12 мая 2010 г.
- Кассăра укçа çук, кĕтĕр, - куллен юптарнă Комсомольски районĕнчи «Комсомольский водоканал» уçă пĕрлешÿ ертÿçисем ĕç çыннисене. Пуçлăхсен сăмахне ĕненнĕ вĕсем, чунне хытарсах шалупа татăласса кĕтнĕ. Анчах лешсем лару-тăрăва улăштарма урлă выртакана тăрăх та çавăрман. Парăм вара ши! те пи! хăпарса 436 пин тенке кармашнă. Пухăнмасăр, ĕçченсем кăçал тăватă уйăх йĕркеллĕ шалу илсе курайман. Юрать вĕсен хутне район прокуратури кĕнĕ. ЧР ĕçлев инспекцийĕ вара саккуна пăснă предприятин генеральнăй директорне С.Маркова тата тĕп бухгалтерне Л.Соловьевăна 2500-2000-шер тенкĕлĕх штрафланă. Пĕлччĕр ĕç çыннисене шалусăр лартни мĕнпе вĕçленессе.
Икĕ куяна хăвалакан
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи С.Чирук харăсах «Хлеб Волги Плюс», «Хлеб Волги» пĕрлешÿсене ертсе пынă. Харăсах икĕ куяна хăвалама хăтланнă. Анчахрах право органĕ пуçлăха уголовнăй явап тыттарма ĕç пуçарнă. Ара, директор çынсене шалусăр ĕçлеттерме шутсăр кăмăлланă. Çынсем уйăхĕ-уйăхĕпе алла укçа тытса курайман. Суд ыйтăва вĕсем майлă татса пани, парăма шыраттарса илмелле туни те пулăшман. Ертÿçĕ тÿресен йышăнăвĕ çине алă сулнă çеç. 34 ĕç çынни умĕнчи парăм 700 пин тенке çитсен пакунлисен чăтăм-лăхĕ пĕтнĕ, ăс кĕмен директора пăркăчласах ярса илнĕ. Ĕçе тĕпчесе пăхса тухма суда ярса панă ĕнтĕ.
Манăн милици... мана хĕнет
Йĕрке хуралçисем хăш-пĕр чухне хăйсем те саккун урлă сиксе каçма хăтланаççĕ-мĕн. Анчахрах Канашри районсем хушшинчи тĕпчев пайĕ Вăрнарти кăсăруклисем тĕлĕшпе РФ Уголовнăй Кодексĕн 286-мĕш статйипе айăплама ĕç пуçарнă.
Тĕпчев çакна кăтартнă. Кăçалхи февральте, каçхине, милиционерсем шалти ĕçсен пайне пĕр арçынна илсе çитернĕ. «Эсĕ вăрланă, айăпа йышăн!» - сиксе ÿкнĕ ун çине. Анчах лешĕ вĕсен ыйтăвне тивĕçтермен, айăпа ниепле те йышăнман. Сăмахпа хăратса çĕнтереймессе ăнланнă йĕрке хуралçисем «йĕркесĕрлĕх хуçисем тесен тĕрĕсрех пулĕ» арçынна икĕ сехет ытла нушалантарнă: киревсĕр сăмахсемпе кăшкăрашнă, тапнă-çапнă. Вĕсен «паттăрлăхне» çывăх вăхăтра тÿресем хаклĕç.