АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр сăмси

21 июля 2010 г.

Шăрăха пула Раççейре тĕш тырăн чĕрĕкĕ пĕтнĕ

Темиçе çул тухăçлă тĕш тырă туса илнĕ хыççăн Раççей шăрăх та типĕ çанталăкпа тĕл пулчĕ, вăл акнă культурăсен пĕрре тăваттăмĕш пайне пĕтерчĕ те ĕнтĕ. Анчах та ку хресчене çука хăвармĕ, çапла шутлать пĕрремĕш вице-премьер В. Зубков. Çĕршывра тырă саппасĕ çителĕклĕ. Хамăра та, ют çĕршывсене ăсатма та çитет. Шăрăха пула шар курнисене Зубков субсидисемпе йÿнĕ кредитсем шантарнă. Çав вăхăтрах аграрисен савăнма сăлтав çукрах. Тухăçран ытларах субсидишĕн кĕрешесси тĕп тĕллев пулса тăрать. Тăкак хакне никам та тĕплĕ палăртаймасть, анчах та укçана чи çаврăнăçуллисем илĕç.

Раççей ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, шăрăх çанталăк 9 миллион гектар çинчи тĕш тырра пĕтернĕ. Выльăх апачлĕх тырра «ашпа сĕт мĕн чухлĕ пуласси унтан килет-çке» пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ çухатнă. Маларах 95 миллион тонна тĕш тырă туса илме палăртнă пулсан, халĕ - 85 млн тонна тетпĕр. Анчах та ку цифра тата чакма пултарать.

Çапах Зубков урăх цифрăсем илсе парать: иртнĕ çулхи тырă элеваторсенче 24 млн тонна, унсăр пуçне интервенци фондĕнчен 9,5 млн тонна хушăнать. Пĕлтĕрхи тухăç «97 млн тонна» питĕ лайăх пулнă. Çавăнпа пурăнатпăр та.

Маларах палăртнă пекех ют çĕршывсене 20 млн тонна тырă ăсатаççĕ. Раççей хăйĕн экспорт планĕсене улăштармасть. Ку таранччен тырăпа суту-илÿ тăвассипе Раççей тĕнче рынокĕнче иккĕмĕш вырăнта тăнă. Малашне те çак сумран чакасшăн мар. Çитменнине Раççейри шăрăха пула Чикагăри биржăра тыррăн курттăм хакне ÿстернĕ. Халичченхинчен чылай ытларах ĕçлесе илме май пулать. Чăн та, усламĕ уйрăм компанисене кăна тивĕ. Бюджета усси пулмĕ. Анчах та тăкак тÿснĕ уйсене саплаштарма бюджетăн тăкакланмалла. Зубков, телевиденипе тухса калаçнă май, çакна шантарнă:

- Паллах, эпир хресчене инкекре хăвармăпăр, çынсене те пулăшăпăр, анчах та çак ыйтăва правительствăра та сÿтсе явмалла, правительство председателĕн пулăшăвĕ те кирлĕ.

Инкек зонинче - 14 регион. Пĕр уйăхра правительство кам тата мĕн чухлĕ тăкак тÿснине, кама мĕн таран пулăшмаллине татса парать.

Тăкак виçине объективлă хак пама тата адекватлă компенсаци тÿлеме тухăçа страхлани кирлĕ. Раççейре тухăçа страхлассипе 5 çул ĕçлеççĕ. Анчах усси çукрах. Тутарстанра, ку тĕлĕшпе тĕслĕх регион шутланаканскерте, акнă тыр-пулăн çуррине страхланă. Ытти облаçсенче - чылай сахалрах. Зубков кăмăлсăрланнине пытармасть: хресченĕн страхласси пирки тахçанах шухăшламалла.

Экспертсем пилĕк çул каяллах асăрхаттарнă лару-тăру патне çитсе тухрăмăр. Патшалăх ун чухне страхланă укçан пĕр пайне хресчене каялла тавăрса пама шутланă. Анчах та, яланхи пекех, кунашкал субсидисемпе ĕçлеме е укçа çук, е «тĕрĕс» компани тупаймастпăр. Тепĕр енчен пăхсан, мĕншĕн-ха хресченĕн страхланмалла тата хăйĕн тупăшне чакарса кашни çул тÿлемелле; Центрти çыхăнусемпе усă курса хăвна инкек тÿсекен пек кăтартма май пулсан мĕншĕн пăшăрханмалла; Юлашки вăхăтра хăш-пĕр хуçалăхсем массăллă информаци хатĕрĕсем тăрăх хăйсен лару-тăрăвĕ пирки суя информаци сарма тăрăшаççĕ. Тен, чăнласах ĕненĕç. Кирлĕ çынна «тĕртсе» парсан вара, чăнласах та ĕненĕç. Уйрăмах каялла таврăнакан процентшăн.

Çавăнпах ĕнтĕ правительствăна лару-тăрăва тĕрĕс хак пама пĕр уйăх кирлĕ. Хăшĕсем субсиди «каялла тавăрса памалла мар укçа» илĕç. Ăна облаçа яраççĕ, вăл вара шар курнисене валеçет «чи интересли çакăнта пуçланать те». Хăшĕсене икĕ процентлă кредит параççĕ. Урăхла каласан - питĕ йÿнĕ хакпа.

Нихçанхинчен те шăрăх çанталăк тăни малашне тыр-пула страхлассине пĕлтерĕшлĕ ĕç вырăнне хурасса шанаççĕ.

Тĕш тырă тухăçĕ пирки хушса çырассине тата калассине те пăрахăçламалла. Пăрахăçлама вара Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчи, Евросоюз çĕршывĕсенчи евĕр тракторсемпе комбайнсене шутлав информацийĕн тытăмĕпе тивĕçтермелле. Раççей аграрийĕсем вара çакна чăх кулли е пустуй ĕç вырăнне хураççĕ. Тĕрĕссипе вара мĕн чухлĕ тырă пухса илессине тĕп-тĕрĕс палăртакан тытăм пулатчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика