АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХХ ĕмĕр вĕçĕнче информаци революцийĕ

09 июня 2010 г.

  пирĕн пурнăçа тĕпрен улăштарчĕ, çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ. Электрон почтăпа пĕр-пĕрне çырусем çыратпăр, компьютерпа усă курса калаçатпăр, кирлĕ материалсене чылай чухне интернетра шыраса тупма пултаратпăр.

Хальхи тапхăрта библиотекăсемпе пĕр шайрах çĕнĕ информаци технологийĕсемпе пуян электрон вулавăшсем кун çути курчĕç. Вĕсенче тĕрлĕ темăпа çыхăннă тулли текстсем пуçтарăнса пыраççĕ. Е пĕр-пĕр отрасльпе çыхăннă информацие пĕрлештерсе тăракан вулавăш шутланать вăл. Тулли текстсем электрон библиотекăна çулран çул пуянлатаççĕ. Çавăнпа та çынсем унпа уйрăмах интересленеççĕ.

Тĕнчери чи пĕрремĕш электрон библиотека проекчĕ «Гутенберг» ятлă. Ăна 1971 çулта уçнă.

Рунетри электрон вулавăшсенчен илемлĕ литературăпа çыхăннă çĕршыври пирвайхи сайтсенчен пĕри вăл - М.Мошков библиотеки. Унта литературăна тĕрлĕ темăпа йĕркелеççĕ. Вулакансем сайт урлă чылай произведенипе паллашаççĕ. Çак электрон вулавăша «www.lib.ru» çыравçăсен произведенийĕсене вырнаçтарма пулать.

Иртнĕ çулсенче карточкăсен каталогĕпе усă курнă пулсан паян автоматизаци мелĕпе йĕркеленнĕскерсем те вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме пулăшаççĕ. Электрон каталогри информацие тĕрлĕ енлĕ тупма пулать: статья е кĕнеке ячĕпе, автор хушамачĕпе, тема тăрăх тата ытти те.

Наци библиотеки пурнăçлакан тепĕр çĕнĕлĕх - электрон вулавăш йĕркелесси. Компьютера кĕртнĕ информаци «ресурс» чăваш тата тĕнче культури аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать.

Паянхи кун тĕлне çак вулавăш валли сайра тĕл пулакан çĕр ытла кĕнекене сканер урлă кăларса вĕсен электрон вариантне тунă. Чылай текст ЧР Наци библиотеки сайтĕнче вырăн тупнă. Унта - чăваш халăх историйĕпе тата культурипе çыхăннă кĕнекесемпе статьясем, сайра тĕл пулакан кăларăмсем. Вĕсенчен Н.Ашмаринăн «Опыт исследования чувашского синтаксиса» «Хусан, 1898», А.Рекеевăн «Из чувашских преданий и верований» «Хусан, 1897», В.Сбоевăн «Заметки о чувашах» «Шупашкар, 2004» тата ытти ĕмĕрти кăларăмсемпе хальхи тĕпчевçĕсен ĕçĕсем.

Библиотека сайтĕнче Юрий Сементерĕн, Анатолий Кипечĕн, Михаил Сунталăн хайлавĕсем те пур. Вĕсене унта лицензи килĕшĕвĕпе вырнаçтарнă. Паянхи кун тĕлне Наци библиотекин сайтĕнче 50 яхăн хайлав вырăн тупнă. Унпа вулакансем анлăн усă кураççĕ. Сайтăн интернетри адресĕ - www. nbchr. ru.

Наци электрон библиотеки валли К.Иванов, Çеçпĕл Мишши, Н.Гоголь, А.Пушкин ытти паллă чăваш тата вырăс çыравçин хайлавĕсене компьютерпа вуламалли текстсене туса хатĕрленĕ. 1944 çулхи «Чăваш коммуни» «256-мĕш номер» тата «Сталинец» «1943-1944 çулсем» хаçатсенче пичетленнĕ Петĕр Хусанкайăн статйисемпе хайлавĕсене электрон версие куçарнă. Наци библиотеки хатĕрлесе кăларнă электрон кăларăмсенчи тулли текстсем: «Геннадий Айхи. Шăплăх поэзийĕ», «Праски Витти», «Андриян Николаевăн çăлтăрлă çулĕ», «Хĕнпе хĕрсе туптаннă сассăм: чăваш çыравçи Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 100 çул тултарнă май», «Петĕр Хусанкай», «Чăваш диаспори». Асăннă информаци ресурсĕсемпе ытларах вулавăшра паллашма пулать.

Библиотека ĕçченĕсем паян пичет материалĕсемпе танах кĕнекесемпе статьясен тата ытти документăн электрон версине пуçтараççĕ. Вĕсемпе паллашма майсем туса параççĕ. Чăваш наци электрон библиотекине кашни çыравçă, тĕпчевçĕ пуянлатма пултарать.

ЧР Наци библиотекин пай пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика