09 июля 2010 г.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Пенси фончĕн ĕçченĕсем те уява хутшăнчĕç. Хăш-пĕр çемьене амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕç.
Çакнашкал чыса тивĕçекен хĕрарăмсен йышĕ çулсеренех ÿсет. 3,5 çулта республикăра пĕтĕмĕшле 21 пин ытла çемье сертификатлă пулнă. Вĕсенчен 19-ăшĕ _ ача усрава илнĕ амăшĕсем. Аса илтеретпĕр, амăшĕн капиталĕн сертификатне çемьесене иккĕмĕш, виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн параççĕ. Унпа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси шайне ÿстерме усă курма юрать. Ача 3 çул тултарсан укçана куçарса параççĕ. Аслă ачисене вĕрентес текен 22 çемье паян РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмне заявлени çырнă, 208-ăшĕ _ çурт-йĕр туянмашкăн, 5-ĕшĕ _ çурт строительствин пайне хутшăнмашкăн, 9-ăшĕ _ çурт лартмашкăн. Хальлĕхе амăшĕн пулас пенси шайне ÿстермелли çинчен калакан пĕр заявлени те çук.
Амăшĕн капиталĕпе 2011 çулăн пĕрремĕш çурринче усă курас текенсен заявление кăçалхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен çитермелле. Ача ÿсĕмĕ ку вăхăтра 2 çул та 5 уйăхран кая пулмалла мар.
Пурăнмалли çурт-йĕр кредичĕн «çав шутра - ипотекăн» тĕп парăмне тата проценчĕсене саплаштарнă чухне «кредит килĕшĕвне 2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çирĕплетнĕ пулсан» ача ÿсĕмне пăхмаççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр кредичĕн парăмне саплаштарма çулталăк çурăра 3,8 пин заявлени йышăннă. Вĕсен пĕтĕмĕшле виçи - 1 миллиард тенкĕ ытла.
Ачасемпе пĕрлех амăшĕн капиталĕ те ÿсет. Кăçалхи январь уйăхĕнчен унăн виçи 343 пин тенкĕ ытла.