02 июня 2010 г.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ хыççăн ăсчахсемшĕн тишкермелли, сÿтсе явмалли чылай çĕнĕлĕх тупăнать. Раççейри этнологипе антропологи институчĕн директорĕн çумĕ Владимир Зорин ку хутĕнче те кăсăклă самантсем пуласса шанать.
- Демократи реформи пынă вăхăтра, 90-мĕш çулсенче, паспортсенчен национальность пирки калакан йĕркесене кăларса печĕç. Çĕршыв мĕнле наци йышне кĕнине халĕ епле пĕлмелле;
- Унчченхи çыравран Раççейре 182 национальность тата 240 ытла чĕлхепе вырăнти калаçу пулнине пĕлетпĕр. Конституципе килĕшÿллĕн паспортра тата ытти кирлĕ документсенче «национальность» текен йĕрке çук. Эпир пурăнакан çĕршывра, регионта, хулара мĕнле йыш пурăннине халăх çыравĕ кăна палăртма пултарать.
- Апла çырав хыççăн çĕнĕ халăх та тупăнма пултарать;
- Паллах, наци тени пушă вырăнта пулмасть тата çухалмасть. Тĕслĕхрен, 2002 çулхи çыравра «çĕнĕ» халăх йышĕ тупăнчĕ: «бессермянсем». Харăсах 3,2 пин çын. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче халăх хăйне хăй ят панинчен хăпмалли туртăм пуçланнăччĕ, паян пачах хирĕçле пулăм пырать.
Унсăр пуçне Раççее урăх çĕршывсенчен пурăнма куçса килекенсем нумай. Ку тĕлĕшпе эпир тĕнчере виççĕмĕш вырăн йышăнатпăр. Латиноамерикăпа Африка халăхĕсен ушкăнĕсем чăмăртанчĕç. Пирĕн патшалăх ютран килекенсене хапăл пулнăран вĕсен йышĕ ÿссех пырать. Çакă экономикăна та, ĕç вырăнĕсене те пырса тивет.
- Çырава хутшăнакан анкетăра хăйне кирек епле наци çынни пек те çырса яма пултарать. Хăйĕн ирĕкĕ. Конституципе килĕшÿллĕн.
- Анчах та унта тепĕр ыйту та пур: «Сирĕн тăван чĕлхе». Енчен те тăван чĕлхе вырăс е урăххи пулсан, çакă чылай ыйтăва уçăмлатать. Çын хăйне кам пек туйнине пĕлтерет. Паян урăхла май çук.
- Анчах тĕрĕссине каласан аванрах.
- Паллах. Патшалăх кашни çыннăн кăмăл туртăмне тивĕçтерме шантарать. Чи малтанах ку чĕлхене пырса тивет. Тăван чĕлхепе литературăна аталантарма, вĕрентме, телевиденипе кăтартма, радиопа янраттарма, пичетлеме мĕн чухлĕ укçа уйăрмаллине, тăкакламаллине патшалăхпа влаçăн хăш регионта мĕнле чĕлхепе калаçнине пĕлмелле. Сахал йышлă тĕп халăх мĕнле чĕлхепе пупленине пĕлмелле. Сахал йышлисем питĕ хăвăрт çухалаççĕ текен суя сăмах çÿрет пирĕн. Тĕрĕссипе вĕсен йышĕ Çурçĕрте тата Инçет Тухăçра, Çĕпĕрте ÿснĕ кăна. Çакна унчченхи халăх çыравĕнчен лайăх куртăмăр. Наци аспекчĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тăван чĕлхене тата литературăна вĕрентес ĕçре çыннăн ирĕкне хĕсни халăхсен хушшинчи çыхăнура та, харпăр хăйне епле туйнинче те тÿрех сисĕнет.
- Иртнĕ çыравра могикан чĕлхипе калаçакан арçын хăйне инком тесе çырса яни паллă. Кунашкал шÿтлекен нумай пулнă.
- Ман шутпа, кăçал шÿтлекенсем сахал пулаççĕ. Çынсем хăйсен пĕр пеклĕхне палăртма тăрăшаççĕ. Пысăк йышлă халăх хушшинче те хăйсен йăли-йĕркипе, хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăракан ушкăнсем палăраççĕ. Тĕслĕхрен, вырăс халăхĕ хушшинче поморсемпе казахсем пур.
Юлашки вăхăтра халăхăн харпăр хăй ăнланулăхĕ ÿсрĕ. Хамăр спортсменсемшĕн савăннă е инкеке лекнĕ ентешсемшĕн пăшăрханнă чухне эпир пурте пĕр пекленетпĕр, пĕр шухăшлă пулатпăр. Паян Раççей çыннисем хăйсене пĕрлехи граждан нацийĕ пек туяççĕ, çав вăхăтрах хăйсен уйрăмлăхĕсене сыхласа хăварма тăрăшаççĕ. Ăсчахсем тĕрĕсех палăртаççĕ: «Раççей - нацисен нацийĕ!»