23 июля 2010 г.
Чăваш Енре çур çул хушшинче 600 ытла çын вилнĕ тăванĕсен пухăннă пенсине илесси пирки пĕлтернĕ. РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ çулталăк пуçланнăранпа пенси прави йышăннă çынсене «правопреемниксене» 2,7 миллион тенкĕ тÿленĕ.
Раççей Правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн вилнĕ çынсен пухăнса пыракан пенсине 2008 çулта тÿлеме пуçланă. Çак вăхăт хушшинче РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пенси прави йышăннă çынсене 11 миллион тенкĕ ытларах куçарнă. Çакă патшалăх е уйрăм управляющи компанийĕнче пулнă укçа. Хăйсен пухăнакан пенсине патшалăхăн пенси фондне кĕмен компанине шаннисен право илекенĕсене çав фондсенчен тÿлеççĕ.
Пенсин пухăнса пыракан пайĕ вăл _ обязательнăй пенси тата медицина страхованийĕсем валли хывакан взноссем. Ăна ĕçлекенĕн пухăнса пыракан пенси пайне йĕркелеме ĕç паракан хывать. Çавăн пекех кунта пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăннисен хушма взносĕ тата вĕсене инвестицилекен управляющи компанийĕсем е патшалăхăн мар пенси фончĕсем кĕреççĕ.
Пухăнакан пенси 1967 çулта тата ун хыççăнхи çулсенче çуралнă çынсен, 2002-2004 çулсенче вĕсен пухăнакан пенси пайне страхлакан взноссене тÿленĕ пулсан, çавăн пекех миçе çула çитнине пăхмасăрах пенсин патшалăх софинансировани программине кĕнĕ участниксен йĕркеленет.
Саккун йĕркипе право йышăнакансен шутне чи малтанах ачисем, мăшăрĕ, вилнĕ çыннăн ашшĕпе амăшĕ кĕреççĕ, ун хыççăн _ тетĕшĕсемпе йăмăкĕсем, аслашшĕпе асламăшĕ тата мăнукĕсем.
Ĕç пенсийĕн пухăнакан пенсине париччен вилсе кайнă çыннăн «2002 çулта тата ун хыççăнхи çулсенче вилнĕ çынсен» пухăннă пенсине право илекене тÿлеççĕ. 2010 çултан право йышăнакана налук тупăшĕшĕн тÿлеттермеççĕ.
Пенси прави йышăннă çыннăн пухăнакан пенсие илме РФ Пенси уйрăмĕн кирек епле управленине е патшалăхăн мар пенси фондне «енчен вилнĕ çыннăн укçи çав фондра пулсан» тăванĕ вилнĕ хыççăн 6 уйăхран юлмасăр заявлени çитермелле. Енчен çак вăхăтра ĕлкĕреймесен, ăна суд йĕркипе çирĕплетме тивет.