АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курнă, тÿснĕ, çĕнтернĕ...

20 мая 2010 г.

 - Нимĕçсем ялтан тухса кайиччен 10-14 çулсенчи арçын ачасене мĕнпур выльăх-чĕрлĕхе уя хăваласа кăларттарчĕç. Ĕнесемпе пĕрлех çав ачасене те пулеметран шатăртаттарса персе пăрахрĕç. Вĕсем хушшинче хăлхасăр пĕртен-пĕр ача тăрса юлчĕ... Эпир, тăваттă-улттăри шăпăрлансем, ватăсем чĕлхесĕр пулса хытса юлтăмăр... Бомбăсем ÿкнĕ вăхăтра анне мана çухатнине, пуйăс çуннине, граната кĕрĕслетнине, госпитальте сипленнине астăватăп. Паян кун та пушар таврашне курсан чун хăраса-сÿлетсе каять. Мĕнле çăлăнса юлнă - пĕлместĕп, - аса илет хăрушă вăрçă çулĕсене Украинăра çуралса ÿснĕ, чылайранпа Чăваш Енре пурăнакан В.В.Овчаров журналист.

Çĕнтерÿ хакĕ

Вăрçă ачисем... Мĕн кăна тÿссе ирттермен-ши вĕсем! Ырлăхне курнă-ши? Пĕчĕк пулсан та çитĕннисемпе танах çĕнтерĕве çывхартнă. Вăрçă ачисем паян Аслă Çĕнтерÿпе ун хыççăн çуралнă çынсене çыхăнтаракан пĕртен-пĕр ăру шутланаççĕ. Кунсеренех чакса пырать вĕсен йышĕ. Кам ăнлантарса парĕ çитĕнекен ăрăва çĕнтерÿ хакне?

Шăпах çак тĕллевпе йĕркеленĕ те ĕнтĕ республикăри «Вăрçă ачисем» историпе патриот проектне. Раççейри ДОСААФĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, Шупашкарти пĕрлештернĕ техника шкулĕ «Çамрăк патриот» спортпа техника клубĕ, Пĕтĕм Раççейри Флота пулăшакан юхăмăн Чăваш Енри уйрăмĕ пуçарнипе РОСТО ДОСААФĕн акт залĕнче вăрçă ачисем тинĕс-çар клубĕн курсанчĕсемпе, кадетсемпе, шкул ачисемпе тĕл пулчĕç. Итлесе пăхар-ха вăрçă ачисен аса илĕвне.

Кашни «5» - пульăпа тан

- Улттăраччĕ эпĕ ун чухне. Эвакуаципе асатте ялне, Пăрачкав районĕнчи Крыловăна ăсатрĕç. Çанталăк питĕ сивĕччĕ. Ырă çынсем патне лекрĕмĕр. Мана, хуралса вараланса пĕтнĕскере, улăм сарнă кăмакара çуса кăларчĕç, - аса илет ĕмĕр тăршшĕпех çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми вăй хунă, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ ят илнĕ Р.Н.Кострова. - Унтан Сĕнтĕрвăррине куçарчĕç. Питĕ вĕренес килетчĕ. Хамран 2-3 çул аслă ачасенчен шит уйрăлмасăр шкула каяттăм. Хăвалатчĕç. Йĕреттĕм. Ывăнса çитсен хăех çÿреме пăрахĕ тесе хÿтерме пăрахрĕç те юлсах кайрăм. Кашни «5» паллă тăшманăн чĕрине пуля евĕр витерет, ăна пĕтерме пулăшать тесе тăрăшнă эпир. Япăх вĕренме намăс пулнă. Салтаксем патне çырусем çыраттăмăр. Пăшалпа пеме пĕр пÿрнеллĕ алса тулĕсем, табак хутаççисем çĕлеттĕмĕр.

Вăрçă вĕçленеспе яла салтаксенчен посылкăсем килме пуçларĕç. Атте вăрçăра связист пулнă. Эпир те аннепе иксĕмĕр посылка ыйтса çыру ятăмăр. Килчĕ: супăнь, виçĕ тетрадь, питĕ илемлĕ альбом, аттен хул пуççи урлă çакса çÿренĕ сумки тата çыру. «Хĕрĕм, сана илемлĕ кĕпе ярса параймастăп, мĕншĕн тесен ăна сан пекех чипер хĕр ачаран туртса илмелле», - тесе çырнăччĕ унта. Çавăн чухне çын хуйхипе телейлĕ пулма май çуккине туйса илтĕм. Арçын ачасем манăн çар сумкине питĕ ăмсанса пăхатчĕç. Темччен çÿрерĕм унпа. Вĕренĕр. Лайăх вĕренĕр. Лайăх çын пулăр.

Çын çынлăхран ан тухтăр

- Пĕчĕклех вăрман пĕлтерĕшне, унăн ырлăхне туйнă. Вăрçă çулĕсенче çавăнпа кăна тытăнса тăнă пулĕ тетĕп, - каласа парать Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Н.П.Карачарсков. - Ама хупахĕ, кукша пуç, çăка папакĕ, юман йĕкелĕ, мăян... Вĕсем пире выçса вилесрен хăтарнă. Пирĕн аннесем... Шурăм пуçпа вăранса мĕн сĕм çĕрлеччен упăшкисемпе ывăлĕсемшĕн ĕçленĕ. Хăйсене тумлам пурлăх хăвармасăр фронта ăсатнă. Пăрачкава окоп, блиндаж чавма каятчĕç. Мĕнле тÿснĕ-ши? Анчах аннесенчен нихăçан та пĕр ÿпкев сăмахĕ те илтмен.

Кăмрăкпа шурă кăмака çине вăрçă ÿкереттĕм. Анне уншăн ятламастчĕ, ăнланатчĕ.

Мĕншĕн чĕре ыратать-ха? Тĕнчере паян та вăрçнăран. Çынпа çын, халăхпа халăх хушшинче килĕшÿлĕх, ăнланулăх çукран. Çĕрте чакаланакан хурт-кăпшанка пăхса ăмсанатăп. Акă ăçта вăл гармонилĕх. Çын çынлăхран тухса пыни - чи хăрушă инкек. Миллионшар çын хăйсен пурнăçне пирĕншĕн панине нихăçан та манас марччĕ. Вĕренмелле. Кашни ир хĕвеле кĕтсе илнишĕн савăнса пурăнмалла.

Аслă ăру тĕслĕхĕпе

Кирек ăçта пулсан та Тăван çĕршыва юратмалла, хисеплемелле, кирлĕ пулсан хÿтĕлемелле. Çак шухăша тĕпе хурса калаçрĕç тĕл пулăва килнĕ аслă ăру çыннисем, вăрçă ачисем. Курсантсемпе кадетсен чĕрине тиврĕçех пулĕ тетĕп вĕсен сăмахĕсем. Раççей ДОСААФĕн Шупашкарти пĕрлештернĕ техника шкулĕ «Çамрăк патриот» спортпа техника клубĕн курсанчĕ, Çĕрпÿ каччи Артем Краснов ав лайăх вĕреннĕшĕн «Крузенштерн» караппа трансатлантика çул çÿревĕнче пулнă. Тĕнче тавра ишсе çаврăннă. Кăçал вăл Питĕрти çарпа тинĕс институтне штурмана вĕренме кĕрет. Артем йышши каччăсем Шупашкарти кадетсен шкулĕнче нумаййăн. Пирĕн пулас сыхлавçăсем вĕсем, аслă ăру тĕслĕхне ăша хывса малалла тăсакансем. Эппин, пурăнатпăр-ха...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика