АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фараон, кацап, скиф... - пурте шутра

07 июля 2010 г.

Çырав хутĕнче «национальность» графана кĕртмелле е çук ыйту юлашки вăхăтра тавлашу çуратрĕ. Нацилĕхе паспортра кăтартма пăрахнăранпа çакăн çине çиелтен пăхни те сисĕнет. Унччен саккунпа килĕшÿллĕн ку информацие çын çырса ирĕк парсан çеç палăртма юранă. Çырав тапхăрĕнче вăл чăрмав кăна кăларса тăратнă. Пĕтĕм Раççей çыравĕ - çĕршыври халăх йышне, наци тытăмне тата чĕлхине пĕлмелли пĕртен-пĕр çăлкуç. Эппин, хайхи графана кăларни, çын çырса ирĕк памалла туни тĕрĕс кăтарту пухма памасть. Мĕн тумалла? Росстат сĕнĕвĕпе кăçал Патшалăх Думи перепись хутне тултарас енĕпе саккуна тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Анкетăри ыйтусенчен пĕрне - нацилĕхе - çын хăй çырса хурать. 14 çула çитмен ачасен нацилĕхне ашшĕ-амăшĕ палăртать. Çакă вăл хăш наци çынни пулнине пĕлтерме хирĕç маррине кăтартать. Ăнланмалла, уçăмлă темелле. Анчах кунта та кĕтмен чăрмав сиксе тухнă.

Кăçал апрельте Ямал-Ненец автономи округĕнче срокчен ирттернĕ çырав вырăс чĕлхине пурте пĕлменнине кăтартнă. Вĕсемшĕн анкетăри нацилĕхе кăтартакан ыйтăва çырса хуравласси те йывăрлăх кÿнĕ. Çавна май перепись пирки йышăннă саккуна каллех тÿрлетÿсем кĕртме тивнĕ. Енчен хуравлакан çын вырăсла çырма-вулама пĕлмесен, суккăр пулсан çыравçă, вăл ирĕк панипе, нацилĕхе палăртма пултарать. Вырăс, тутар, скиф... - çак ыйтăва вара хуравлакан хăй татса парать.

2002 çулхи çыравра çĕршывра мĕнле наци çынни кăна тупăнман-тăр. Дон çинчи Ростовра акă вăтăр çын хăйне скиф тесе палăртнă. Пермьре вара хоббитсемпе эльфсем тупăннă. Хохол, эллин тенисем те пайтах. Çавăнпа 2010 çулхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен çырав анкетине унчченхи хуравсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Перепись хутĕнче Раççей гражданĕсен 1840 национальноçне пăхса хăварнă. Çав шутра шÿтлĕ хуравсене те кĕртнĕ. Çапла вара халĕ кашниех хăйне кăмăла каяканнине суйласа илме пултарать: фараон, кацап, эльф, чăваш... Вариантсем туллиех. Пĕр енчен аван темелле, çапах...

2002 çулхи çырав тăрăх çĕршывра 145,16 миллион çын пурăнни паллă. Çав шутран чăвашсем - 1,64 миллион «1989 çулта - 1,77 млн». Малта - вырăссем, тутарсем, украинсем, пушкăртсем. Сăмах май, унччен вара виççĕмĕшĕнче пулнă. Анчах юлашки çыравра пушкăртсем пирĕнтен иртрĕç. Мĕншĕн? Чăвашсен 46 проценчĕ республика тулашĕнче пурăнни те витĕм кÿрет. Аякри ентешсем вырăсланма тытăнни, çамрăксем тăван культурăран, чĕлхерен ютшăнни сисĕнет. Йăхташсемпе çыхăну вăйсăрланать. Ахальтен-им Красноярск, Кемерово, Коми, Пермь тăрăхĕсенче пирĕн йышăмăр уйрăмах сахалланса юлнă? Тÿнтерле пулăм ытти халăхшăн та палăрать. Çак тапхăрта украинсем, мăкшăсем, беларуссем те палăрмаллах чакнă.

2002 çулхи çыравра Раççейре пурăнакан 1,4 миллион ытларах çын перепись хутĕнче хăй хăш наци çынни пулнине пĕлтермен. Чăваш Енре пурăнакан 3454 çын та çак ыйтуран пăрăннă. Тен, çав шутра чăвашсем те? Кăçалхи çырав мĕн кăтартĕ? Хамăра, чĕлхене упраса хăварма вăй çитерейĕпĕр-ши? Чăвашсем фараонпа скифа е тата урăх наци çыннине куçмасса, ыйтăва тĕрĕс хуравласса шанас килет. Эпир те яланлăхах çĕр çинче юлар.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика