04 июня 2010 г.
Кăçалхи çанталăк условийĕсем сад ăстисемпе пахчаçăсен кăмăлне самаях пăсрĕç. Шартлама сивĕ хĕлре çĕр 1-1,5 м тарăнăш шăнчĕ. Юр часах ирĕлсе пĕтеймерĕ. Çĕр вăрах вăхăт хушши ăшăнчĕ. Çав хушăрах кăнтăрла сывлăш температури 20 градус ытла ăшăтса ячĕ. Çитменнине апрель-май уйăхĕсенче çумăр сахал çурĕ, вăйлă çил тăпрана хăвăрт типĕтрĕ. Майăн 15-20-мĕшĕ тĕлне çĕрти нÿрĕклĕх шайĕ 10-15 процента кăна çитрĕ.
Сывлăшри пысăк температура ÿсен-тăрана хăвăртрах аталанма пулăшрĕ. Йывăçсемпе тĕмсем икĕ-виçĕ эрнере кăчкăран чечеке ларчĕç. Сăтăрçăсем те тĕлĕрмерĕç, вăй илсе садсемпе пахчасене сиенлеме тытăнчĕç. Кăçал сăтăрçăсем – лĕпĕшсемпе курăк пыйтисем – уйрăмах иртĕхеççĕ. Хальхи вăхăтра сада пан улми хуртĕнчен, курăк пыйтинчен, ытти хурт-кăпшанкăран Фуфанон КЭ, Кинмикс КЭ, Искра М КЭ тата ытти препаратпа сирпĕтсе хÿтĕлемелле. Çимĕç çĕрĕкĕнчен асăрханма шĕвеке Раек препарат яма юрать.
Кăçал вĕт пăрçа та нумай. Вĕсем кăшмана, çарăка тата ытти чечеклĕ культурăсене, купăстана уйрăмах сиенлеççĕ. Çак сăтăрçă çамрăк ÿсен-тăрана 1-2 кунра тĕпрен пĕтерме пултарать. Хăвăрт пулса çитекен культурăна хурт-кăпшанкăран пахчари ÿсен-тăранран «армути, пилеш курăкĕ» хатĕрленĕ шĕвекпе сирпĕтсе сыхлама май пур. Купăстан хĕллехи сорчĕсемпе кăшмана хими препарачĕсемсĕр упрама йывăртарах.
Купăста лĕпĕшĕ çум курăкĕ çине те çăмарта хывни паллă. Эппин, лĕпĕшĕн иккĕмĕш ăрăвĕ йышлă пулĕ, купăстана хÿтĕлемесен, препаратсемпе сирпĕтмесен самантрах тĕп тăвĕç.
Çĕр çырли тата хăмла çырли лаптăкĕсенче те сăтăрçăсем хуçаланма тытăнни сисĕнет. Çулçăсене нăрăсем сиенлеме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вĕсене чечеке лариччен Кинмикс, Фуфанон тата ытти препаратпа сирпĕтсен аван.
Экологи енчен таса çимĕç туса илме биологи препарачĕсемпе усă курни аван: Битоксибациллин, Лепидоцид «хуртран». Унсăр пуçне репеллентсем – хурт-кăпшанкăна хăратмалли хатĕрсем те аван пулăшаççĕ. Сăмахран, Сочва. Ăна йывăç тирпейленĕ хыççăн юлакан каяшран хатĕрлеççĕ, тĕтĕм шăршиллĕ вăл. Хурт-кăпшанкăсем вара тĕтĕм шăршинчен хăраççĕ, унпа усă курнă лаптăкран пăрăнма тăрăшаççĕ. Препарат ÿсен-тăрана 7-14 кун упрама пултарать. Сезонра, сăтăрçăсем анлă сарăлнă вăхăтра, ÿсен-тăрана 2-4 хут сирпĕтсе илсен те çителĕклĕ. Вăл çыншăн та сиенлĕ мар. Препарата Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕнче туянма пулать. Унăн адресĕ: Шупашкар хули, Кăнтăр поселокĕ, Кременски урамĕ, 36-мĕш çурт.
Çултан çул шурă янкăр «мучнистая роса» крыжовник, хура хурлăхан, виноград тухăçне палăрмаллах чакарать. Кăçал май вĕçĕнчех тĕмĕсем унпа чирлеме тытăнни палăрчĕ. Ăшă çанталăкра çак чир сарăлма пултарать. Профилактика ĕçĕ-хĕлне тытăнма вăхăт. Хальхи вăхăтра, çимĕç пулса çитиччен «Топаз», «Бордоская смесь» препаратсемпе усă курмалла. Каярахпа халăх мелĕпе усă курсан та юрать. Çулçăсемпе çамрăк туратсене ятарлă шĕвекпе «10 л шыва – 200 г кĕл, кĕпе çумалли супăнь» сирпĕтсен чир-чĕр сарăлаймĕ. Çакна çумăр çунă хыççăн е 3-7 кунра пĕрре тумалла. Чир-чĕре хирĕç кĕрешме ÿсен-тăрана апатлантарни те пулăшать. Анчах кунта виçине пĕлмелле. Ытлашши удобрени, азот хăш-пĕр чухне сиен çеç кÿрет.
Кăçал шăрăх çанталăк тата типĕ тăпра ÿсен-тăрана йĕркеллĕ аталанма, вăй илме чăрмантарать. Çавăнпа ÿсен-тăрана пулăшма пирĕн филиалта хатĕрлекен Планриз, Псевдобактенрин биологи препарачĕсемпе усă курма сĕнесшĕн. Вĕсем чир-чĕртен те хÿтĕлеме пулăшаççĕ.
Е.Соколова,
Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн пай пуçлăхĕ.