09 июля 2010 г.
Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, июлĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх тивĕçтерекен пенси виçи ÿсет. Çакăн пирки журналистсене Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Т. Минина каласа пачĕ.
Патшалăх тивĕçтерекен пенси виçи вăрçа хутшăннă çынсен тата унăн инваличĕсен, призывпа илнĕ çар служби вăхăтĕнче сусăрланнипе вилнĕ служащисен тăлăх арăмĕсен, вилнĕ çар çыннисен ашшĕ-амăшĕн, радиаци е техноген инкекĕ вăхăтĕнче нушана лекнĕ граждансен тата вĕсен çемйисен членĕсен, социаллă пенси илекенсен «ĕç пенсийĕ илме права илмен ĕçлеме пултарайман граждансем», Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн паракан хушма пурлăх тивĕçекенсен ÿсет.
Чăваш Енре пурăнакан 25 пин пенсионерăн пенсийĕ пысăкланать, вĕсенчен 24 пинĕшĕн _ социаллă пенси. Социаллă пенсин вăтам виçи 121 тенкĕ ÿссе 4174 тенке çитет. Патшалăх тивĕçтерекенни 124 тенкĕ ÿссе 4356 тенке çитет. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисен, икĕ пенси илекенсен, вăтамран 286 тенкĕ ÿссе 18159 тенкĕ пулать.
Республикăра пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене палăртнă: 3910 тенкĕ. Социаллă пенси илекенсенчен хăшĕ-пĕриншĕн пенси ÿсни паллă та пулмĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен пенсийĕ индексаци хыççăн та пурăнмалли чи пĕчĕк виçене çитеймест, çавăнпа та вĕсем июлĕн 1-мĕшĕ хыççăн 3910 тенкĕ илĕç.
Ватлăхпа, инвалидноçпа, тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан ĕç пенсийĕ хăпармасть «ăна апрель уйăхĕнче кăна пысăклатнă». Паянхи куна ĕç пенсийĕн вăтам виçи республикăра 6998 тенкĕпе танлашать.
Çак уйăхранах ĕç паракансен Пенси фондне 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн взнос хывни пирки отчет тăратмалла. Çитес çултан Пенси фончĕ вĕсене кашни кварталта илме тытăнать.
Кăçалтан Пенси фончĕ обязательнăй пенси тата медицина страхованийĕсем валли хывакан взноссен шутлавĕсене илме тытăнчĕ.
Сентябрь уйăхĕччен пенсин пухăнса пыракан пайĕн ирĕкĕ пур граждансем харпăр хăй счечĕ пирки пĕлтернĕ çырусем илĕç. Унта пулас пенсие йĕркелессипе çыхăннă тулли информаци те пулĕ.
Социаллă пенси илекенсем:
- хĕрарăмсем - 60 çултан, арçынсем 65 çултан иртнисем;
- I, II, III ушкăн инваличĕсем, çав шутра ачаранпах инвалид шутланакансем;
- ашшĕне е амăшне, е харăсах иккĕшне те çухатнă ачасене;
-инвалид ачасене.