15 июля 2010 г.
«Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл - халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе, тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ÿтĕре ясарпа ан варалăр, ÿсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер усраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр», - çапла пилленĕ И.Я.Яковлев чăваш халăхне. Шăпах çак сăмахсем ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн уяв саламĕн тĕп шăнăрĕ пулчĕç.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунне Раççейре кăçалхипе виççĕмĕш çул уявларăмăр. Ăна Петрпа Феврони çветтуйсене халалланă. Пĕр-пĕрне чунтан юратнă мăшăр 1228 çулта пĕр кунра «июлĕн 8-мĕшĕнче», пĕр сехетре вилнĕ.
Шăпах çак кун ЧР Президенчĕ 50 е ытларах çул пĕрле пурăнакан, çирĕп те туслă 11 мăшăра «Юратупа шанчăк-лăхшăн» орденпа чысларĕ. Ку наградăна Чăваш Республикинче çемье институтне çирĕплетес, кăмăл-сипет пуянлăхне аталантарас тĕлĕшпе йĕркелеме йышăннă. Кун пек орден хальлĕхе Раççей Федерацийĕн пĕр субъектĕнче те çук. Паллах, çак ят-сума тивĕçекен мăшăрăн çемйинче юратупа шанчăклăх хуçаланмалла, çĕршыва усă кÿрекен ачасем пăхса çитĕнтермелле, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.
Наградăна тивĕçнисен шутĕнче кун-çул уттипе 64 çул пĕрле утакан Надежда Сосипаторовна Зайцевăпа Гурий Ефимович Теллин та «аялти сăн ÿкерчĕкри» пулчĕç. Вĕсем Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕнчен. Туслă мăшăр пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Паян çичĕ мăнукĕпе, вĕсен виçĕ ачипе савăнаççĕ. Гурий Ефимович 45 çул шкул сукмакне такăрлатнă. Пĕр вăхăт асăннă районти Кивĕ Эйпеçри шкулта директорта та ĕçленĕ. «Çемье телейĕ пĕр-пĕрне юратнинче, ăнланнинче, пĕр шухăшпа пурăннинче», - терĕ Надежда Сосипаторовна манăн ыйтăва хуравланă май.
Муркаш районĕнчи Москакасси ял тăрăхĕнчи Живойкинсем «çÿлти сăн ÿкерчĕкри» 59 çул пĕрле пурăнаççĕ. Петр Иванович, тăхăр теçеткерен иртнĕскер, пахчара ĕçлеме кăмăллать. Мăшăрĕпе Пелагея Васильевнăпа икĕ ача çитĕнтернĕ. Мăнукĕсем, ачисем час-часах килеççĕ тĕп киле, ватăсене пулăшаççĕ.
Кил хуçи хĕрарăмĕ, Питĕрте çуралса ÿснĕскер, чăвашла та лайăх калаçать. Вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Ене эвакуаципе килнĕ вăл. Каярахпа телейне кунта тупнă, йăва çавăрнă. «Ачасен, мăнуксен ÿсĕмĕсемпе савăнса пурăнатпăр ватлăхра», - тет туслă мăшăр.
Çемье телейĕн рецептне ЧР Президенчĕ халăх сăмахлăхĕнче тупрĕ. «Арлă-арăмăн пĕр çын пек пурăнмалла», - терĕ вăл.
Юрату йĕрне юр та шăлмасть, шыв та илмест теççĕ. Чăн та, юрату вăйĕ çеç пире мĕнпур ыйтăва татса пама, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, пурнăçра ăнăçу тума хавхалантарать.
В.ПЕТРОВА.