АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуратасс - алса хывасси мар

12 мая 2010 г.

 Виçĕ ача çавăтса утатăп. Иккĕшĕ, кăшт пысăкраххисем, таçта васканăн шав малалла туртăнаççĕ, виççĕмĕшĕ, анчах иккĕ тултарнăскер, çумра мăштăртатать. Кашни путăк-шăтăкри шыва урисемпе таплаттарассишĕн ăшталанакансене юнаса кăна пыратăп. Анчах чарса пĕтеретĕн-и вĕсене?.. Хаваслă çуйхашăва икĕ аллине те çурăмĕ хыçне тытнă, кăшт малалла ÿпĕннĕ карчăк сасси пăсса хучĕ. «Ав, ик çĕр аллă пин тенкĕ тăраканни, епле таплаттарать». Чун сÿлетсе илчĕ, тавралăх тăруках тĕттĕмленсе ларнăн туйăнчĕ. Ватă мĕн каланине ăнланман пулин те чарăнса тăнă ачасене хăвăртрах тĕке-тĕке карчăкран аяккарах пăрăнма тăрăшрăм. Май пулсан чупсах кайăттăм та.

Ватăран сăлтавсăрах хивре сăмах илтсен чуна йывăр. Пурнăçăн хура-шурне самаях тутаннă çын сăмаха шухăшласа калаçмалла пек. Сăмахĕ кăна мар, тыткаларăшĕ те ирсĕр хăшĕсен. Мĕн чухлĕн вĕсем паян: хирĕлсе те çапăçса пурăнакансем, пенси укçине юлашки пусĕ юлмиччен ĕçсе яракансем. «Тасалса» çитсен çамрăксене тăрлав-сăрлăхĕшĕн вăрçакансем. Тăрлавсăрлăх тымарĕ ăçтан тухнине кăна асăрхамастпăр.

Çав карчăк сăмахĕ пуçран тухмасть. Ачана укçашăн çуратаççĕ-и? Патшалăх икĕ е ытларах ачаллă амăшĕсене пулăшма тăрăшнишĕн савăнмалла кăна. Пуклак чĕлхеллĕ кинемей калаçнинче вара - вĕчĕрхенÿ, сивĕлĕх, курайманлăх, ăмсану.

Амăшĕн капиталĕ халĕ 343 пин тенкĕрен иртнĕ. Çамрăк çемьешĕн палăрмаллах пысăк пулăшу. Нумайăшĕ унпа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма усă курать. Паллах, пирĕн аннесем кун пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Кирек епле пулсан та çуратакан укçашăн сĕмленместех, ман шутпа. Ача çитĕнтересси яваплă та сăваплă ĕç. Кайран ларса йĕмелле ан пултăр тесен малтан нумай нушаланмалла. Этемĕн чунĕпе чысне укçа-тенкĕпе хакласси патне çитсен пурăнни те харам.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика