АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çурхи кун - çулталăклăх»

05 мая 2010 г.

 Вăхăтлăха шăпланнă уй-хир каллех хăватлă техникăпа, ĕç çыннисемпе тулчĕ. Самантлăха та шăпланмасть шăв-шав. Хĕвелпе пĕрлех вăраннă çĕр ĕçченĕсем сĕм çĕрлечченех лаптăксене сухалаççĕ-акаççĕ. Мĕн тăвас тетĕн, çур аки кĕтмест. Хĕрÿ тапхăрта кашни минут хаклă. Çакă Хĕрлĕ Чутай районĕнче те сисĕнет.

- Эпир ака-сухана апрелĕн çурринченех тытăнтăмăр, - пĕлтерет район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Н.Коробков. - Ĕççи умĕн «Нива» хуçалăхра семинар-канашлу йĕркелерĕмĕр. Ертÿçĕсемпе, специалистсемпе çур акинчи ĕç-хĕле, тÿлес условийĕсене, пушар хăрушсăрлăхне тата ытти ыйтăва сÿтсе яврăмăр. Çак кунах предприяти техники анасене сÿрелеме тухса кайрĕ. Хальхи вăхăтра çур аки «Коминтерн», «Победа», «Нива», «Асамат», «В.А.Никитин» хуçалăхсенче уйрăмах аван пырать.

Кăçал хуçалăхсен 5245 гектар шуратса хăвармалла. Хальхи вăхăтра 2125 гектар акнă ĕнтĕ. Нумай ÿсекен курăксене - 200, кĕрхисене 807 гектар апатлантарнă. Сивĕ хĕл пуçламăшĕ Хĕрлĕ Чутай енче те хура йĕрне хăварма ĕлкĕрнĕ. Кĕрхи культурăсен 2156 гектарĕ сиенленнĕ. Пусă çаврăнăшне пĕр пин ытларах гектар кĕртмеллине шута илсен çĕклем татах йывăрланать.

Вĕсене акса хăварма вăрлăх çителĕклех янтăланă-ха, анчах 84 проценчĕ кăна кондициллĕ. Çĕр улми ку тăрăхра ниепле тымар яраймасть-мĕн. Юлашки вăхăтра пысăк тупăш илейменнипе хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăра» лартма пăрахнă. Ăна упрама хранилище те, техника та пур темелле. Çапах унпа аппаланса вăхăта сая ярасшăн мар курăнать. Чăн та, Хĕрлĕ Чутай енче вăл тупăшран ытла тăкак кăна кÿрет. Пĕлтĕр те лартнă чухлĕ çеç пуçтарса кĕртнĕ.

Уй-хир ĕçĕсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклех янтăланă. Шел, укçа-тенкĕ сахалраххипе «Авангард», «Аккозинское», «Сура», «Асамат», «Телей» хуçалăхсенче минерал удобренийĕсене кирлĕ чухлĕ туянайман. Халĕ удобренисĕрех çурхисем акса хăварма тивĕ-ши;

- Ĕç нумай, çапах çур акине вăхăтра вĕçлессе шанса тăратпăр, - терĕ Николай Федорович. - Унсăр май çук, çурхи кун çулталăклăх тенĕ, эппин, вăй-хала шеллемесĕр ăна йĕркеллĕ ирттересчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика