АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста аллинче ĕç вĕрет

09 июня 2010 г.

 Йывăр техникăпа ĕçлеме вăй-хăват, чăтăмлăх, çирĕп сывлăх кирлĕ. «Чи малтан профессие юратмалла», - тет Муркаш районĕнчи Чапаев ячĕллĕ хуçалăх механизаторĕ Николай Емельянович Федоров. Хĕрĕх çул ытла вăл çĕр ĕçĕнче: сухалать-акать, тырă вырать... Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ çак тапхăрта техникăна алăри пилĕк пÿрне пек пĕлсе çитнĕ. Хуçалăхра вăл çитмен уй юлман-тăр.

«Тăван ялтан хакли çук»

Шурă-хĕрлĕ чултан эрешлесе çĕкленĕ капмар çурт умĕнче ларакан тракторсене асăрхасан самай тĕлĕнтĕм: «Нивушлĕ пĕр çыннăн!» Ак тамаша, кил картишĕнче те МТЗ-80 тракторпа çăмăл машина.

- Иккĕшĕ - хам пуçтарса хута кĕртни, тепри - хуçалăхăн, - лăпкăн ăнлантарать патвар пÿ-силлĕ Николай Емельянович.

Хальхи вăхăтра экскаваторпа ĕçлет иккен. Вĕр çĕннĕн курăнакан ЮМЗ тракторпа 24 çул вăй хунине ĕненессĕм килмерĕ. Теприн аллинче пулсан вăл тахçанах тимĕр-тăмăра ăсанмалла. Н.Федоров вара шанса панă техникăна куç шăрçи пек упрать. Саппас пайĕсем çителĕксĕррипе час-часах хăй шутĕнченех юсать.

«Хурçă ут» рулĕ умне Н.Федоров малтанхи хут 17 çулта ларнă. Çĕрпÿри училищĕре водитель-механизатора вĕреннĕ çамрăксене опыт пухма практикăна Казахстана янă. Чăваш Енрен тухсах курман каччăсене тинĕс пек сарăлса выртакан уйсем самай тĕлĕнтернĕ. Мĕн ачаран ĕçре пиçĕхсе ÿснĕскерсем тăрăшсах вăй хунă. Унти ертÿçĕсем вĕсене яланлăхах юлма ÿкĕтленĕ-ха, анчах пурăнма, канма йĕркеллĕ условисем туса паман. Тата кунти йăла-йĕрке, чухăнлăх хăратнă.

- Шыв çителĕксĕрччĕ, çынсем аулсенче, тăмран тунă çуртсенче пурăнатчĕç, - аса илет вăл иртнине. - Уйсем тикĕс, анлă пулин те тĕш тырă гектартан 9 центнер кăна тухатчĕ. Вĕсемшĕн çакă пысăк тухăç пулнă, савăнатчĕç. Сухалакан-акакан лаптăксене удобрени, навус хывнине астумастăп. «Вĕçсе иртекен кайăксем удобренипе пуянлатаççĕ», - тетчĕç пире.

Виçĕ уйăха яхăн практикăра пулнă хыççăн тăван ене таврăнни çăтмаха лекнĕнех туйăннă уншăн. Ешĕл йывăçсемпе, курăкпа, пĕвесемпе, çырма-çатрапа пуян Çĕньял Апаша нимĕнпе те улăштарман йĕкĕт. Кунтах тымар янă.

«Пенсие тухни хăяккăн выртмаллине пĕлтермест»

Н.Федоров Чапаев ячĕллĕ хуçалăхра хĕрĕх çула яхăн вăй хурать. Вăл «хурçă учĕпе» пĕр улшăнми ĕçленĕ вăхăтра миçе ертÿçĕ улшăнман-тăр хуçалăхра. Пĕри лава çĕкленĕ, тепри тарăн çырмана чăмтарнă. Çитĕнÿсемшĕн савăннипе пĕрлех кооператив йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕшĕн те чун-чĕререн пăшăрханать вăл. Акă хăй вăхăтĕнче кунта гектар пуçне 50 центнер таран тырă пуçтарса кĕртнĕ. Николай Федоров хăй кăна 1200 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Хальхи пек чаплă, хăватлă техникăпа мар, «СК», «Нива», «Дон» комбайнсемпе ĕçлесех пысăк çитĕнÿ тунă, районта, республикăра малтисен ретĕнче пулнă. Халĕ хуçалăх кăтартăвĕсем 2-3 хут пĕчĕкрех.

- Çĕнĕ ертÿçĕсем ăна ура çине тăратма тăрăшаççĕ-ха. Çăмăллăх кредичĕ илме те палăртнă. Унччен вара парăмсем пысăккипе, финанс енчен япăххипе илеймерĕмĕр. Кооператив йĕркеллĕ ĕçлени ялăн социаллă пурнăçне, экономикине тÿрремĕн систерет. Вăйлă хуçалăхра çынсем те пуян, - шанчăкне çухатмасть вăл.

Николай Емельянович алли витĕр миçе техника тухман-тăр. Кашнине типтерлĕ тытма, упрама тăрăшнă, вĕсен ĕмĕрне тăснă. Шел, паянхи çĕнĕ йышши хăватлă, чаплă машина-тракторпа ĕçлеме тÿр килмен ăна.

- Хальхи майсем лайăхрах. Ĕлĕкрех эпир ака-сухана тухсан тусан ăшĕнче хамăра та курмастăмăр. Трактор кĕрлевĕпе хăлха хупланса ларни те асрах-ха, - пĕлтерет вăл.

Сăмах май, унăн мăшăрĕ, Галина Федоровна, тивĕçлĕ канăва тухиччен хуçалăхра бухгалтерта ĕçленĕ. Вĕсем виçĕ ача çитĕнтернĕ. Кĕçĕннисем ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ: Светлана - экономист, Юрий - инженер-механик. Асли, Надежда - медицина ĕçченĕ. Пурте сăпайлă, кăмăллă, хастар.

- Малашне мăшăрпа канса, ачасен ырлăхĕпе савăнса кăна пурăнмалла, - тетĕп ултă теçеткене çывхаракан çынна.

- Пенсие тухни хăяккăн выртмаллине пĕлтермест, - хуравлать Н.Федоров. - Ĕçлемелле, унсăрăн çын ĕçке ерет. Эпир акă çĕр лаптăкне 3,5 гектара çитересшĕн. Çĕр улми, купăста, утă туса илĕпĕр. Техникăна мĕншĕн ахаль лартмалла; Ĕçлетĕр, тупăш кÿтĕр.

МТЗ-80 трактора Раççей ял хуçалăх банкĕнчен илнĕ çăмăллăх кредичĕпе туяннă-мĕн. 300 пин тенкĕрен ытти техника илме те тăкакланă. Ял çыннисем пахча ĕçĕсене пурнăçлама час-часах пулăшу ыйтаççĕ унран.

Унсăр пуçне ĕçчен çемьен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх: тăватă ĕне выльăх, виçĕ сысна. Куллен патшалăха 20 литр сĕт сутаççĕ.

- Халĕ ялта та тупăш илме май пур, ÿркенмелле мар çеç. Патшалăх ял хуçалăх продукчĕсен хакне тивĕçлипе палăртса йĕркелесен тата аван пулмалла та, - палăртать вăл.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика