АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхран тухмалли майсем пурах

21 июля 2010 г.

Шăрăх çанталăк хуçалăхсене пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ: тĕш тырă культурисем, нумай çул ÿсекен курăксем типеççĕ. Çĕр улми тухăçĕ те савăнтармĕ ĕçчене кăçал. Çакнашкал лару-тăруран мĕнле хăтăлса тухмалли пирки калаçрĕç июлĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ правительство комиссийĕн черетсĕр анлă ларăвĕнче. «Халиччен Раççейĕн 17 субъектĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне туса хунăччĕ, - пĕлтерчĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев. - Çитес вăхăтрах вĕсен йышне 2 регион кĕрĕ. Çĕршывĕпе хальлĕхе 12 млн тонна тĕш тырă пухса илнĕ. Паллах, тухăç тĕрлĕрен. Экспертсем палăртнă тăрăх, çĕршывĕпе пĕтĕмĕшле 75 млн тонна тĕш тырă пухса кĕртме май пур. Паллах, саппассем пурри те шанăç çуратать. Хăть мĕнле йывăр лару-тăру пулсан та мăйракаллă шултра выльăх йышне чакармалла мар».

Шăрăха пула ытларах Патăрьел, Вăрмар, Вăрнар, Комсомольски районĕсем шар курнине пĕлтерчĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Павлов. Тăкаксен хисепĕ пĕтĕмĕшле - 5,7 млрд. «28 хуçалăх вырмана тухрĕ, - терĕ вăл. - Тухăç, паллах, савăнтармасть, гектартан вăтамран 10 центнер çеç. Ытти çул улăма пуçтарман, сапаланă е çунтарнă. Кăçал вара ăна урана хывмалла. Пĕтĕм вăя выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе ямалла».

Тĕш тырă çеç мар, тымар çимĕç хакĕ ÿсесси те куç кĕрет. Кăçал купăста хакĕ виçĕ, кишĕрĕн вара икĕ хут хăпарнă. Ытти çул сентябрь, октябрь уйăхĕсенче вĕсем палăрмаллах чакнă, çĕнĕ тухăç йÿнĕрех пулнă. Кăçал вара тымар çимĕç хакĕ чакассине кĕтсе илеймĕн. Раççей кăтартăвĕсем тăрăх купăста, кишĕр хакĕсем пирĕн республикăра 16 процент пĕчĕкрех иккен. Тымар çимĕçе больницăсем, ача сачĕсем, шкулсем валли кирлĕ чухлĕ туянмаллине те пĕлтерчĕç.

Выльăх-чĕрлĕхе апатлантармалли тĕрлĕ хутăш, комбикорм хакĕсем çÿлелле кармашаççĕ. Халĕ вĕсене Мордва Республикинчен, Мускавран турттараççĕ.

Шăрăх çанталăк çынна, ÿсен-тăрана, выльăх-чĕрлĕхе çеç мар, пыл хурчĕсене те канăç памасть. Пĕлтĕр пĕтĕмĕшле 700-800 тонна пыл юхтарса илнĕ пулсан, кăçал 300 тонна çеç. «Вĕлле хурчĕсене сыхласа хăварма та патшалăхран пулăшу кирлĕ, - терĕ республикăри утарçăсен акционер обществин ертÿçи Г. Максимов. - Америкăра, сăмахран, çакăн валли 1 млн доллар уйăраççĕ».

«Паллах, кун чухлĕ нухрат тупаймăпăр, - терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ. - Çапах та пулăшма тăрăшăпăр».

«Чăвашхлебопродукт» патшалăх унитари предприятийĕ вырăнти хуçалăхсенчен çĕнĕ тыр-пул туянма хатĕррине пĕлтерчĕ. Анчах та хальлĕхе кăмăл тăвакансем çук иккен. Самар тăрăхĕнчен кÿрсе килнĕ. Алтай, Краснодар тăрăхĕсемпе те килĕшÿ тунă. Асăннă предприятин вырăнти хуçалăхсемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ М. Игнатьев.

«Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» хысна унитари предприятийĕн директорĕ А. Самаркин ял тăрăхĕсемпе çыхăну тытнине каларĕ, выльăх-чĕрлĕх, тĕш тырă туяннине палăртрĕ. Çавăн пекех ытти регионпа та килĕшÿ тунине пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи В. Петьков шăрăх çанталăкра пушар тухас хăрушлăх пуррине асăрхаттарчĕ, ял тăрăхĕнче çĕрлехи хурал кирлине палăртрĕ.

Çут çанталăк кÿнĕ тăкаксене саплаштарма патшалăхран тухакан укçана илме кирлĕ документсене вăхăтра хатĕрлемеллине аса илтерчĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ. Тăкак тÿснĕ хуçалăхсене çав вăхăтрах республикăн резерв фондĕнчен те укçа уйăрассине палăртрĕ ЧР финанс министрĕн çумĕ Л. Михайлова.

Иккĕмĕш çур çулта Чăваш Енри ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем, кунтах хушма хуçалăхсене те кĕртмелле, банксене 2,5 млрд тенке яхăн тавăрса пама тивĕç. Çавна май вĕсене пулăшас тĕллевпе республика правительстви Раççей Федераци правительствинчен пулăшу ыйтнă. Сăмах кунта 2010 çулхи çанталăк пăтăрмахĕсене пула ял хуçалăх культурисем сиен тÿснĕ АПК организацийĕсем тата ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем илнĕ кредитсене тавăрмалли сроксене тăсасси, çавăн пекех тăснă кредит договорĕсен енĕпе процент ставкисене субсидилесси çинчен пырать. Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем тата «Росагролизинг» АУО хушшинче лизинг тÿлевĕсем енĕпе расчетсене тата лизинг тÿлевĕсене каярах хăварма кирлине палăртаççĕ.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май М. Игнатьев çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр хуçалăхсен хăйсем малтан йышăннă плансене тĕллевлĕ ĕçпе çирĕплетмеллине аса илтерчĕ.

В. Петрова.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика