АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр тухăçлă пултăр

23 июля 2010 г.

Пахчари тăпра пахалăхне лайăхлатма час-часах компостпа, çерем тăприпе, торфпа усă кураççĕ. Вĕсене тĕрĕсрех мĕнле хатĕрлемеллипе А.Лебедева агроном паллаштарать.

Ир пулакан пахча çимĕçе пухса илнĕ хыççăн ÿсен-тăран юлашкисене пуçтарса компост тума усă курмалла. Çулнă курăк, çум курăкĕ, апат-çимĕç юлашки - пурте компост тума юрăхлă. Компоста пахчари çĕрпе тата торфпа сийлĕ-сийлĕ ытлашши пусăрăнтармасăр хатĕрлемелле. Вăл хăвăртрах пиçсе çиттĕр тесен ятарлă активаторсемпе - Флумб-К, Флумб-супер - усă курмалла. Пĕр препарат 40 витреллĕ компост масси валли çитет. Ăна хулăн патакпа темиçе çĕртен шăтарнă купана сапмалла. Унсăр пуçне Азотит, Фитофостин текен микробиологи удобренийĕсене усă курма юрать.

Компост купине ытлашши типĕтсе ан ярăр, тăтăшах нÿрĕ пултăр. Ун пек чухне микроорганизмсем лайăх аталанаççĕ. 1,5-2 уйăхран компост хатĕр те.

Июль çерем тăпри хатĕрлемелли чи лайăх уйăх. Курăк лайăх ÿсекен çаранти çĕре 10 см хулăнăш касса илмелле. Вĕсене шаршан евĕр ĕне тислĕкĕпе е органоминерал удобренийĕпе хутăш хумалла. Сентябрьте çерем тăприне çĕнĕ вырăна куçарăр. Енчен те эсир микробиологи удобренийĕпе усă курнă пулсан, çĕре кăпкалатма кирлĕ мар. Çерем тăприне сулхăн вырăнта упрамалла.

Çулла, шурлăхлă вырăнта, шыв типсен торф хатĕрлеме пулать. Упрама хуриччен уçăлтарма темиçе кун уçă вырăнта вырттармалла.

Çырма хăйăрĕ пирки те ан манăр. Çуркунне калча ÿстерме кирлĕ пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика