АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çын пĕлтерĕшлĕ

21 июля 2010 г.

2010 çулхи октябрьти Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕ «Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ» девизпа иртет. Унта хутшăнмалла-и е çук - кунта иккĕленÿ пулмалла мар. Çырав - çĕршывăн пĕрлехи сăн ÿкерчĕкĕ. Пĕри е тепри айккинче пăрăнса юлсанах çак сăнлăх, кăтарту тĕрĕс те тулли пулаймĕ. Общество тивĕçне кашни пурнăçласса шанас килет. Хальхи вăхăтра нумайăшне кăсăклантаракан ыйту чылай: мĕн тума кирлĕ çырав? Мĕн çинчен ыйтаççĕ унта? Кам ирттерет ăна?.. Тулли хурав илеймесĕр çапах татăклă утăм тума йывăртарах. Эпир паян вĕсене уçса пама тăрăшăпăр.

Перепись - малашлăх çул-йĕрĕ

Перепись - халăх йышĕпе, тытăмĕпе, вăл Раççей Федерацийĕн территорийĕнче социаллă экономика ăнлавĕпе, наци, чĕлхе тĕлĕшпе, унăн вĕренÿ шайĕпе килĕшÿллĕн мĕнле вырнаçнипе çыхăннă статистикăн официаллă информацине йĕркелемелли тĕп çăл куç. Шăпах çакна тĕпе хурса çĕршывăн социаллă экономика аталанăвне палăртаççĕ.

Перепись кăтартăвĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх йышĕ, тытăмĕ пирки пухнă кăтартăва тĕпе хурса ĕнтĕ тĕрлĕ шайри бюджетсене йĕркелеççĕ, Раççей тата регионсен социаллă экономика аталанăвĕн параметрĕсене шутлаççĕ. Çавăнпа халăх пирки каланине çĕнетсех тăмалла. Кунта тĕп вырăнта, паллах, Раççейри, унăн субъекчĕсенчи, кашни ялти халăха тĕрĕс шутласси. Муниципалитет тытăмĕн бюджетне шутланă чухне кашни ялти халăх йышне, ÿсĕмне шута илеççĕ. Çак кăтартусене çыравра кăна палăртма май пур. Çырава хутшăнакан çын бюджета йĕркелеме пулăшать, çĕршыври, регионти социаллă пурнăçпа экономикăн политикине улшăнусем кĕртет.

2002 çулхи Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕн кăтартăвне тĕпе хурса социаллă пурнăçпа экономика пĕлтерĕшлĕ документсем хатĕрленĕ. Статистика информацийĕ пухассипе пирĕн кулленхи пурнăç тÿрремĕнех çыхăннă. Шăпах 2002 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕ çĕршыври демографин çивĕч лару-тăрăвне уçса панă, правительствăна ачаллă çемьесене пулăшма тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хистенĕ. «Сывлăх», «Вĕрентÿ», «АПК аталанăвĕ», «Раççей гражданĕсене хăтлă та йÿнĕ çурт-йĕр» наци проекчĕсем иртнĕ çырав хыççăн тунă утăмсем. Перепиçре çынсен социаллă пурнăçĕ алă тупанĕ çинчи пек тухса тăрать. Вĕсем мĕнле укçа-тенкĕпе тăранса пурăннине пĕтĕмлетнĕ май, Раççейре пурăнакансен 13 проценчĕ хăйĕн çĕр участокĕнче апат-çимĕç туса илни палăрнă. Çĕршыври халăхăн 60 проценчĕ кăна хăтлă çурт-йĕр условийĕсенче пурăнни курăннă. Çынсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшма, ял хуçалăхне аталантарма ятарлă программăсем йышăннă.

2010 çулхи çырав Раççейри халăх йышне пĕлме кăна мар, ăна пĕтĕмлетсе кризис условийĕсенче патшалăхăн социаллă пурнăçпа экономикин политикине тÿрлетÿсем кĕртме кирлĕ. Çырав кăтартăвĕсем юлашки вунă çулта Раççей сăнне йĕркелеме пултарнă ырă, пуçаруллă ĕçсен, çав шутра наци проекчĕсен ÿсĕмĕсемпе паллаштараççĕ. Тĕнче экономикин кризисĕ пирĕн çĕршыва та витĕм кÿни паллă. Унăн калăпăшне, тÿнтер енне статистика кăтартăвĕ тăрăх палăртаççĕ.

Çыравра пухнă сведенисем малашлăх çул-йĕрне, аталанăвне палăртĕç. Пĕтĕмлетÿсем çĕршыва кризисран кăларма, йывăр тапхăр хыççăн пурнăç шайне ÿстермешкĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнма май параççĕ. Раççей 2010 çулхи халăх çыравĕн пĕтĕм тĕнчери раундне хутшăннă май, ООН ирттерекен пĕтĕм тĕнчери халăх тата çурт-йĕр çыравĕн программипе кăтартусем парассипе тĕнчери общество умĕнче яваплă. Çапла вара пирĕн кăтартусем пĕтĕм тĕнчери çырав пĕтĕмлетĕвне те кĕреççĕ. Çакă çĕр чăмăрĕ çинчи халăхăн кăтартăвĕн никĕсне йĕркелеме, тĕнчери организацисене тĕрлĕ енлĕн тухăçлă килĕштерсе ĕçлеме кирлĕ.

Çыравăн культура тата истори пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл - обществăн хăйне май сăнĕ, çĕршыври мĕнпур халăха палăртнă вăхăтра «ÿкерсе» илни. Иртнĕ тата çывхарса килекен çырав пулăшнипе пулас ăру XXI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çынсем мĕнле пурăннине пĕлме пултарĕ.

Вунă çултан кая мар

Саккунпа килĕшÿллĕн ««Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен», 3-мĕш статья» халăх перепиçне вунă çулта пĕр хутран кая мар ирттермелле. Перепись ирттернĕ вăхăт - халăх пирки кăтартусем пуçтарнă тапхăр. Пĕтĕм Раççейри çырав вăхăчĕ - çул, уйăх, кун, сехет - халăх пирки информаци пухнă тата ăна шута илнĕ самант. Перепись ирттермелли вăхăта Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртать. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ те çĕршывсене çак мероприятие вунă çулта пĕр хут ирттерме сĕнет. Мĕншĕн вунă çул? Çак тапхăрта çĕнĕ ăру ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухма ĕлкĕрет. Çитменнине çĕршывсен аталану программине вунă çуллăха йышăнаççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем перепись пĕтĕмлетĕвĕнче палăрĕç.

Пирĕн çĕршывра малтанхи хут халăх перепиçне Раççей империйĕнче 1897 çулта ирттернĕ. РСФСРта пурăнакансене 1920 çулта шутланă. 1926 çулта пĕрремĕш хут Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕ иртнĕ. СССР тапхăрĕнче перепись ултă хут - 1937, 1939, 1956, 1970, 1979, 1989 çулсенче йĕркеленĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ -  2002 çулта. Аталаннă çĕршывсенче, çав шутра Америкăра та, халăха 18 ĕмĕртех шутланă. Çитес çырав унта пирĕн çĕршыври пекех 2010 çулта ирттерме палăртнă.

Вырăсла е чăвашла?

Çырава Раççей Федерацийĕн территорийĕнче яланлăхах пурăнакансене «гражданлăха пăхмасăр» хутшăнтараççĕ. Çав шутра вăхăтлăх урăх çĕре тухса кайнисене те. Çыравçăсем çын пурăнакан вырăна çитсе унăн сăмахĕ тăрăх ыйтса пĕлĕç. Анчах хутла пĕлменнисен, ыйтусене вырăсла хатĕрленĕ май çак чĕлхене япăх пĕлекенсен, куçсăррисен пăшăрханма кирлĕ мар. Нумай пулмасть РФ правительстви çумĕнчи Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне ирттерессипе йĕркеленĕ комиссийĕ Патшалăх Думине перепись хучĕсене тултарас технологи енĕпе саккуна улшăнусем кĕртме сĕннĕ. Перепись хутне çыравçă хăех çырса тултарĕ, çемье членĕсене пĕри е тепри çук пулсан вĕсем вырăнне ыттисем хуравлама пултарĕç. Наци ыйтăвне вара çырава хутшăнакансем хăйсем кăна пĕлтерĕç. Перепись ыйтăвĕсене вырăсла хатĕрленĕ пулин те, çыравçă вырăнти халăх чĕлхипе ыйтса пĕлме пултарĕ е куçаруçă пулăшĕ.

Саккун тăрăх çынсем çыравçа килте йышăнма е ятарлă стационар участокне кайма пултараççĕ. Инвалидсен, чирлĕ тата ватă çынсен телефонпа шăнкăравласа та çырава хутшăнма ирĕк пур.

Явапли кам?

Халăх çыравне хатĕрленсе ирттерме федерацин 20 министерствипе ведомстви, вĕсен территори органĕсем хутшăнĕç. Росстат, территорири органсен тивĕçĕ - методологи тата çырав йĕркелемелли майсене хатĕрлесси. Раççей оборона, шалти ĕçсен тата ытти «вăй» министерствисем çар çыннисене, Раççей Юстици министерстви ирĕкрен хăтарнисене çырава явăçтарĕç. Регионсенчи ĕç тăвакан власть органĕсем перепись ирттерме хутшăнакансене хатĕрлĕç, пурлăхпа техника енчен, хуралпа тивĕçтерĕç.

Халăх çыравĕ тăкаклă мероприяти. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ валли, малтанлăха палăртнă тăрăх, 16,5 миллиард тенкĕ уйăрма пăхнă. Çав шутран 8 миллиард тенкĕ 400 пин çыравçăпа 100 пин инструктор тĕрĕслевçĕсене шалу тÿлеме кайĕ «вăтам шалу 5-6 пин тенкĕ». Çырав ĕçĕ-хĕлне вара 600 пин ытла çынна явăçтармалла.

Çыравра кăтартни вăрттăнлăхра юлĕ. Федерацин «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен» саккунĕн 8-мĕш статйинче çапла палăртнă: «Перепись хутĕнче халăх пирки кăтартни вăрттăн информаци шутланать, ăна уçса пама «сарма» юрамасть тата статистикăн официаллă информацине йĕркелеме усă кураççĕ». Çитменнине çырав хутĕнче çыннăн ячĕ-шывĕ, адресĕ çук, тепĕр майлă каласан вăрттăн ыйтăм вăл. Вăрттăнлăха саракан çыравçăсене саккунпа явап тыттараççĕ. Çапла вара çырава хутшăнмалла е çук - иккĕленсе тăмалла мар. Çĕршыв, пирĕн малашлăх хамăр алăра, эппин, вăл тата лайăхрах пуласси пирĕнтен те килет.

Л.Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика