29 апреля 2010 г.
Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне паллă тунă май апрелĕн 26-30-мĕшĕсенче хуласемпе районсенче тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Паллă уяв умĕн Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Анна Карпова Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Йĕлтĕрпе - Çурçĕр полюсĕ патне!» III экспедицине хутшăннă. Пирĕн команда апрелĕн 22-мĕшĕнче, çурçĕр иртни пĕр сехетре çĕрĕн чи çÿллĕ вырăнне хăпарма пултарнă, унта Раççей, Учитель çулталăкĕн, 2014 çулта Сочире пулакан Олимпиадăн тата регионсен «çав шутра Чăваш Енĕн те» ялавĕсене илсе çитернĕ. Маттур та иккен яшсемпе хĕрсем! Аннăна уйрăмах мухтас килет.
«Патшалăх символĕсем - Чăваш Республикин патшалăх гербĕ, ялавĕ, гимнĕ - манăн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнаççĕ?» Çак ыйтăва хуравлама ыйтрăмăр эпир вулакансене.
- Эпĕ тĕрлĕ регионти чăвашсем патĕнче час-часах пулатăп. Архангельск, Уфа, Магнитогорск, Самар, Мускав, Питĕр... Кашнинчех унти йăхташсемпе пухăнса калаçатпăр. Уявсенче чăваш ялавне çĕклесен, чăваш гимнĕ янратса ярсан вĕсен пичĕсем çинче пăлхану куратăп. Хăшĕсен, кăшт çемçерех ветерансен, хăйсен ĕмĕрĕнче пĕрре те Чăваш Ене çитсе курманнисен куçĕсенчен куççуль те юхса анать.
Патшалăх символĕсем вĕсемшĕн - тăван чĕлхе, Тăван çĕршыв туртăмĕ, вăйĕ, илемĕ. Маншăн та çаплах. Чăваш ялавне çĕкленĕ, чăваш гимнĕ янранă чухне яланах чун çĕкленет, чĕре те мăнаçлăрах тапма пуçлать. Çĕр çинче эпир пур! Тĕнче эпир пуррине пĕлсе, илтсе тăнăн туйăнать çак самантра. Йышпа миллионран иртнĕ пĕчĕкех мар халăх эпир. Чăваш пĕтет тесе ниепле те каласшăн мар эпĕ. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Чаплă ĕçсем те, мухтавлă çынсем те пур пирĕн. Тĕнче ани çинче ырă йĕр хăварса пыратпăр. Апла малалла та çапла çеç пурăнмалла.
Тин çеç «Тăван чĕлхе - тĕнче уççи» ятпа Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче лăк тулли халăх пухса телетĕпел ирттертĕмĕр. Епле мăнаçланчĕç чăвашсем, çавăн пекех ытти халăх çыннисем те. Çавăн пек мероприятисем, ĕçсем тусан халăх та мăнаçланса, чăвашланса пырĕ.
К.Портнов,
Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвком председателĕ.
***
- Республика символĕсем çак пысăк тĕнчере чăваш халăхĕ пуррине пĕлтереççĕ. Чăваш гимнĕ итленĕ май чун-чĕре çĕкленет. Ют çĕршывсене ĕçлĕ çул çÿреве çÿренĕ май час-часах хампа пĕрле халăхăмăр, республика пирки кĕнекесем, буклетсем илсе каятăп. Кăсăклансах паллашаççĕ. Мана Чăваш çĕршывĕн ялавĕ, гимнĕ, гербĕ пурнăçăмра пулăшса пыраççĕ.
В.Бобров, Етĕрне районĕнчи «Выльский» хуçалăх ертÿçи.
***
- Республика символĕсене кăмăллатăп. Гимн мăнаçлăн шăранать, кăмăла çĕклет. Куллен ирпе-каçпа итлеме хатĕр. Ялавĕ кашни кунах мана кантур умĕнче вĕлкĕшсе кĕтсе илет. Унран çывăхраххи мĕн пултăр?
З.Павлова, Вăрнар районĕнчи К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕ.