АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черккере путать çемье телейĕ

02 июня 2010 г.

 Хÿтлĕхсĕр, телейсĕр, илемсĕр курăнаççĕ вĕсем. Тĕлсĕр куçĕсем тем шыранăн вĕçĕмсĕр унталла-кунталла чупаççĕ. Канăçа пĕлмен урисем шав малалла уттараççĕ. Килĕрен киле. Ăш çунтарнине ирттерме пĕр черкке те пулин ярса паракана шыраççĕ.

«Ах, пуç ыратать. Ывăлăм тапса хĕнесе пĕтерчĕ. Ыратман вырăн çук. Пульницана эмел илме каяс тетĕп. Укçа çитмест. Тепĕр эрнере пенси параççĕ-ха. Унччен кивçен параймастăн-ши?» - йăлăнса та тархасласа пăхаççĕ сÿннĕ куçсем. Хĕрарăм хăпарса тухнă тутисене чĕтрекен аллисемпе хуплама тăрăшать, анчах лешсем итлемеççĕ... Ун хыççăн тĕл пулман ăна. Тепĕр хут çимĕкре куртăм. Анчах хĕрес çумне çирĕплетнĕ илемлĕ сăн ÿкерчĕкне кăна... «Ĕçсех вилчĕ», - терĕç ун пирки.

Эрех нумай ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине туйми пулать теççĕ. Çăварĕ вилнипе пархатарĕ те çухалать, сывлăхĕ те йăшать, кил-çурчĕ те арканать, кун-çулĕ те пĕтет. Пĕтĕмпех ĕçкĕ айăплă. Сăра-эрех мар-ха, ĕçекенĕ айăплă. Ăса сутса ĕçес вĕçне çитсен кама айăпламалла?

Хĕрарăм сыпни уйрăмах хăрушă. Мăшăрне, ачисене, çемйине манса тайкаланакан хĕрарăм ытла та килпетсĕр курăнать. Намăсран пытанайманнипе нĕрсĕр те телейсĕр.

Ялта ăна пурте Раиса Петровна теççĕ. Хисеплесе паллах. Пухусенче те маттур вăл. Ыттисем ăнланманнине тăнлантарма пултарать. Алли-ури тума пĕлмен ĕç çук-тăр: çыхма, çĕлеме, тĕрлеме, апат-çимĕç пĕçерме, йÿçĕтме, тăварлама... Кил-тĕрĕшри, пахчари ĕçсене кинĕпе килĕштерсе тăваççĕ. Çи-пуçĕ таса, тирпейлĕ. Ку вăл пĕтĕмпех урă чухне. Ĕçме пуçласанах Раиса Петровнăран Света пулса тăрать. Темшĕн-çке ашшĕ-амăшĕ çапла икĕ ят панă ăна. Çуралнă чухне çыртарнă ятпа чĕнмен. Ирĕксĕрех икĕ ят çирĕпленсе юлнă. Пурнăçĕ те иккĕлле пырать: хура тата шурă тăрăхли.

Ĕçекеншĕн кашни кун уяв тенĕн малтанлăха нимĕн канăçсăрлантарнине те туймасть Света. Укçи-тенкине пĕтĕмпех ĕçсе ярсан кăна пĕверĕ ыратнине, чĕри хĕснине сисме пуçлать. Асаплă мухмăрне аран-аран ирттерсен пульницана кайса выртать. Вăй илсе, çуталса тухать унтан. Каллех тирпейлĕ те ĕçчен Раиса Петровна пулса тăрать. Тем хушăран ырă-сывă пурнăç йăлăхтарать-ши е эрех хурчĕсем вăранса йĕкĕлтешме пуçлаççĕ-ши - татах урамран урама, килĕрен киле сулланать хĕрарăм. Килĕнчи кинĕшĕн тĕксĕм те ăмăр кунсем пуçланаççĕ. Мĕнпур ĕç ун çине тиенет. Ачисен канăçĕ çухалать.

Кашни ялта тĕл пулатăн вĕсене. Чĕрипе те, куçĕпе те суккăрланса çитнĕскерсене сăмах та витереймест.

Никама та тиркемест симĕс çĕлен. Самантрах çавăрса илет хăй ытамне. Серепене çакланнă хĕрсен анчахрах тĕвĕленме пуçланă пурнăçĕ те арканать. Кама кирлĕ кашни кун ÿсĕр таврăнакан, харкашма пăхакан хĕр. Куриччен курманни тесе килтен хăвалаççĕ. Юратса ÿстернĕ пĕртен-пĕр хĕр те ытлашши пулса тăрать. Амăшĕпе хĕрĕ, ашшĕпе ывăлĕ, упăшкипе арăмĕ, хунямăшĕпе кинĕ, хуняшшĕпе кĕрÿшĕ... Мĕн чуль вĕсем пĕр-пĕрне кураймасăр хирĕлсе те çапăçса пурăнакансем. Тăвăр вĕсене. Чунĕсене тăвăр. Пĕри сăра-эрехпе антăхать, теприн, куçĕ умĕнчех пурнăçĕ юхăннине курса, чĕри çурăлать.

Ăсчахсем 2025 çул тĕлне ĕçке пула Раççейри çын шучĕ 11 миллион таран чакасса палăртаççĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче 30 миллион çын вилнĕ пулсан та эпир тĕнчере çын шучĕпе тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

Чăваш халăхĕпе якут халăхĕн эрех ĕçессинчен чарăнмалли генсем çук тенине илтсеччĕ. Тĕрĕсех-тĕр. Ĕçме пуçласан вăкăр пек ĕçетпĕр. Кÿпĕниччен. Ĕмĕр никамшăн та иккĕ килменнине пĕле тăркачах асар-писер пурăнатпăр. Шел... Питех те шел...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика