09 июня 2010 г.
Манăн мăн асатте, Иван Дубров, çарта шофер пулнă. Вăл блокадăри Ленинграда Ладога шывĕ урлă халăх валли çăнăх турттарнă, каялла ачасене илсе тухнă.
Пĕррехинче кабинăра 12 çулсенчи хĕр ача тата ăна пысăк çĕр çине ăсатакан санинструктор ларса пынă. Кăшт ăшăннă хыççăн хĕр ача йăшăлтатма, тутăрĕ айĕнче пĕр вĕçĕм хыпашлама тытăннă. Пукане иккен унта. Тĕрĕссипе каласан, халиччен курман, чĕрĕ пекех курăнакан упăте. Çак теттене курсан машинăра ларакансем пурте кулса янă. Анчах хĕр ача вĕсене упăтен малтанхи хуçи пирки каласа кăтартнăçемĕн пурин те кăмăлĕсем хуçăлнă.
Виçĕ çулти Катя вăрçă пуçланиччен питĕ телейлĕ пурăннă: çумрах ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕ. Ашшĕ футбол комментаторĕнче ĕçленипе чикĕ леш енче те час-часах пулнă. Пĕр çĕршывран çак тĕлĕнмелле упăтене илсе килсессĕн хĕр пĕрчи парнене алăран урăх вĕçертмен.
Анчах кĕçех хăрушă вăрçă пуçланнă. Кашни çăкăр чĕллине ашшĕпе амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене панă. Юратнă çыннисем пĕрин хыççăн тепри выçăпа вилсе пĕтнĕ. Юлашкинчен вара виççĕри Катя та çут тĕнчерен уйрăлнă. Унăн шăнса кÿтнĕ ÿтне илсе тухакансен çумĕнче çак упăтене асăрханă. Хитре теттен урисене йăлтах кăшласа пĕтернĕ, шалтан йывăç турпасĕсем курăннă, вĕсем пăрлансах ларнă. Çапла майпа юратнă пуканийĕ пĕчĕк хĕр пĕрчин питĕ кĕске ĕмĕрне кăштах тăснă иккен...
Тупнă упăтене 12 çулти çак хĕр ачана парнелесе хăварнă. Манăн мăн асатте Ленинград блокадинчен илсе тухман пулсан ăна та Катя шăпиех кĕтетчĕ ĕнтĕ. Иван Дубровăн машинăри ачасен пурнăçне çеç мар, выçăпа вилнĕ пĕчĕк хĕре аса илтерекен теттене те çăлмалла пулнă.
Çак чуна çÿçентерекен калава итлесе пынă май пăрлă Ладога варринче машина умĕнчех тăшман бомби ÿксе çурăлнă. Пăр катăлса кайнипе грузовик майĕпен шыва путма пуçланă. Харсăр Иван Дубров васкасах кабинăран сиксе тухнă та ачасене пулăшма пикеннĕ. Шуйхашу-çухрашу вăхăтĕнче вăл бинтпа çыхнă, вараланнă упăте урине курнă. Теттине алăран вĕçертмен хĕр ачана асатте çийĕнчех шывран туртса кăларнă, каярахпа иртсе каякан машинăпа лартса янă.
Çакăн хыççăн та манăн мăн асатте вилĕм çулĕпе сахал мар çÿренĕ. Вăрçăран нумай наградăпа таврăннă. Пĕррехинче вара хăй çăлнă хĕр ачана тĕл пулнă.
Кăçал Ленинград блокадине чăтса ирттернĕ упăте 67 çул тултарать. Вăл пирĕнпе кÿршĕллĕ хваттерте, çав хăрушă вырăнтан çăлăнса тухнă хĕр ача тăванĕсем патĕнче упранать. Манăн мăн асатте те, Катя та тахçанах çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Анчах тетте халĕ те вĕсем çинчен аса илтерсе тăрать.
Л.Дуброва.
Саратов хули.