АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саппас çăкăр ыйтмасть

02 июня 2010 г.

 Тыр-пул нумаййи те, сахалли те хресченшĕн пуç ватмăш. Иртнĕ çулсенче çĕр ĕçченĕсем пÿлме тулли тĕш тырра сутаймасăр хăшкăлчĕç. Ара, çитмĕл çичĕ хут тар тăкса тунă çăкăршăн монополистсем 2-3 тенкĕ «килограмне» сĕнни куçран кулнăнах туйăнать. Çавăнпах чылай хуçалăх ăна упрама хыврĕ: тен, лару-тăру улшăнĕ? Чăн та, кăçал кĕлетсене çителĕклĕ тултарма май килĕ-и? Пĕлтĕрхи тырă халĕ нумайăшĕшĕн чăннипех çăлăнăç.

Пĕлтĕр республикăри хуçалăхсем кĕрхисем пысăк тухăç парасса шанса 117 пин гектар акса хăварчĕç. Нумайăшĕ плана ирттерсех пурнăçларĕ. Çĕре 30,97 пин тонна вăрлăх хывса хăварчĕç, çав шутран элита - 3,5 пин тонна. Калча парка шăтса тухни кăмăла çĕклерĕ. Шел, савăнăç нумая пымарĕ.

Хĕл пуçламăшĕ сивĕ, юрсăр тăчĕ. Республикăра юр 2-3 см хулăнăш кăна ÿкрĕ. Декабрьте вара сывлăш температури сасартăк 25-27 градуса çити чакрĕ. Çÿхе юр ешĕл калчана инкекрен хăтараймарĕ. Декабрь çурринчен иртсен çеç таврана шурă юр хупларĕ.

Хуçалăхсенче çурхи ăшă çумăр, çанталăк кĕрхисене вăй илме пулăшасса шанса тăчĕç. Шел, ĕмĕтленни тÿрре килмерĕ. Кăнтăрла - ăшă, каçхине сивĕ тăни çĕре часах пиçсе çитме памарĕ. Кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксем апрель çурринчен анчах вăй илме, аталанма тытăнчĕç. Уйăх вĕçĕнче каçхине сывлăш температури икĕ градус сивĕ те тăчĕ. Хĕлле тарăн шăннă çĕре ниепле те ăшăнса ирĕлсе çитме май памарĕ. Çумăр та çумарĕ темелле. Вăйлă çил тăпрана типĕтсе ячĕ. Чăваш Ен гидрометеоцентрĕ пĕлтернĕ тăрăх, апрель вĕçĕнче нÿрĕклĕх юлашки çулсенчи вăтам виçерен те пĕчĕкрех пулнă. Сивĕ çĕр, çурхи типĕ тăпра сивĕпе вăйсăрланса юлнă кĕрхи культурăсен тымарне аталанма, вăй илме памарĕ. Вĕсем типĕ çанталăкра пĕтме тытăнчĕç.

Майăн 25-мĕшĕ тĕлне республикăра кĕрхисен 64 проценчĕ «74530 гектар» пĕтни паллă. Уйрăмах тулă сиенленнĕ «89,6 процент». Хуçалăхсем çавна май 273 миллион тенкĕ тăкак тÿснĕ «пĕр гектар пуçне 3663 тенкĕ».

Республикăра кĕрхи культурăсен 76 пин гектарне «65 процент» страхланă-ха, анчах страхлав йĕркипе юрăхсăра тухнă кĕрхисен лаптăкне тепĕр хут акса хăварнăшăн çеç тăкаксене саплаштараççĕ.

Патăрьел районĕнчи хуçалăхсем уйрăмах пысăк шар курчĕç, кĕрхи культурăсен 98 проценчĕ сиенленнĕ. Шăмăршă, Комсомольски тăрăхĕсенче те лару-тăру йывăр. Майăн 25-мĕшĕ тĕлне пĕтнĕ кĕрхисен 52,6 пин гектарне тепĕр хут шуратса хăварнă ĕнтĕ. Çурхисем мĕнле çитĕнсе тухăç парĕç-ши? Мĕнле килĕ çу: пĕлтĕрхи пек типĕ е çумăрлă? Татса калама йывăр. Апла иртнĕ çулхи ытлашши тырăшăн кулянма кирлех-ши? Хальхи вăхăтра ăна уйрăм çынсем, хуçалăхсем васкавлăн туянма тăрăшни сисĕнет. Саппас çăкăр ыйтмасть вĕт.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика