АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăх никама та хĕрхенмест

07 июля 2010 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕ районсен территорийĕсенче июль уйăхĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм йышăну пуличчен чрезвычайлă лару-тăру йĕркеленни пирки йышăну кăларнă.

Кăçалхи çу нихçанхинчен те шăрăх. Хăш-пĕр çĕрте икĕ уйăх ытла ĕнтĕ çумăр йĕркеллĕ ÿкмен.

Сахал юрлă сивĕ хĕл пулчĕ. Кĕрхи культурăсен 65 проценчĕ пĕтрĕ. Халĕ вара шăрăха пула акнă-лартнă çимĕç типет. Малтанлăха палăртнă тăрăх, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем тата агропромышленность комплексĕн организацийĕсем çут çанталăк условийĕсене пула 5,7 млрд тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Çитес çул ака тума вăрлăх тата выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм çителĕксĕр пуласси халех паллă. Сăмах май, Федерацин Атăлçи округĕн 8 регионĕнче çакнашкал чрезвычайлă лару-тăру йĕркеленнĕ.

Шăрăха пула пушар тухас хăрушлăх ÿсрĕ. Иртнĕ эрнере Шупашкарта, ун çывăхĕнчи районсенче пурăнакансем Мари Эл тăрăхĕнчи хыр вăрманĕсем çуннипе шар курчĕç. Тĕтре евĕр карса илнĕ тĕтĕм тата унăн шăрши нумайăшне канăçсăрлантарчĕ. Çапах та специалистсем сывлăш тасамарлăхĕ виçерен ытлашши иртменнине, этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулманнине палăртнă. Чăваш Енри патшалăх пушар хуралçисем вут-кăвартан сыхланса Атăл леш енне канма каçакансен йышне те чакарнă. Пĕтĕмĕшле республика вăрманĕсенче 162 шлагбаум çирĕплетнĕ.

Çунтаракан хĕвел ăшшинче нумай çÿрени е пăчă пÿлĕмре чылайччен ларни хăшĕсене тăн çухатасси патнех çитерет. «Хулари васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕ» пĕлтернĕ тăрăх, июнь уйăхĕнче Шупашкарта шăрăха пула 11 çын аптранă. Уйрăмах ачасем, ватă çынсем, чĕрепе тата юн тымарĕсен, эндокрин чирĕсемпе чирлекенсем, эрех ĕçекенсем тата самăр çынсем нушаланаççĕ. Çавăнпа сывлăх хуралĕнче ĕçлекенсем шăрăхра сăлтавсăрах урама тухма сĕнмеççĕ.

Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, июлĕн 2-мĕшĕ тĕлне республикăри районсенче нумай çул ÿсекен курăксене 74,9 пин гектар çинчен «65 процент» çулса илнĕ. 34,9 пин тонна утă «52 процент», 49,8 пин тонна сенаж «43,5 процент», 10,5 пин тонна силос «6,5 процент» тата 82 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ.

Выльăх-чĕрлĕх апачĕ янтăласси, ытти çулпа танлаштарсан, самай сахалли палăрать. Çакă чи малтанах шăрăх çанталăкпа çыхăннă.

Хăш-пĕр хуçалăхра сенаж валли пухса илнĕ симĕс массăн тухăçĕ гектартан 50 центнер та тухман. Ку питĕ сахал.

Е.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика