АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тискер те хаяр пушар

12 мая 2010 г.

 Кăтартать пурне те шар

Ăшă, типĕ çанталăк тăнă май республикăра хĕрлĕ автан çине-çинех алхасма тытăнчĕ. Вут хыпнă типĕ курăка, çÿп-çап куписене сÿнтерме апрельте кăна пушар хуралĕ 670 хут çула тухнă. Çакă пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах. Май уйăхĕ пуçланчĕ çеç темелле, анчах вут-хĕм хăйĕн çинчен 135 хутчен аса илтерме те ĕлкĕрнĕ.

Раççей чрезвычайлă лару-тăру министерствин ĕçченĕсем пушар тухасран асăрханмалли, айăплисене явап тыттарас пирки темиçе хут пĕлтернĕ пулин те хăшĕ-пĕри çакна хăлхине чикесшĕн мар. Кăçал тĕлли-паллисĕр типĕ курăк чĕртсе янăран, асăрханманран 267 пушар тухнă, вут-çулăм сарăлса 48 хуралтăпа çурт-йĕре тĕп тунă. Акă апрель вĕçĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Авангард» хуçалăхăн котельнăй çи виттийĕ, трансформатор подстанцийĕ кĕлленнĕ. Тăкак - 90 пин тенкĕ. Куславкка районĕнче типĕ курăка чĕртсе янă-ха, анчах ăна пăхса-сăнаса тăрасси пирки пачах маннă. Çулăм чĕлхи кĕçех Воропье ялĕнче пурăнакансен хуçалăхĕсем çине сиксе ÿкнĕ. Виçĕ çемьен пурăнмалли çурт-йĕрĕ, хуралтисем самантрах çунса кайнă. Право органĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне административлă явап тыттарма ĕç пуçарнă.

Шупашкарти Калинин районĕнчи пахчаçăсен «Виктория» коллективлă юлташлăхĕнче тăрăшсах территорие йĕркене кĕртнĕ, çÿп-çапран тасатнă. Унтан тытнă та ăпăр-тапăр купипе типĕ курăка çунтарма пикеннĕ. Капла лайăхрах тасалĕ тенĕ-ши; Çулăм вара çичĕ дача çуртне çăтса хыпнă, 150 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Çĕрпÿ районĕнчи «Антей» юлташлăхра 70 çулти хĕрарăм вăйлă çиле пăхмасăр çÿп-çаппа типĕ курăка çунтарма хăтланнă. Юнашар пăхса тăни те пулăшман, пушар кÿршĕри дача çурчĕсем çине сиксе ÿкнĕ. Çулăма сÿнтерме хăтланса хĕрарăм аллисене, питне пĕçертсе янă. Канаш районĕнчи «Северный» коллективлă садра та пушар çынсен айăпне пулах тухнă. Кăçал типĕ курăка çунтарнă чухне пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманшăн 8 ял тăрăхĕн пуçлăхне, 6 ертÿçе, 14 гражданина административлă явап тыттарнă. Çулталăк пуçланнăранпа вара республикăра 436 пушар тухнă, инкекре 45 çын вилнĕ.

Сыхланакана Турă упрать

Чăваш Енри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăри кашни вуннăмĕш пушар сад юлташлăхĕнче тухать. Хуçисем, «кĕтмен хăнасем» асăрханусăр пулнипе алхасма тытăнать те ĕнтĕ «хĕрлĕ автан». Çуркунне, çулла пушар хăрушлăхĕ уйрăмах ÿсет. Уяр, типĕ кунсенче ял çыннисем, дача хуçисем хăйсен лаптăкĕсене тирпей-илем кĕртнĕ май çÿп-çапа, типĕ курăка çунтарма тытăнаççĕ. Кун пек «тирпейлĕх» чылай чухне пушарпа вĕçленет. Шăрпăк, сÿнтермесĕр пăрахнă чĕлĕм, кăвайт - пушар алхаснин сăлтавĕсем. Асăрханманнине пула çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать, çурт-йĕрĕ вутпа кĕлленет. Çапах тĕп сăлтавĕ - пуша хăрушсăрлăхне пăхăнманни, сыхланманни...

Пурнăçа, пурлăха ытлашши тăкакланмасăр, вăй-хал пĕтермесĕр упраса хăварма май пур. Кăвайт чĕртмелли вырăна çурт-йĕртен, йывăçсенчен аяккарах суйласа илмелле. Çÿп-çапа тÿлек, çилсĕр çанталăкра çунтармалла, асăрхасах тăмалла. Каяс умĕн çĕрпе хупламалла, шыв сапмалла.

Инкекрен сыхланма йывăр, çапах ăна сирсе яма май пурах. Чи малтанах дача лаптăкĕ патне пушар машини пыма пултарнине шута илĕр, кÿршĕсенчен çурт-йĕр, хуралтă хушши 10 метртан кая пулмалла мар. Çак уçă вырăна строительство материалĕсемпе, çунакан япаласемпе тултарма юрамасть. Сад-пахчана тата ун таврашне çÿп-çапран, типĕ курăкран тасатсах тăрăр. Çурт-йĕр çывăхĕнче кăвайт ан чĕртĕр тата кăмрăк, кĕл ан пăрахăр.

Дача çуртĕнчи юсавсăр, япăх электропралук, хăвăр тĕллĕн ăсталанă ăшăтмалли прибор та час-часах пушар тухасси патне илсе çитереççĕ. Электропралука çĕнетес тетĕр пулсан специалистсене кĕтĕр.

Дачăра кăвайт чĕртме, çуртапа, краççын лампипе усă курма тÿр килсен уйрăмах асăрханăр, вĕсене пăхса тăма ачасене ан шанăр. Садра ачасемпе каннă чухне вĕсене куçран ан вĕçертĕр, сăнасах тăрăр. Ача-пăча вут-çулăмпа айкашма юратнине ан манăр. Эрех ĕçме кăмăллакансен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Ĕçке-çике пула пушар тухнă самант сахал мар.

Хамăра тата пурлăха пушартан хÿтĕлесси чи малтан хамăртан килет.

Çурт-йĕр вут-çулăмра кĕлленни - пысăк инкек. Юсавсăр, ытлашши вĕри кăмака, çунакан пуленкке, тĕлкĕшекен кăмрăк кăмакаран урайне тухса ÿкни те пушар патне çитерет. Икĕ уйăхра пĕр хутчен мăрьене, кăмакана хăрăмран тасатмалла. Кирек мĕнле кăмака та пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле. Ăна йывăç стенапа юнашар тумалла мар. Мăрьене, тĕтĕм валли тунă стенана шуратмалла. Капла çуркаланни тÿрех курăнать. Кăмака умне тимĕр листи «50х70» çапса хумалла.

Çак сĕнÿсене асра тытăр. Юрамасть:

- пурăнакан çурт-йĕрте килте ăсталанă вăхăтлăх кăмака вырнаçтарма, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермен кăмакапа усă курма;

- кăмакапа юнашар çунакан япаласем тытма;

- кăмака хутнă чухне хăвăрт хыпса илекен шĕвекпе «бензинпа, краççынпа» усă курма;

- сÿнмен кĕле, кăмрăка çурт-йĕр çывăхне пăрахма;

- кăмака çуннă чухне килтен тухса кайма, ăна çул çитмен ачасене шанса хăварма;

- мăрье вырăнне вентиляципе тата газ каналĕпе усă курма;

- кăмакана ытлашши хĕртсе яма.

Пушар сиксе тухсан аптраса ан ÿкĕр. Инкек пирки çăлăну службине «01» «кĕсье телефонĕпе - «112»» номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр. Вут-çулăма пушар хуралĕ çитиччен хăвăр тĕллĕн сÿнтерме тытăнăр. Ятарлă хатĕрпе усă курăр. Вăл пулмасан çулăм çине шыв сапăр, хулăн япала «кавир, утиял» витĕр. Ан манăр: электроприбор хыпса илсен чи малтан электричество пырса тăрассине чармалла, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнни, пĕр-пĕрне пулăшса пыни кăна сире инкекрен хăтарĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика