21 июля 2010 г.
Ÿнер тĕнчинче пурăнакансем хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем хăрăк турата, йăваланса выртакан тимĕр, хăма таткине те çĕнĕрен «чун кĕртме» пултараççĕ. Тĕнче çине сăнарлă куçпа пăхнине тата Турă панă пысăк ăсталăха пула çуралать те ĕнтĕ чăн-чăн илем.
Иртнĕ эрне кун Чăваш Енре, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче пĕрремĕш хут паллă художникăн, Раççей ÿнер академийĕн президенчĕн, СССР халăх художникĕн Зураб Церетелин куравĕ уçăлчĕ. Ăна Чăваш Ен 90 çул тултарнипе çыхăнтарнă. Курава йĕркелекенĕсем _ ЧР Правительстви тата Раççей ÿнер академийĕ.
Раççей ÿнер академийĕн президенчĕ Зураб Константинович Церетели йăлтăртатса тăракан мозаикăсем тата эмальсем, металран композицисем хатĕрленипе, художник-живописец пулнипе тахçанах палăрса тăрать.
Церетели ÿнер ĕçĕ-хĕлне пуçăнни 40 çул ытла ĕнтĕ. Çулсем иртсе пынă май унăн пултарулăхĕ тата та çĕкленсе, анланса пырать. Художникăн монумент композицийĕсене Раççейре, Грузире, Францире, Италире, Англире, СШАра, Израильте, Сирире, Уругвайра, Чилире, Испанире, Японире тата ытти чылай çĕршывра вырнаçтарнă.
Хăй телейне хăй аллипе тунă çын, тĕнчене, пурнăçа илемлетессишĕн пурăнакан художник теес килет ун пирки. Вăл вăрах, хуллен ĕçлекенсен, шухăша темиçе çул аталантарса кайран ăна пурнăçлама мехел çитерейменнисен шутне кĕмест. Ку уншăн питĕ кичем те. Ÿнерçĕн шухăш-тĕллевĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр, вĕсем пĕрин хыççăн тепри аталанса пыраççĕ.
Церетели пур жанрпа та, пур техникăпа та усă курнă хăйĕн ÿнерĕнче. Мозаика, тĕрĕ-эреш, пăхăртан, бронзăран, мрамортан тунă скульптура, ахаль, ваннă е оптика кĕленчинчен ăсталанă витражсем, тĕлĕнтермĕш эмальсем, дизайн таврашĕнчи ĕçсем тата ытти те. Маçтăр ĕçĕсенче çĕнĕлĕх нумай.
1997 çулта ăна Раççей ÿнер академийĕн президентне суйланă. З.К. Церетели ертсе пынипе академи ÿнер пĕлĕвне аталантарассипе вăйлă ĕçлеççĕ. Вăл тăрăшнипех Мускаври хальхи ÿнер музейĕ уçăлнă.
Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнчи паллă экспозицире художникăн живопиçĕпе, графикипе, скульптурипе, пластикипе, эмалĕпе паллашма май пулчĕ.
Çав вăхăтрах музейăн пĕр залĕнче Раççей ÿнер академийĕн Н.В. Томский ячĕллĕ Мускав академи ÿнер музейĕнче вĕренекенсен «маларах - Мускав вăтам ÿнер шкулĕ» ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Сăмах май, ăна 1939 çулта тĕнчен тата çĕршывăн мĕнпур кĕтесĕнчи пултаруллă ачасем валли уçнă пулнă. РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 1992 çулта асăннă лицее «РФ халăхсен культура еткерĕн хаклă та пĕлтерĕшлĕ объекчĕсен» шутне кĕртнĕ. Унпа танлашакан шкул тĕнчипе те урăх çук. Кунта виçĕ енпе хушма пĕлÿ параççĕ: живопись, скульптура, архитектура. Çакăнпа пĕрлех вĕренекенсем вăтам пĕлÿ те илеççĕ.
Е. Атаманова.