16 июня 2010 г.
Хамăн ĕç-хĕлпе тата кĕçĕн хĕр Çĕрпÿре пурăннă май час-часах тăван тăрăха çÿретĕп. «Газель» çине ларсан 30-40 минутран хулана çитсе те тăратăн. Çĕнĕ маршрутсем уçни те савăнтарать.
Çул çинче паллакансем те тупăнаççĕ. Вăрăм çула кĕскетме тăршшĕпех калаçса каятпăр. Мĕн патне кăна çитсе тухмастпăр пулĕ; Иртнĕ кĕркунне юлташпа район центрне çитес умĕн çул-йĕре тĕпрен юсанине курса савăнтăмăр. Пĕррехинче Çавал урлă каçмалли кĕпер çывăхĕнче чарăнса тăма тиврĕ. Халĕ вара юхан шыв хĕрринче вырнаçнă хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕпе килентĕмĕр. 2009 çулта унта хамăн та пулса курма тÿр килнĕччĕ. Çулла пулнăран вăл хитре чечексем ăшне путнăччĕ. Ăçтан кăна килмеççĕ пулĕ çак таса вырăнсене курма, савăнма! Юнашар утса иртекен Мускав хĕрарăмĕсенчен пĕри: «Эх, хĕрсем, çăтмах пахчинче пулса куртăмăр вĕт-ха!» _ терĕ чунтан савăнса. Мăнастирпе юнашарах _ Çавалăн кивĕ шыв çулĕ. Эпир мăнукăмпа илемлĕ вырăнсене курса çÿренĕ чухне унта кайăк кăвакалсем ишсе çÿретчĕç.
Çĕрпĕве пырса кĕрсен, ял хуçалăх техникумĕнчен инçех мар, А.С.Розов ÿнерçĕ-монументалист «çак районти Тăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ» проекчĕпе хулана хисеплесе лартнă палăк мăнаçлăн курăнать, чуна савăнтарать. Урамсене çĕнĕ çуртсем хăтлăх кÿреççĕ. Суту-илÿ çурчĕ хута кайсан хуламăр тата илемленĕ. «Черемушки» микрорайонти тĕп стадионпа парк Çĕрпÿсемшĕн канмалли, юратнă вырăнсем пулса тăчĕç. Çитес вăхăтра физкультурăпа спорт керменĕ хута кайĕ. Ăна валли хитререн те хитре ят тупнă - «Асамат».
Çапла, Çĕрпÿ енне çитмессерен çĕнĕ улшăнусене асăрхатăп та чун çĕкленет.