20 мая 2010 г.
Сĕте мĕнле хакпа сутмалли çинчен тĕрлĕрен калаçаççĕ. Анчахрах Мускавра Сĕт сăвакансен наци союзĕн пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ, ку ыйтăва унта çивĕч хускатнă. Паян ыйтусене Сĕт сăвакансен наци союзĕн правленийĕн председателĕ ««Союзмолоко»» Андрей ДАНИЛЕНКО хуравлать.
- Андрей Львович, сирĕн союз членĕсемпе - сĕт сăвакансемпе те, ăна тирпейлекенсемпе те - 2010 çулта килограмм сĕтĕн сутăн хакĕ 11 тенкĕрен кая пулмалла маррине палăртса килĕшÿ тунă. Анчах та тĕпчевçĕсем çулла сĕт хакĕ чакасса, сĕт тирпейлекенсем тĕрлĕ экономика сăлтавне пула хăйсемех килĕшĕве пăхăнаймасса çирĕплетеççĕ. Эсир мĕнле хурав пама пултаратăр?
- Пирĕн тĕп тĕллев вăл - тирпейлемен сĕтĕн чи пĕчĕк хакне çирĕплетесси. Вăл пуриншĕн те тытса пымалли çирĕп йĕрке пултăр. Палăртнă чи пĕчĕк хакран та йÿнĕрех сутма тивсен ку отрасле йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Эпир сĕт çуллăхĕ 3,4», белок шайĕ 3» пулсан унăн чи пĕчĕк сутăн хакĕ хушăннă хаклăх налукĕсĕр 11 тенкĕрен кая пулмалла мар тесе палăртатпăр. Çакă ĕне фермисене тытăнса тăма кирлĕ. Ку хакпа, паллах, малалла аталанма, ÿсĕмсем тума май çук. Сăмах тытăнса тăрасси пирки кăна пырать.
Паян нумайăшĕ 11 тенкĕ пирки илтнĕ, çак хак чылай çын асĕнче çирĕпленнĕ. Ку пысăк çитĕнÿ. Халиччен сĕт туянакансем е ăна тирпейлекенсем хресченĕн шухăш-кăмăлне пачах шута илмен. Хăйсем палăртнă хакран ниçталла та иртмен. Паллах, ял çыннин килĕшме тивнĕ. Халĕ вăл Раççейри лару-тăрăва пĕлет, апла хăйне те урăхларах тытĕ.
Килĕшÿре палăртнă ятарлă патшалăх йышăнăвĕсем пурнăçланса пырсан, çавăн пекех патшалăх шалти рынока хÿтĕлесен палăртнă чи пĕчĕк хак чакмалла мар.
Патшалăх шалти рынока кирлĕ пек хÿтĕлемесессĕн ку хак, шел пулин те, йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Паллах, типĕ сĕте пĕлтĕрхи пек Беларуç çĕршывĕнчен йÿнĕрех хакпа туянма пултарсан мĕне кирлĕ Раççейри хаклă сĕт?
Эпир хамăр рынока çур хакпа сыр кÿрекен европеецсенчен, ют çĕршывран илнĕ тавара пире сутакан Украинăран хÿтĕлеме пултарсан, çавăн пекех пирĕн рынокра ют патшалăхсене тавар йÿнĕпе сутассишĕн хуçаланакан Беларуçе вырăна лартсан палăртнă хак юлмалла.
Хальлĕхе Раççейре сĕтĕн вăтам туяну хакĕ 12 тенкĕ ытларах. Чылай компани сĕте 11-12 тенкĕпе туянма çулталăклăх килĕшÿ тунă. Ман шутпа, эпир тăрăшнин усси куçкĕретех.
- Хаксем пĕр шайра тăманни пурне те йывăрлăха кĕртсе ÿкернине палăртрăр. Çулла тата хĕлле, хаксем, паллах, тĕрлĕрен.
- Çулла хĕллехинчен сĕт ытларах сунине пĕлетпĕр. Анчах та çак тапхăрта Евросоюзра сыр, типĕ сĕт туса илессине ÿстереççĕ.
Эпир хĕллехи вăхăтра ютран сыр кÿрсе килессине чакарсан хамăрăн сыр кăларакан предприятисем çулла чылай вăхăт упранакан сĕт продукчĕсем ытларах хатĕрлесе ăна хĕлле сутма пултараççĕ. Çавăн пекех рынока ют çĕршывран кÿрсе килнĕ типĕ сĕтпе тултармасан пирĕн сĕт типĕтекенсен продукцийĕ те хальхи пек выртмĕ. Рынокра та сĕт ытлашши пулмĕ.
- Типĕ сĕт кăларакансем паян хăйне евĕр йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç.
- «Сĕт порошокĕ», «сĕт напитокĕ», «тĕксĕм шыв» тени нумайăшне хăратать. Тĕрĕссипе вара типĕ сĕт вăл - питĕ паха продукт. Ача чухне кашăкпах çиеттĕмĕр ăна. «Сĕт напитокĕ» тенинче мĕн начарри пур вара? Анăçра ăна çĕр çырлипе, ванильпе, шоколадпа хутăштарса сутаççĕ. Ку сĕт маррине, анчах та питĕ паха продукт пулнине кăна ăнланмалла.
Тавар туянаканăн ăна мĕнрен «сĕтрен е типĕ сĕтрен» тунине пĕлмелле. Килĕшекеннине суйласа илмелле. Эпир «сĕт напитокне» темле пăтранчăк шыв пек ăнланатпăр. Чăннипе каласан, типĕ сĕтрен мар, стабилизаторсенчен, искусствăлла сăрăсенчен, тутлăха хăпартакан япаласенчен хăрамалла.
Пирĕн Союзăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл - сĕте тата сĕт юр-варне рекламăласси. Сĕт ĕçекен, сĕтрен хатĕрленĕ апат-çимĕç çиекен çын сывлăхлă, нумай пурăнать.