АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун юрланă чух...

02 июня 2010 г.

 Картлашкапа утса мар, вĕçсе анать тейĕн çак хĕрарăм. Утнă чухне ури çĕре перĕнмен пек туйăнать. Çук, таçта питĕ васканипе мар. Ахăртнех, чун вĕçевĕ çапла пулма хистет. Пĕрре курса çапла астуса юлтăм эпĕ ăна. Юрă-ташă, сцена ăстисем урăхларах çав вĕсем, тепĕр чухне чунĕсем ыратсан та куçĕсем çиçеççĕ, сăн-питĕнче хĕвел шевли вылять. Ĕç чуна киленĕç кÿрсен тата çемьере килĕшÿ хуçалансан чăннипех те тÿпере вĕçетĕн пуль çав.

Юрă-кĕвĕ тĕнчинче

Елчĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнче тăрăшакан С.И.Карамаликова мĕн пĕчĕкрен юрă-кĕвĕ тĕнчине туртăннă. Урампа çарран чупнă вăхăтсенчех пĕрне сăвă каласа панă, теприне юрăпа йăпатнă, виççĕмĕшне такмак каласа ташлаттарнă. Шкулта та сцена çинчен анма пĕлмен чĕрĕ хĕр пĕрчи. Ахальтен ЧР культура училищине çул тытман ĕнтĕ вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн. Ăнăçлă вĕренсе тухсан тăван тăрăхах таврăннă. Хулана юлас килмен унăн. Чи малтанах Елчĕкри йĕркелÿпе методика центрĕнче хореографипе методистра, çав вăхăтрах Патреккелĕнчи ача-пăча хорĕнче преподавательте ĕçленĕ.

Сцена çинче хитре те илĕртÿллĕ ташлакан шăпăрлансене курсан чи малтанах çак ачасене вĕрентнĕ, халăх умне тухма вăй çитернĕ çын пултарулăхĕ шухăшлаттарать те, тĕлĕнтерет те мана. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ-тĕр пĕчĕккисене пысăк сцена çине кăларма хатĕрлемешкĕн. Ташă вăрттăнлăхĕсене питĕ лайăх пĕлмелле. Тата пысăк ăсталăх, Турă пани те кирлех, ман шутпа. Ачасен кашни хусканăвĕ, алли-урине пĕр кĕвĕллĕн вылятни, кĕвĕ-çемĕ юххипе акăш евĕр ташлани ăçтан ан тыткăнлатăр-ха! Мĕнешкел илемлĕ тата! Куракансемшĕн нимĕн те мар пулĕ те, ертÿçĕн чĕри çав вăхăтра кăлт-кăлт сиксе тапни пирки иккĕленÿ çук.

С.Карамаликова хăй суйласа илнĕ ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Çĕнĕлĕх илĕртет ăна, çавăнпах вĕрентÿре тĕрлĕ меслет шырать. Унăн хореографи класĕ пĕр мероприятипе уявран та юлмасть. Вĕренекенĕсем çак тăрăхри тата республикăри смотр-конкурс-семпе фестивальсене хастар хутшăнаççĕ.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви 2001 çулта пысăк профессионаллăхшăн, педагогика ăсталăхĕшĕн тата ачасене музыкăна юратма вĕрентнĕшĕн Светлана Ильиничнăна Тав çырăвĕпе чысланă. Çавăн пекех ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн стипендине те пĕр çул илсе тăнă вăл. 2005 çулта республикăри балетмейстер-постановщиксен конкурсĕнче «эстрада ташши» номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă.

Светлана Ильинична ача-пăча ÿнер шкулĕнчи «Мерчен» вокал ансамблĕн пултарулăх ушкăнĕнче юрлать, Патреккел халăх хорĕпе те çыхăну тытать.

- Килĕшмесен ÿнер шкулĕнче пĕр кун та тытăнса тăмăттăмччĕ. Чуна хĕнесе епле ĕçлĕн; Йывăрлăх туймастăп, ачасене кĕçĕн класра лайăх вĕрентсен кайран хамăра чылай çăмăл. Чăтăмлăх кăна кирлĕ, - чунне уçать Светлана Ильинична.

Гитарăллă каччă, уçă сасăллă хĕр

Мăшăрĕ те, районти вĕрентÿ управленийĕнче инженер-программистра тăрăшакан Николай Карамаликов, юрра-ташша ăста, спортпа туслă. Университетра вăл физикăпа математика уйрăмĕ пĕтернĕ. Малтанах районти Хăвăлçырма, кайран Патреккел, Аслă Елчĕк шкулĕсенче ĕçленĕ. Юрра-кĕвве юратни пĕрлештернĕ икĕ çамрăк чуна. Светлана та, Николай та Патреккел хорне çÿренĕ. Аслă Елчĕк каччи çакăнта куç хывнă та кÿршĕ ял пикине. Николай пушă вăхăтра юрăсем çырать. Шкул çулĕнчех сцена çинчен анма пĕлмен. Хăйĕн илемлĕ те тыткăна илекен сассипе Аслă Елчĕк пикисен чĕрисене çунтарнах гитарăллă йĕкĕт. Николай Оля йăмăкĕн сăввисемпе юрăсем кĕвĕлеме тытăннă. Халăх умне тухиччен малтан иккĕшĕ юрласа пăхнă, унтан çывăх çыннисене паллаштарнă. Халĕ А.Шадриков юрăç репертуарĕнче те чуна пырса тивекен пĕр лайăх юрă пур унăн. Кирек мĕн тесен те, хитре кĕвĕ çырасси те Турă паниех çав. Кам пĕлет, пурăна киле, тен, çемье ансамблĕ те йĕркелĕç Карамаликовсем.

Ашшĕпе амăшĕ килĕштерсе те юратса пурăннине 3 çул та тултарман пĕчĕк Богдан та лайăх туять. Кунĕпе ача садĕнче тунсăхласа çитнĕ мăнтарăн ачи çывăх çыннисене курсан чупса пырса мăйран çакăнать. Шăпăрлана халех юрă-кĕвĕ тĕнчи илĕртет. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕшĕн чĕрĕ тĕслĕх тени тĕрĕсех çав.

Ыранхи кун пултăр

лайăхрах...

- Ялтах лайăх, хулана пĕртте чун туртмасть. Уçă сывлăшпа киленетпĕр, хамăр ÿстернĕ пахча çимĕçе çиетпĕр, таса шыв ĕçетпĕр. Урăх тата мĕн кирлĕ; - теççĕ Светланăпа Николай. Часах акă çĕнĕ çурт туса пĕтерĕç. Йăва çавăрма нихăçан та çăмăл мар. Паянхи кун та çаплах, çурт-йĕр лартас тесен чĕрĕрех те йăрăрах пулма тивет. Мĕнех, çамрăк-ха вĕсем, пурăна киле акă вĕсен керменĕнче те вучах çунма, çутă ялкăшма пуçлĕ. «Çамрăк специалист» программăпа усă курса субсиди илнĕ. Вите-сарай хăпартнă чухне килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредитпа усă курнă.

Николай Карамаликовăн амăшĕ Зинаида Петровна чылай çул Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче библиотекарьте ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Çамрăклах мăшăрĕсĕр юлнăскер ывăлĕпе хĕрне пĕчченех çитĕнтернĕ, иккĕшне те тивĕçлĕ воспитани панă. Хăй шĕкĕлчесе тухнă повеçсемпе романсене никама та мар, чи малтан ачисене вулаттарнă, кĕнекери паттăрсенчен ырă тĕслĕх илме хистенĕ. Уявсем валли сценарисем те хăех çырса хатĕрленĕ, сăвă та шăрçаланă. Çакă, паллах, ачисене те куçнă. Çуллахи вăхăтра вăл таврари çырма-çатрара тĕрлĕ курăк пуçтарма юратать. Хĕлле вĕсенчен сиплĕ чей хатĕрлет.

Шупашкарта пурăнакан тепĕр икĕ мăнукĕшĕн те - Юлианăпа Женьăшăн - час-часах тунсăхлать кукамăшĕ. Ара, вĕсене пĕрмаях кураймастăн-çке.

Туслăх, килĕшÿ хуçаланать Карамаликовсен çемйинче. Ĕмĕтленеççĕ, малалла талпăнаççĕ, ыранхи кун паянхинчен те лайăхрах пуласса шанаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика