07 июля 2010 г.
Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ, анчах çакă алă усса лармаллине пĕлтермест. Ача-пăчаран пушаннă пĕлÿ çурчĕсенче халĕ хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенче хатĕрленÿ ĕçĕсен графикне палăртнă ĕнтĕ, шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнма ятарлă комисси йĕркеленĕ. Хатĕрленÿ мероприятийĕсен тĕп вырăнĕнче хăрушсăрлăх пулĕ. Çавна май электропралуксене, çутă приборĕсене юсаса çĕнетĕç, пĕлÿ çурчĕсене пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе пуянлатĕç, ятарлă, хăрушлăха систерекен автоматика вырнаçтарĕç. Санитарипе эпидемиологи енчен вара вĕрентÿ пÿлĕмĕсене, ăшă системине, канализацие, спортзалсене, столовăйсене юсаса çĕнетĕç, сĕтел-пукан, инвентарь туянĕç, шкул территорине хăтлăх кÿртĕç тата ытти те.
2010 çулта вĕрентÿ объекчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетме республика бюджетĕнчен 35 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă, федераци бюджетĕнчен _ 13,79 миллион, вырăнтинчен «муниципалитетран» 58,9 миллон тенкĕ. Хатĕрленÿ ĕçĕсене августăн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр вĕçлемелле.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енре шкул çулне çитичченхисем валли учрежденисем - 489, шкулсем - 511. Республикăри пĕлÿ керменĕсенче 125,8 пин ача вĕренет «ялта - 56,4 пин, хулара - 69,4 пин». Çитес вĕренÿ çулĕнче 12,3 пин ача пирвайхи хут парта хушшине ларĕ.
Л.АЛЕКСЕЕВА.