07 июля 2010 г.
2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен пăруланă кашни ĕнешĕн Украинăн патшалăх бюджетĕнче дотаци палăртса хăварнă. Унăн виçине татсах паман-ха, анчах та пĕтĕмĕшле суммăна çирĕплетнĕ: 1,350 миллиард гривен.
Енчен те кашни кил хуçи ĕне пуррине справкăпа ĕнентерсен, çулталăкне кашни пуçшăн 250 гривен тухать. Çирĕплетмесен укçа бюджетрах юлать. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ çĕршывра сĕт калăпăшĕ чакса, рынокра аш-пăш йышĕ ÿссе пырать. Ахăртнех ял çыннисем выльăха пусаççĕ.
Бельгире ĕнесене тытса тăма Украина пенсионерĕ илекен укçаран та ытларах уйăхсерен дотаци уйăраççĕ. Апат-çимĕç сферинче рынок хутшăнăвĕсене пĕтĕмпех пĕтернĕ тесен те юрать. Çĕршыв уйрăм тавар туса кăларакансемпе мар, Украинăн фермерсене аталантарма тулашри мĕнпур продуктĕнчен те ытларах укçа пăхса хăварнă Европăн пĕрлештернĕ бюджечĕпе тупăшать.