АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халиччен «ыратман çав»...

12 мая 2010 г.

Ашшĕ хăйĕн ури питĕ хытă ыратни çинчен тăван хĕрне калать.

- Ара сана нумаях пулмасть операци турĕç-çке. Юн тымарне касни ахальлĕн иртмерĕ ĕнтĕ, çавăнпа ыратать те.

- Çук, операци тунă ури мар, урăххи сурать, - тет те Михаил Игнатьевич аса илÿ авăрне путать. - 1942 çул. Ун чухне эпĕ 15 çултаччĕ, анчах вуннăри пек кăна курăнаттăм. Питĕ çинçешке те пĕчĕкчĕ эп. Репродуктортан пирĕн çарсем Смоленск хулипе облаçне ирĕке кăларнине пĕлтĕм. Фашистсем пур килти выльăха та пĕрле хăваласа кайнă, хăйсем хыççăн ишĕлчĕкпе кăмрăк кăна тăратса хăварнă.

Пирĕн яла, Канаш районĕнчи Анаткас Татмăша Смоленскран икĕ хĕрарăм килчĕ. Мĕнле йывăрлăхсем витĕр тухма тÿр килнине вĕсен нушаллă сăн-пичĕ тăрăхах калама пулатчĕ. Çывăрса тăранайманран, выçăпа аптранăран куç айĕсем хуп-хура, вăхăтсăр тухнă пĕркеленчĕксем ытла та тарăн.

Пĕтĕм Канаш районĕ тăрăх Смоленск çыннисем валли килсерен выльăх пухрĕç. Вĕсене кирлĕ çĕре çитерме мана тата Анюка ячĕç. Пирĕнсĕр пуçне никам та тупăнмарĕ. Анюк ĕнесемшĕн яваплăччĕ, эпĕ - сыснасемшĕн. Теплушкăра кăшт çÿлерех хам валли хăмаран выртса-тăмалли сак турăм. Çул çинче ман хресчен ĕçĕпе аппаланма тиврĕ: выльăх-чĕрлĕх пăхма эпĕ ачаранах хăнăхнă-çке. Пĕр сысна çури вилмех тапратнăччĕ те, ăна çул çинчех пусса çисе яма лекрĕ. Смоленск çулĕ виçĕ талăк тăсăлчĕ. Выльăхсене парса хăвартăмăр та киле килме тухрăмăр.

Йăлтах йĕркеллĕ пекчĕ. Анчах та каялла таврăннă чух пире теплушкăна мар, нимĕç çарĕн ванчăк техникине тиенĕ уçă платформа çине лартрĕç.

Хам валли икĕ вакун пĕрлешнĕ тĕлте вырăн тупрăм. Эпĕ çывăрса кайнă та пуйăс чарăннă чух ÿкнĕ. Урана çав тери хытă хĕстерсе лартнипе вăранса кайрăм, пур вăйран пуйăс айккинерех шуса тухрăм. Урăх нимĕн те астумастăп, Канашра кăна тăна кĕнĕ. «Анюка тавах, вăл мана тупнă та лазарета илсе çитернĕ. Çапла майпа вилĕмрен çăлса хăварнă». Мана лайăх ĕçленĕшĕн тав турĕç те çурăм хыçне кутамкка çакса пуйăспа Улатăр еннелле лартса ячĕç. Хамăр станцăра тухрăм та уксахла-уксахла киле çитрĕм. Анне, эп таврăнма пултарасса шанма та пăрахнăскер, мана курсассăн чĕркуçленсех макăрчĕ. Шăллăмсем кутамкка хывма пулăшрĕç, унтан çăкăрпа пĕр килограмм сахăр кăларчĕç. Пирĕншĕн ку чăн-чăн уяв пулчĕ...

Сăмах çăмхи татăлчĕ. Михаил Игнатьевич Игнатьевăн куçĕ шывланчĕ, тепĕр хут 1942 çулта пулса курчĕ тейĕн вăл.

- Атте, мĕншĕн эс мана халиччен кун çинчен пĕр сăмах та каламан; - куççуль витĕр ыйтрĕ хĕрĕ.

- Ку тарана çитиччен те ура çав тери хытă ыратнине туйман çав эп, - шăппăн хуравларĕ ашшĕ.

Сăн ÿкерчĕкре Михаил Игнатьевич Игнатьев Зоя хĕрĕпе «1956 çул».

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика