĕп кĕтĕве - ама выльăх йышне упраса хăвармаллах», - палăртрĕç ларура. Чăн, çăмăл мар хуçалăхсене. Тепле пулсан та йывăрлăхран тухма çул-йĕр тупмаллах. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă пурлăха аркатас марччĕ.
Л.Никитина.