12 мая 2010 г.
Нумай çĕршывра пыл хурчĕсен йышĕ чакса пынине Францири ял хуçалăх тĕпчевĕсен наци институчĕн специалисчĕсем ÿсен-тăрансен чылай тĕсĕ çухалса пынипе çыхăнтараççĕ.
Специалистсен тĕпчевĕсем темиçе тĕрлĕ ÿсен-тăранăн чечек тусанĕпе «пыльца» тăранса пурăнакан пыл хурчĕсен иммунитет тытăмĕ чылай вăйлăрах пулнине кăтартаççĕ. Вĕсен организмĕнче глюкозоксидоз шайĕ пĕр тĕрлĕ ÿсен-тăранăн чечек тусанне кăна çисе пурăнаканнисеннипе танлаштарсан нумай пысăкрах. Глюкозоксидозпа хуртсем пыла тата хăйсен апатне микробсемпе сиенленесрен хÿтĕлеме усă кураççĕ. Çапла майпа пыл хурчĕсен иммунитет тытăмĕ мĕн чухлĕ çирĕпрех, вĕсем хăйсен çемйисене чир-чĕр кÿрекен микробсенчен çавăн чухлĕ вăйлăрах сыхлаççĕ. Унсăр пуçне пилĕк тĕрлĕ ÿсен-тăранăн чечек тусанĕпе тăранса пурăнакан пыл хурчĕсен çу ытларах пулать. Çакă та вĕсен иммунитет тытăмĕ таса та вăйлăрах пулнине çирĕплетет. Мĕншĕн тесен микробсемпе кĕрешекен веществосем шăпах хуртсен çăвĕнче пулаççĕ.
Тĕпчевçĕсен тепĕр тишкерĕвĕ пыл хурчĕсен йышĕ вĕсем пĕтĕçтерекен хир, вăрман чечекĕсен шучĕ пĕчĕкленсе пынине пула чакса пынине кăтартать. Çавăнпах ĕнтĕ пыл хурчĕсем халĕ хăйсене хуласенче лайăхрах туяççĕ. Мĕншĕн тесен хуласенчи садсемпе парксенче флора пуянлăхĕ, унăн нумай енлĕхĕ яллă вырăнсенчипе танлаштарсан лайăхрах упранать. Унсăр пуçне пыл хурчĕсем шалкăм «паралич» çаптаракан Израиль вирусне тата Варрог сăвăсне пула, ÿсен-тăрансене пестицидсемпе им-çамланăран, çанталăк улшăннипе нумай вилеççĕ.
Пыл хурчĕсем уйрăмах Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче сахалланса пыни сисĕнет. Унта вĕсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе вилеççĕ. Великобритани пĕлтĕрхи хĕлле хуртсен 20 процентне яхăн çухатнă. Çакă вăл пулма пултаракан чи пысăк виçерен те икĕ хут нумайрах. Çĕршыв территорийĕнче пурăнакан мĕнпур 250 тĕсĕн шучĕ пĕчĕкленсе пырать. Юлашки икĕ çулта пыл хурчĕсен йышĕ 10-15 процент чакнă. Пыл хурчĕсем ÿлĕмрен те çак хăвăртлăхпа сайралса пырсан, ÿсен-тăрансене пĕтĕçтерекенсемсĕр юлнипе Британин ял хуçалăхĕ пĕтсех ларма пултарать.