20 мая 2010 г.
Юрра-кĕвве, чăваш эстрадине юратакансем валли Чăваш кĕнеке издательстви чăн-чăн парне хатĕрлерĕ. Чăваш эстрада юррисен пуххине «Шырамастăп çăлтăр тÿпере» ятпа пичетлесе кăларчĕ. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов пухса хатĕрленĕ. Кĕнекере эстрада юррисемпе пĕрлех пурте кăмăллакан чăваш халăх юррисем те вырăн тупнă. Тăват çĕре яхăн юрă хушшинче ваттине килĕшекенни те, çамрăкăн кăмăлне хăпартаканни те пур. Н.Изедеркина сăввипе С.Павлов кĕвĕленĕ тата хăех юрлакан «Пур-и юрату?», «Шырамастăп çăлтăр тÿпере», «Ах, хĕр ача» юрăсем кăна мĕне тăраççĕ. Çавăн пекех С.Владимиров, А.Егоров, О.Кăйкăр, К.Петрова... тата ытти нумай-нумай юрăç шăрантаракан юрăсем вырăн тупнă. Юратнă тăван тавралăха, тăвансене халалласа çырнă юрăсенчен пуçласа юрату-ырату таранах. Хытă хуплашкаллă хулăн капăр кĕнеке лавккасене çитнĕ те ĕнтĕ.