АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял илемĕ - капăр çурт

16 июня 2010 г.

 Паянхи ял сăн-сăпачĕ чуна савăнтарать, кăмăла çĕклет. Наци проекчĕсем, программăсем ял пурнăçне тĕпрен çĕнетсе улăштарчĕç: газ, такăр çул, капмар çуртсем...

Муркаш районĕнчи Çĕньял Апашра 60 кил ытларах кăна. Анчах, халăх калашле, пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă. Пĕчĕк ялта та пурнăç вĕресе тăрать. Çамрăк çемьесем, специалистсем ялтах тымар яни савăнтарать. Виçшер-тăватшар ачаллă çемьесем те пур. Юлашки вăхăтра тепĕр ырă пулăм палăрать: хулара ĕçлесе пурăннă çынсем çуралнă тăрăха туртăнаççĕ. Ял пурнăçĕнчен, çĕр ĕçĕнчен хăрамасăр хăтлă хваттерсене хăварса тăван ене яланлăхах куçса килеççĕ. Çав шутра Кузьминсем те.

Икĕ чÿречеллĕ, çĕр çумне лăпчăннă пĕчĕк çурт вырăнне çĕкленнĕ капăр кермене тĕлĕнсе-савăнса сăнарăм. Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă, эрешсемпе илемлетнĕ виçĕ хутлăскер чăннипех ял илемĕ, шанăçĕ. Пытармастăп, республика тăрăх çÿресе те кун пек хăтлă, хăйне евĕр кермене час-час тĕл пулмастăн. Колоннăсемпе эрешсене гипспа цемент хутăшĕнчен ятарлă формăпа хатĕрленĕ-мĕн. Çавăнпах-тăр уйрăмах хăйне евĕрлĕ, илĕртÿллĕ курăнать. Кил хуçи хĕрарăмĕ йыхравланипе хаваспах çурта кĕрсе куртăм.

- Кунта -хăна пÿлĕмĕ, -паллаштарма пикенчĕ Лидия Васильевна, - иккĕмĕшĕнче - зал. Ăна колоннăсемпе тума пуçланипе ĕç-хĕле вĕçлеймерĕмĕр-ха. Виççĕмĕш хутра- çывăрмалли пÿлĕмсем.

Çурт тултан кăна мар, шалтан та илемлĕ, хăтлă, çутă. Кашни пÿлĕм пĕр-пĕринчен уйрăлса тăрать. Хуçисем ăста та тăрăшуллă пулни пур çĕрте те сисĕнет. Çуртне те хăйсемех купаланă, кашни кирпĕч вĕсен алли витĕр тухнă.

- Ĕмĕрĕпех хулара хăтлă хваттерте пурăннă хыççăн яла куçма мĕн хистерĕ?- ыйтатăп унран.

- Хулара тăватă пÿлĕмлĕ хваттер, лайăх шалуллă ĕç пуррипе ял пирки шутласах кайман. Унчченхи кивĕ çурта дача вырăнне тытнă. Чăн та, мăшăрăм, Вениамин Михайлович, ялта пурăнса выльăх-чĕрлĕх усрама ĕмĕтленетчĕ-ха.

Çемье çурт-йĕр çавăрса тăван тăрăха пурăнма куçасси вара ăнсăртран тенĕ пек пулса тухнă. Пĕррехинче Лидия Васильевна çĕр улми кăларма хулари шăллĕне, Николая та, пулăшма чĕннĕ. Ăна пĕвеллĕ, симĕс урамлă, лăпкă ял килĕшнĕ. Çитменнине Шупашкартан инçе мар, юнашарах аслă çул иртет. «Мĕншĕн йĕркеллĕ пÿрт лартмастăр, кунта канма-пурăнма çăтмах вĕт!» - тĕлĕннĕ вăл тăванĕсенчен. Шăллĕ хĕтĕртнипе, пуçарнипе Кузьминсем йывăр лава кÿлĕннĕ. Çурт çĕклесси нихăçан та çăмăл пулман. Вăй-хала пĕтерет, кĕсьене пушатать. Вĕсем строительство ĕçĕ-хĕлне тытăнни сакăр çула яхăн. Çак тапхăрта хуралтăсене те çĕнетме ĕлкĕрнĕ. Кузьминсем пайтаçă-бизнесменсем, пысăк пуçлăхсем те мар. Çапах пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса, кредитсемпе усă курса ĕмĕт патне талпăннă.

- «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе илнĕ çăмăллăх кредичĕпе вите-сарай турăмăр, - пĕлтерет Л.Кузьмина.

Çурта илемлетме вара шăллĕ нумай вăй хунă. Чиркÿсем тунă, юсаса çĕнетнĕ çĕрте пуян опыт пухнă вăл. Унăн хăйĕн фирма, шăпах хайхи эрешсемпе колоннăсене те хатĕрлет.

- Ĕç-хĕл пайтах. Хушма çурт çĕклесе туалетпа ванна тумалла. Газ, шыв, канализаци кĕртнĕ ĕнтĕ. Кил картине эрешлĕ плита сармалла, палисадник йĕркелемелле...

- Пĕчĕк ялта кичем мар-им?

- Хулари шăв-шав хыççăн кунти шăплăх, таса сывлăш темрен паха. Мăшăрпа Шупашкарта агрегат заводĕнче сиенлĕ цехра ĕçленипе пенсие иртерех тухрăмăр. Вăй питтисен хулара мĕн туса лармалла?

Пысăк çурт-йĕр канмалли кунсенче лăках тулать. Виçĕ ачи çемйисемпе килсен пушă кĕтес те юлмасть. Хулара çитĕннĕскерсем яла кăмăллани паллă. Çĕр ĕçĕнчен те ютшăнмаççĕ. Вениамин Кузьмин ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнă. Халĕ унăн картиш тулли выльăх-чĕрлĕх: ĕне, вăкăр, пăру, чăх-чĕп, хур-кăвакал. Хушма хуçалăх вĕсемшĕн - тĕп тупăш çăл куçĕ, чун киленĕвĕ. Хăйĕн телейне çĕр ĕçĕнче тупнă çемье ыттисемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх, пуçару.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика