31 марта 2010 г.
Пĕлтĕрхи октябрьте пулса иртнĕ çак усал ĕç. Каçхине, 8 сехетсенче, икĕ каччă Шупашкарта пурăнакан 19 çулти хĕре килĕнчен суйса илсе тухнă та Кăнтăр поселокне илсе кайнă. Çамрăксенчен пĕри унта пурăннă. Паллах, пике лайăх палланă вĕсене, çавăнпа пĕрле кайма килĕшнĕ те. «Хăвăнсăр пуçне никама та ан шан», - тесе ахальтен каламаççĕ çав. Чиперкке малтан студент йĕкĕтсем шÿтлеççĕ кăна тесе шутланă. Лешсем чăннипех те усал шухăш тытнă иккен. Чăрсăр та пуçтах каччăсем хĕре черетпе мăшкăлланă. Кăмăлĕсене тивĕçтернĕ хыççăн вĕсенчен пĕри кайнă, тепри çав вăхăтра кил хушшинчи мунчана йăпăртлăх тухнă. Мăшкăл курнă хĕр çав самантпа усă курса кил картишне вирхĕннĕ, карта урлă каçса тарнă. Такси чарса хăй пурăнакан общежитие çитнĕ, мĕн пулса иртни пирки дежурнăй вахтера пĕлтернĕ.
Шупашкарти Ленин район сучĕ чăрсăр студентсене 5 çул та 6 уйăхлăха ирĕк прависĕр хăварма йышăннă. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.
Ĕçкĕ ырă тумасть
Шупашкарта пурăнакан 54 çулти хĕрарăм анчахрах хăйĕн 24 çулти ывăлне вĕлернĕ. Вĕсем иккĕшех пурăннă. Амăшĕ ачипе эрех ĕçнĕ вăхăтра вăрçăнса кайнă, çĕçĕ ярса тытнă та телевизор пăхса ларакан ывăлне кăкăр тĕлĕнчен чикнĕ. Çакăн хыççăн тÿрех кÿршисем патне чупса каçса хăйĕн усал ĕçĕ пирки каласа кăтартнă. Больницăна илсе çитерейнĕ-ха качча, анчах та çăлса хăварайман. Амăшĕ Прокуратура çумĕнчи следстви комитечĕн Шупашкарти районсен пĕрлехи следстви пайне хăй айăпли çинчен пырса пĕлтернĕ. Çамрăк арçын ниçта та ĕçлемен, вĕренмен, эрехпе иртĕхнĕ. Хĕрарăм та вăхăт-вăхăтпа çеç унта-кунта ĕçлекеленĕ, ывăлĕ унăн укçипе тăранса пурăннă.
Шупашкарти районсен пĕрлехи следстви пайĕ хĕрарăм тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Çынна вĕлернĕшĕн ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăплама йышăннă.
Ир-ирех вăраннă та...
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче пулса иртнĕ ку ĕç. Шупашкарти Çурçĕр поселокĕнче пурăнакан арçынна мĕн çитмен-ши? Мăшăрне уяв туса парас вырăнне ир-ирех вăрçăнма тытăннă, кайран килтен тухса кайнă. Каçхине те таврăнманнине кура арăмĕ ăна поселокра шырама пуçланă. Çĕр тĕпне анса кайнă тейĕн упăшки, ниçта та çук... Тепĕр кунне хăйĕн шăллĕпе пĕрле çывăхри вăрмана кайса пăхма шутлаççĕ. Упăшки йывăçран çакăннă-мĕн. Мартăн 9-мĕшĕнче 32 çул тултармалли арçын ĕçкĕпе иртĕхнĕ. Чашăк-тирĕк çавăн пиркиех шăкăртатнă çемьере. Шупашкарти районсен пĕрлехи следстви пайĕ çак пулăм тăрăх халĕ тĕрĕслев ирттерет.
Çав кун Шупашкарта тепĕр усал ĕçпе те палăрса юлнă. Ывăлĕ амăшне хĕнесе вĕлернĕ. Б.Хмельницкий урамĕнче иккĕшех пурăннă вĕсем. 50 çулти арçын водительте ĕçленĕ, час-часах эрех ĕçнĕ. Мартăн 8-мĕшĕнче те килне ÿсĕр таврăннă, амăшĕпе ятлаçмалли сăлтав шыранă. Пĕр айăпсăр ватă çынна ним шеллемесĕр пуçĕнчен, кĕлеткинчен чышкипе çапма тытăннă, кайран çывăрма выртнă. Каçхине 6 сехетре кăна вăраннă арçын. Амăшĕ сывлама та пăрахнă иккен. Пурнăç парнеленĕ чи çывăх çын ним хускалми выртнине курсан мухмăрлă ывăлĕ кÿршисем патне каçнă. Лешсем тÿрех милицие тата «васкавлă пулăшăва» чĕнсе илнĕ. Халь ÿкĕнсен те, чавса çывăх та çыртма çук çав. Йĕплĕ карта хыçĕнче чылай ларма тивĕ. Пурнăç хакĕпе пĕлтерĕшĕ пирки шухăшламалăх пайтах вăхăт пулĕ.
Çĕçĕпе хăмсарнă, унтан...
Кил хуçи хĕрарăмĕ Мускава ĕçлеме тухса кайнăран ашшĕпе ывăлĕ хваттерте иккĕшех юлнă. Ашшĕ пĕрмай ĕçсе килни ывăлне питĕ пăшăрхантарнă, çавăн пирки час-часах хирĕçнĕ те... Кил хуçи яланхи пекех ÿсĕр таврăннă, çавна май каллех черетлĕ хирĕçÿ пуçланнă. Ашшĕ ывăлне çĕçĕпе хăмсарнă. Тарăхса кайнă каччă ашшĕне хытах çапнă та ватă çын кресло çине йăванса кайнă. Çук, çакăн хыççăн та лăпланайман тулхăрса кайнă çамрăк. Хăйне кун çути панă çынна унтан та кунтан тапнă-çапнă, хыççăн ним пулман пекех выртса çывăрнă. Кăштахран урайне темĕскер кĕрслетсе ÿкнипе вăраннă. Кая юлнă çав. Урайĕнче выртакан ашшĕн чунĕ тухма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ал тымарне темиçе те тытса тĕрĕсленĕ, юн тапни сисĕнмен. Ывăлĕ тÿрех амăшĕ патне шăнкăравланă, инкек пирки çийĕнчех милицие пĕлтернĕ. Вĕлерес шухăшлă пулман пуль те... Шупашкарти Калинин район сучĕн приговорĕ тăрăх çамрăка РФ Уголовнăй Кодексĕн 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе айăпланă. Унăн 8 çуллăха решетке хыçне ăсанма тивĕ.
10 çуллăха...
Вун тăваттăри хĕр ача урампа чиперех утса пынă. Тахăш вăхăтра унăн çулне ÿсĕр каччă пÿлнĕ. Путсĕр арçын çул çитмен хĕре аллипе мăйĕнчен ярса илнĕ те хăйĕн çурчĕ еннелле сĕтĕрме тытăннă. Йĕри-тавра никам та курăнман çав. Нĕрсĕр этем хĕр пĕрчине тĕрлĕ çĕртен темиçе те çапнă, вĕлерессипе хăратнă. Унтан килне вăйпах илсе кĕнĕ те мăшкăлланă. Кунпа çеç çырлахман-ха вăл. Октябрьте хĕр ачана каллех тапăннă, «Радуга» коллективлă сад çывăхĕнче тепĕр хутчен пусмăрланă. 24 çулти çамрăк арçын ниçта та ĕçлемен, вăрланăшăн тата хулиганла ĕçсемшĕн темиçе те явап тытнă.
ЧР Аслă сучĕ пуçтах арçын пирки айăплав приговорĕ йышăннă. 10 çуллăха йĕплĕ карта хыçне ăсанма тивĕ унăн. Хальлĕхе приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.