АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тĕвве пĕрлешсепаллă турĕç Республика кунне хуласемпе ялсенче

02 июля 2010 г.

Уяв юрă-ташăпа кăна мар, ĕçлĕ тĕл пулусемпе те пуян. Шупашкарта III экономика форумĕ уçăлнă май ЧР ял хуçалăх министерстви агропромышленность комплексне аталантарассипе тата унăн конкуренци пултарулăхне ÿстерессипе «çавра сĕтел» йĕркелерĕ.

Тĕп докладпа - «Инновацилле аталану - агропромышленность комплексĕн конкуренци пултарулăхĕн никĕсĕ» - ЧР ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, АПКри патшалăх политикин тĕллевĕ - ял хуçалăхне çĕнĕлле аталанма условисем туса парасси, пысăк технологипе усă курасси тата регионсен хушшинчи апат-çимĕç рынокĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнасси. Палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртме республикăра кăçал ятарлă программа та йышăннă. АПКна çĕнĕлле аталантарас çул-йĕре 2020 çулчченех пăхса хăварнă. Çакă ял хуçалăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине тĕпрен çĕнетсе улăштарма май парĕччĕ. Хальлĕхе çĕнĕлле аталанасси йывăррăн пырать. Раççейре çĕнĕлĕхе хăюллăн çул уçакан ял хуçалăх организацийĕсем 9,2 процент кăна. Аталаннă çĕршывсенче - 30 процент. 2020 çул тĕлне çĕнĕлле ĕçлекен предприятисен йышне Чăваш Енре вăтăр процента çитересшĕн.

«Çавра сĕтеле» Пĕтĕм тĕнчери экологи фончĕн генеральнăй директорĕ Ф. Метлицкий те хутшăнчĕ. Вăл экологи енчен таса апат-çимĕç туса илекенсене палăртма, çав шутран ятарлă документсем илме сĕнчĕ. Паллах, чи малтан кунта тавара сертификацилесси. Çакă продукцие чикĕ леш енче те сутма пулăшĕ.

«Агро-Инноваци» предприятин директорĕ Н. Васильев 2009 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе «Агро-100» клуба кĕме тивĕçнĕ ял хуçалăх организацийĕсемпе паллаштарчĕ. Малти вырăнсенче «Ольдеевская» агрофирма «Шупашкар районĕ», Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Слава картофелю» агрофирма «Комсомольски районĕ» Çĕнтерÿçĕсене вымпел «1-мĕш вырăншăн» тата хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

Республика кунне уявланă май çĕнĕ объектсем уçрĕç.

Çак кунсенчеСĕнтĕрвăрринче физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекс хута кайрĕ. Шучĕпе вăл 20-мĕш. «Район çыннисен сывлăхне çирĕплетме, çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма пысăк парне пултăр», - терĕ республика ертÿçи Н. Федоров çĕнĕ комплекса уçнă май. Кунта хальхи йышши бассейн, тренажер, хореографи, кĕрешÿ, сиплев залĕсем пур. Президент çак вырăна хăйне евĕр культура центрне çавăрма район пуçлăхне интернетлă библиотека та уçма сĕнчĕ.

????

Юлашки 8 çул хушшинче Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрнар чукун çул вокзалĕсене тĕпрен юсаса çĕнетрĕç пулсан, уяв умĕн Вăрмар вокзалĕ те чăн-чăн кермен пулса тăчĕ.

Республика президенчĕ Н. Федоров тата Чулхула чукун çулĕн пуçлăхĕ А. Лесун Канаш вокзалĕнче тĕл пулчĕç. Савăнăçлă саманта уçиччен икĕ ертÿçĕ Чăваш Республикин территорийĕнче халăха транспортпа тивĕçтерес ĕçе йĕркеленĕ чухне тăкаксене саплаштарасси тата пассажирсене хула çумĕсенчи чукун çулпа илсе çÿренĕ май тăкаксăрлăх принципĕсене тапхăрăн-тапхăрăн куçасси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕç. Хыççăнах хăнасем РА-2 дизель пуйăспа Вăрмар станцине çул тытрĕç. Рельсобуса республика ертÿçи хăй те тытса пычĕ. Чăваш Ен Чулхула чукун çул тăрăх иртекен 14 регион хушшинче ку чухнехи çĕнĕ вокзалсем туса лартнă пĕрремĕш субъект иккен. А. Лесун шучĕпе пуласлăх пирĕн начарах мар. Пысăк заказсем пурри, Канаш станцине рельсобуссене юсамалли центр туса хуни ырă малашлăха шантарать.

Савăнăçлă кун уйрăмах палăрнă станци ĕçченĕсене, вокзал тунă «СУОР» фирма строителĕсене хисеп хучĕсемпе парнесем пачĕç.

***

Атăл леш енчи «Росинка» физкультурăпа сывлăх комплексĕ çумĕнче çĕнĕ стадион уçăлчĕ. Унта футбол вылямалли уй, сикме, чупма, сăнăпа йĕтре ывăтмалли ятарлă лаптăксем хатĕрленĕ. Республика пуçлăхĕ калашле, «тĕнче шайĕнчи стадион».

***

«Регионсем - пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» XVII выставка Шупашкар хулин «Экспо-Контур» курав комплексĕнче уçăлчĕ. Унта республикăри предприятисем хăйсем туса кăларакан продукцие кăтартрĕç.

Раççей регионĕсен аталанăвĕн министрĕ В. Басаргин тата республика ертÿçи Н. Федоров малтанах Çĕнĕ Шупашкарта тума пуçланă «Хĕвел батарейкисем кăларакан завод» çĕнĕ проектпа паллашрĕç. Кăçал заводăн тĕп корпусне туса пĕтерме палăртаççĕ. Малашлăхра хĕвел энергетикин отраслĕнче 1300 специалист вăй хурĕ. Сывлăха сыхлас, вĕренÿ, ял хуçалăх аталанăвĕн тата ытти отрасльти çитĕнÿсемпе те паллашрĕ Мускав хăни.

***

Чăваш автономийĕн 90 çулхи юбилейне тата Республика кунне халалланă мероприятисем Патăрьел районĕнче те иртрĕç.

Спортсменсен парачĕ, Патăрьел районĕн ял тăрăхĕсенчи ăстасен ĕçĕсен тата халăх ремеслисен «Тĕлĕнтермĕш ярмăркка» куравĕ, «Ылтăн сасăсем» уяв концерчĕ халăха тĕлĕнтерчĕç те, савăнтарчĕç те.

Патăрьел çĕрĕнче шăраннă Бельги, Болгари, Тутарстан, Дагестан, Воронеж, Пенза тăрăхĕсенчен килнĕ артистсен юрри-ташши нумайăшĕн чĕрине хускатрĕ. «Раççей çăл куçĕсем» концерта Раççей эстрада çăлтăрĕ Н. Варлей хутшăнни куракансен кăмăлне пушшех те хăпартлантарчĕ.

Кино курма юратакансем уçă вырăнти «Манăн çĕршывăм - Чăваш Ен» документлă фильмсен ярăмне курма пултарчĕç.

Уяв мероприятийĕсем малалла пыраççĕ.

Е.Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика