15 июля 2010 г.
Аслă Çĕрпÿелĕнчи Раиса Васильевнăпа Иван Алексеевич пурнăç çулĕпе 30 çул ытла утаççĕ. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Паянхи кун виçĕ мăнукĕпе савăнаççĕ. Унсăр пуçне икĕ ача усрава илнĕ Осиповсем.
«Пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăр»
- Ачасем шкул пĕтерсе тăван килтен тухса кайрĕç, - пуçларĕ калаçăвне Раиса Васильевна. - Çав тери кичем пурнăç пуçланчĕ. Эпĕ вара вĕсемсĕр пурăнаймастăп. Мăшăрпа канашланă хыççăн ача усрава илме шут тытрăмăр. Çапла Янăпа Юльăна, пĕр тăвансене, хамăр хÿтте илтĕмĕр. Чăннипе каласан, ку ĕç Янăна шелленипех пурнăçланчĕ. Иккĕшĕ те чирленĕ пирки Улатăрти ача çурчĕн ĕçченĕсем усрава тÿрех парасшăн марччĕ. Хам çине тăнипе илсе килтĕм вĕсене. Маларах ернĕ кăрчанкă, пыйтă чылай нушалантарчĕç пĕчĕк-скерсене. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймастчĕç. Янăна сăпкана хăнăхтартăмăр. Кăнтăрла халĕ те унтах выртать вăл. Юля виçĕ çулта пулсан та калаçма пĕлместчĕ. Амăшĕ пĕчĕкскерсене эрни-эрнипех пăрахса хăварнă иккен.
Хĕр пĕрчисем халĕ Раиса Васильевнăна - «мамочка», Иван Алексеевича «атте» тесе хисеплеççĕ. Вĕсен ачисене «тете», «аппа» теççĕ. Тĕрĕссипе, ку е вăл сăмаха тĕрĕс мар каланишĕн ÿпкелемеççĕ пĕчĕкскерсене, чĕлхисем уçăлнишĕн çемйипех савăнаççĕ. «Ача усрава илесси çинчен пĕлтерсен хĕрсем çав тери хирĕç пулчĕç, - малалла сÿтĕлет сăмах çăмхи. - Ял çынни те темĕн те калаçрĕ, халĕ те сас-хура лăпланман. Юльăпа Янăна илсе килсен тăван-пĕтен пирĕн патран тухма пĕлмерĕ. Халĕ ачасем те çав тери юратаççĕ. Хăйсем те вĕсемсĕр пурăнаймаççĕ».
Нумаях пулмасть пĕчĕкскерсене Осиповсем чиркÿре тĕне кĕртнĕ. Янăн хĕресне амăшĕ - Раиса Васильевна, хĕресне ашшĕ - унăн Алексей ывăлĕ. Апла пулсан Осиповсем Турă умĕнче тăванлашнă хĕр пĕрчисемпе. Çакă вара çĕр çинче - чи кирли.
Тăванран пуян
Тулли çемьере çеç ача-пăча телейлĕ çитĕнет. Янăпа Юльăн халĕ ашшĕ-амăшĕ те, аппăшĕсемпе тетĕшĕ те, куккăшĕсемпе инкĕшĕсем те, кукамăшĕ те пур. Çакăншăн çав тери савăнаççĕ вĕсем. Ара халиччен пĕчĕкскерсем тăванран пуян пулман. Хăть ăçта каяс пулсан та: «Атте пырать-и унта? Тете, аппасем тата?» - тет Юля.
Амăшне вара пуринчен те ытларах юратаççĕ пĕр тăвансем. Унран пĕр утăм та юлмаççĕ. Раиса Васильевна хăй те вĕсене чунран килĕштерет. Çулĕпе пилĕк теçеткерен иртнĕскер кунĕпе пĕчĕкскерсемпе йăпанать. Маларах çĕвĕçре вăй хунă вăл. Çавна май çемçе теттесем те ăсталать кил хуçи хĕрарăмĕ. Хĕрĕсене чăваш тумĕ те çĕлесе тăхăнтартнă.
Раиса Васильевна ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне çÿрет. Çавна май Юльăпа Янăна та чăвашла юрлама, ташлама хăнăхтарать. Ахальтен-им пĕчĕк хĕрсен саппунĕ-тутăрне те тĕрĕпе эрешленĕ. Сăмах май, фольклор ушкăнне çÿрекенсене те чăваш тумĕпе тивĕçтернĕ Р. Осипова.
«Манăн Катюша»
Пултаруллă çын пур енĕпе те маттур. Кил-çурчĕ те, пахчи те таса унăн. Выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли Осиповсен. Сăвакан ĕне çеç виççĕ таран. Унсăр пуçне качака та пур. «Ăна Янăпа Юля валли туянтăмăр. Ахальтен мар Юля: «Манăн Катюша», - тет ăна. Яна аллергипе асапланатчĕ. Хăть мĕн çисен те сăн-пичĕ хĕрлĕ шатрапа тулатчĕ. Унран сипленме шăпах качака сĕчĕ пулăшрĕ. Çавăнпа юратаççĕ ăна вĕсем», - кăмăллăн калаçрĕ кил хуçи арăмĕ.
Малалла сăмах кил тĕрĕшри ĕç çине куçрĕ. Иртен пуçласа каçченех кил картинче тăрмашать Раиса Васильевна. Мăшăрĕ вара кÿршĕ ялти хуçалăх ферминче инженер-электрикра ĕçлет. Çуллахи вăхăтра ашшĕ-амăшне пулăшма ачисем те килеççĕ: çемйипех утă çулаççĕ, пахчана çум курăкран тасатаççĕ. Ĕçчен Осиповсене кура Янăпа Юля та хастар, маттур çитĕнесси куç кĕрет. Ара, аппăшĕсемпе тетĕшĕ вĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче-çке. «Ман паччара çырла, пан улми, купăста ÿсет», - тет тин çеç «чĕлхе туянакан» Юля. Хăй те амăшне пулăшма хăтланать.
Халĕ вăл тăватă çул тултарать. Йăмăкĕ вара - çулталăк та тăватă уйăхра çеç. Пĕчĕкскерсене Турă шелленĕ курăнать. Ырă çемье хÿттинче ăшăнса, савăнса пурăнаççĕ вĕсем халĕ. Сăн-пичĕсенче вара - иксĕлми йăл кулă. «Пĕчĕк хĕрсене ырă-сывă çитĕнтерсе качча парас тĕллевпе кун кунлатпăр эпир мăшăрăмпа», - вĕçлерĕ сăмахне Раиса Васильевна. Мĕнех, ырă çыннăн шухăшĕ те ырă çав.
В. Петрова, Комсомольски районĕ