15 июля 2010 г.
Кăçалхи май уйăхĕнче пирĕн республикăра «Тĕнчери тата Раççейри модернизаципе инноваци аталанăвĕ: теори тата практика» ăслăлăхпа çут ĕç проекчĕ хута кайнă. Шăпах çак темăна «Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрти Раççей: наци аталанăвĕн стратеги шыравĕнче» интерактивлă семинарта малалла тăсрĕç. Вăл нумаях пулмасть Наци библиотекинче иртрĕ. Семинара видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ. Унта Санкт-Петербургри Б. Ельцин ячĕллĕ, Сĕнтĕрвăрри, Канаш хулисенчи вулавăшсем хутшăнчĕç.
Модернизаци аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсем пирки Индустриализаци хыççăнхи тапхăра тĕпчекен центрăн директорĕ, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ В. Иноземцев «Мускав хули» сăмах илчĕ.
«Модернизаци Раççей аталанăвĕн стратегийĕпе çыхăннă, - терĕ вăл. - Ытти çĕршыври модернизаци опытне тĕпе хурсан Раççее 15-20 çул хушшинче çĕнĕрен индустриализацилемелле. Тепĕр чухне эпир экономикăн инноваци майĕсен хăватне ытларах шанатпăр. Чăн малтанах производствăна чĕртсе тăратмалла».
Санкт-Петербургри экспертсем те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Ăсчахсен йышĕнче РАН Социологи институчĕн сектор заведующийĕ А. Дука, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ С. Иванов, философи ăслăлăхĕсен докторĕ В. Козловский профессор тата ыттисем пулчĕç.
«Модернизаци вăл - çĕнетÿ, - терĕç вĕсем. - Çавна май пурнăçăн мĕнпур сферине лайăхлатмалла. Анчах та ăна инновацисĕр пурнăçлама май килмест. Ытти çĕршыв аталанăвĕн çул-йĕрне суйласан Раççей хăйне çухатма пултарать. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе хамăрăн модернизаци тĕслĕхне йĕркелемелле».
Экспертсем вĕрентÿ тытăмне, халăх ăс-хакăлне улăштармаллине, çын потенциалне аталантармаллине палăртрĕç.
Семинар В. Иноземцев профессора панă ыйтусен конкурсĕпе вĕçленчĕ. Чи кăсăклă ыйтушăн Н. Красильниковăна нетбукпа хавхалантарчĕç. Ыттисем автор алă пуснă кĕнекесене тивĕçрĕç.
В. Петрова.