АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă шухăшпа пурăнасчĕ...

12 мая 2010 г.

 Илемлĕ-çке пурнăç пуçламăшĕ. Çу пек çемçе чĕлхе, пыл пек тутлă пурнăç сунаççĕ çĕнĕ чуна. Саламне йышăнакансен сăн-пичĕ çутă, ăшă... Пулинччĕ ялан çапла. Ача-пăча çуратса шурă çÿçлĕ пуличчен ĕмĕрлесчĕ ĕмĕре. Анчах та... Турă ирĕкне пĕлместпĕр-çке.

Пурне те пĕр çĕре пухакан, пĕр тан тăвакан масара ку чухне ытларах ватлăхĕ çитмен çынсем ăсанаççĕ. Пурнăçран сарăмсăр, кĕтмен çĕртен уйрăлнисем... Ачисен вил тăприне ашшĕ-амăшĕн таптамалла мар та...

Çамрăкрах чух çын пытарса килсен аслисем ун çинчен темччен калаçса ларнине, пысăк хуйхăпа малалла мĕнлерех пурăнмалли, хур тÿсекен чĕрине мĕнлерех çемçетмелли пирки калаçса ларнисене астăватăп. Хĕрĕх кунĕ иртичченех, кайран та вăхăтсăр уйрăлса кайнă çынна хĕрхенсе сăмах ваклатчĕç.

Самани улшăнчĕ-ши? Хам-ши? Пачах урăхла калаçни хăлхана кĕрет. Пĕлĕшĕм вилнине каярах кăна пĕлтĕм. Анчах мĕн илтрĕм-ха? Автансăр яла калама çук чаплă ăсатнă иккен ăна. Чи хаклă йышши тупăкпа. Шутласа кăларайми çын пуçтарăннă. Чечек кăшăлĕсем куç тулли. Ĕçми-çимине шкул столовăйĕнче хатĕрленĕ, кĕскен каласан тĕлĕнмелле чаплă пытарнă-мĕн. Çынни пирки пĕр сăмах та... Вăл вара вăтăр çула та çитеймен. Килĕнче çамрăк арăмĕ икĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. Кĕçĕнни виçĕ уйăхра çеç.

Кредит шучĕпе илнĕ çуртшăн хăвăртрах татăласчĕ тесе çамрăк ашшĕ канмасăр тенĕ пек ĕçленĕ. Суту-илÿпе çыхăннăскер пысăк машинăпа тавар турттарнă. Инкекĕ çул çинче хăваласа çитнĕ...

Самана мар, хамăр улшăнатпăр. Çын куççулĕ чĕрене витереймест. Çавăнпах хамăр хуйхăпа хамăр хупăнатпăр. Вăхăтсăр вилнĕ çыннăн амăшĕ те хурлăхне ăшра пытарса: «Çынна савăнтарма йĕрсе лармастăп-ха», - тенĕ пулать. Йĕресси кайран пуçланать. Амăшĕн хуйхи кунран кун аслăлансах пырать. Ватти çамрăккин тăпри çине пусни пурнăç йĕрки пăсăлнине, апла пулмалла маррине пĕлтерет. Анчах, ах, анчах çав.

Пурнăç йĕрки çавнашкал: куççульпе кулă юнашар, ырăпа усал тăван-хурăнташлă. Этемĕн савăнасси те, хур курасси те пĕр ĕмĕр анчах. Çав ĕмĕре лайăх кăна пурăнса ирттересчĕ. Кирек епле пулсан та, çын тени, вилнĕ-и вăл, чĕрĕ-и, пурлăхран, укçа-тенкĕрен çÿлерех тăтăрччĕ.

Тăван яла каймассерен анне тăтăш пĕр шухăша аса илтерет. «Хĕрĕм, çынна нихăçан та усал сăмахпа ан кÿрентер. Калаканĕ манать, илтекенĕ манмасть. Ыррине калама та, вăрçма та çăвар пĕр пекех уçăлса хупăнать. Ыррине кала е шăпăрт тăр». Мĕн тери ăслă сăмахсем. Шухăша яраççĕ вĕсем. Ыран мĕн пуласса, шăпа тени тата мĕнпе тĕрĕслессе никам та пĕлмест. Ырăпах пурăнасчĕ, ыр сăмах хăварасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика