16 июня 2010 г.
Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăхра ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен тата выльăх-чĕрлĕхе искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен техниксен республикăри конкурсĕ иртрĕ.
Ăмăрту тĕллевĕ - паха опыта сарасси тата выльăх ĕрчетекенĕн ят-сумне çĕклесси. Конкурса чи пултаруллă специалистсем, район çĕнтерÿçисем пуçтарăнчĕç. Савăнăçлă уява уçнă май вĕсене иртнĕ çулхи конкурс çĕнтерÿçисем - В.Андреева, Н.Садовникова «Етĕрне районĕнчи «Заветы Ильича», «Ленинская искра» хуçалăхсем» Чăваш Республикин ялавне çĕклерĕç. Пухăннисене ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Павлов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Малов, Муркаш район пуçлăхĕ Ю.Иванов тата ыттисем ăшшăн саламларĕç.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Çак тапхăрта республикăра выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнĕрен тума, реконструкцилеме 3,8 миллиард тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Палăртнă 81 объектран 72-шне хута янă ĕнтĕ.
Аш-какай, сĕт туса илесси те ÿссех пырать. Пĕлтĕр акă республикăра ĕне пуçне вăтамран 4407 килограмм сĕт сунă. Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăхри Л.Храмовăпа В.Волкова вара сакăр пин килограмран та ирттернĕ. Кăçалхи кăтартусем те савăнтараççĕ.
Шел, ĕне выльăх чакса пырассине ниепле чарма май килмен. Çакă çĕршывĕпех сарăлнă тÿнтерле пулăм. Республикăра юлашки тăватă çулта хуçалăхсенче 28,7 пин сăвакан ĕне. Вĕсен хисепне ăратлăхпа ĕçлекен организацисенче кăна упраса хăварма май килнĕ.
- Ĕне выльăхсăр хуçалăха тытăнса тăма йывăр, - палăртрĕ «Ударник» хуçалăх ертÿçи П.Давыдов. - Фермăран куллен тупăш килет.
Чăн та, ÿсен-тăранпа, çĕр улмипе ĕçленĕ май кунта выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетеççĕ. Сăвакан ĕне кăна пилĕк çĕр. Ăратлă пăрусене сутса та тупăш илеççĕ. Ĕнесем, пăрусем çăвĕпех уçă сывлăшра, ешĕл курăк çинче. Конкурса хутшăнакансем теори пайĕпе ыйтусем çине хуравланă хыççăн хаваспах «Ударник» хуçалăхăн фермисене, пăрусен çуллахи лагерьне, краеведени музейне çитсе курчĕç, сенажа чĕркемре хатĕрлес вăрттăнлăхпа паллашрĕç.
Конкурсăн иккĕмĕш кунĕ те хĕрÿ иртрĕ. Практика пайĕнче ăмăртăва хутшăнакансем пултарулăхне-ăсталăхне туллин кăтартрĕç: сĕт аппаратне вăхăтра, санитари ыйтнă пек сÿтсе пуçтарчĕç тата ыт.те. Ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен хушшинче Светлана Григорьевăна «Елчĕк районĕ, «Прогресс» хуçалăх» çитекенни пулмарĕ. Ăна чемпион хăйăвне çакса ячĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Вера Николаевăпа «Шупашкар районĕ, «Приволжское» хуçалăх» Ирина Карпова «Етĕрне районĕ, «Заветы Ильича»» тивĕçрĕç. Выльăх-чĕрлĕхе искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен техниксенчен Надежда Сергеева «Вăрнар районĕ, «Янгорчино» хуçалăх» уйрăмах палăрчĕ, чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Валентина Дмитриевăпа «Муркаш районĕ, «Ударник»» Ирина Аввакумова «Елчĕк районĕ, «Рассвет»» иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç.