АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кая юлсан каю шăтать

31 марта 2010 г.

Хĕрÿ тапхăр - çур аки çывхарать. Мĕнле кĕтсе илме хатĕрленеççĕ-ши ăна Вăрмар тăрăхĕнче? Районăн тĕп агрономĕпе Н.Николаевпа калаçар-ха.

- Николай Михайлович, паянхи лару-тăрăва епле хаклатăр?

- Хуçалăхсенче яваплă тапхăра унчченех хатĕрленме пуçланă: вăрлăха кондицие çитернĕ, техникăна юсанă, минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килнĕ. Хальхи вăхăтра вăрлăхăн 70 проценчĕ акма юрăхлă. Ăна аласа тасатассипе 14 звено йĕркеленĕ. «Вăрмар чăх-чĕп фабрики», «АгроВладина» пĕрлешÿ, Ямуковăн фермер хуçалăхĕ çак ĕçе вĕçленĕ те ĕнтĕ. Мичурин ячĕллĕ, «Родина» хуçалăхсенче ана-çаран сахал пулнипе вăрлăх янтăлассипе васкаманни сисĕнет.

Районта акакан лаптăксен 22 процентне пĕлтĕр элита вăрлăх йышăннă. Кăçал та кăтарту унран кая мар пуласса шанатпăр. Вăрлăх 2124 тонна хатĕрленĕ: «Арабоси» агрофирма татах 250 тонна туянма пăхнă. Çавăнпа ку енчен йывăрлăх пулмалла мар. Уй-хире тухакан вăрлăх пахалăхне тĕрĕслесех тăратпăр. Пысăк предприятисемпе фермер хуçалăхĕсенче ăна пăхăнма тăрăшаççĕ. Ахальтен мар пĕлтĕр тĕш тырă тухăçĕ 25 центнерпа танлашрĕ, пÿлмене 37,7 пин тонна кĕчĕ. Çакă юлашки 12 çулти чи пысăк кăтарту. Шел, пĕчĕк фермер хуçалăхĕсене тĕрĕслесе тăма кансĕртерех.

- Кăçал çĕр ĕçченĕсем мĕнле культурăсем ытларах акса-лартса хăварасшăн?

- Пирĕн тăрăхра тулă, урпа, çĕр улми, рапс сарăлма тытăнни сисĕнет. Чăваш Ен Президенчĕ лартнă тĕллеве - çывăх вăхăтра республикăра çĕр улмипе тĕш тырă калăпăшне пĕрер миллион тоннăна çитересси - пурнăçа кĕртсе кăçал районта тĕш тырă - 38 пин, çĕр улми 61 пин тонна туса илме тивет. Çавна май кĕрхисем 6511 гектар, е унчченхинчен 1,5 хут ытларах, акса хăварнă. Çĕнĕ культура - кĕрхи урпа та пур. Унпа «Арабоси» агрофирма ĕçлет. Çавăн пекех хĕвел çаврăнăш 450-500 гектар акма пăхнă. Кĕрхисене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсен 15 проценчĕ хальлĕхе сивĕ хĕлпе пĕтни паллă. Сăрт çинчи лаптăксенче ытларах сиенленнĕ. Малашне тулă çитĕнтерме тытăнасшăн. Мĕншĕн тесен ăна туса илме субсиди ытларах уйăраççĕ. Ытти тĕш тырă культурисем валли минерал удобренийĕ туяннăшăн пулăшма пăрахнипе йывăртарах. Пĕтĕм тăкак хамăр çине тиенет. Кăçал тĕш тырă, çĕр улми лаптăкĕсем палăрмаллах пысăкланмалла. Çакă усă курмасăр выртакан çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнипе те çыхăннă.

- Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, çум курăкпа хупланнă лаптăксем Вăрмар енче нумай-и?

- Самаях, 4791 гектар. Кăçал виçĕ пин гектар пусă çаврăнăшне кĕртме пăхнă. Вĕсем ытларах панкрута тухнă хуçалăхсен çĕрĕсем. Иртнĕ çул 2021 гектар юхăннă лаптăкра агротехника ĕçне пурнăçланă-ха, анчах ку палăртнин 70 проценчĕ кăна. Тăкаксен пысăк пайне бюджетсенчен саплаштарма пăхни те ĕçе вĕçне çитерме пулăшаймарĕ. «Арабоси» агрофирма, Вăрмар чăх-чĕп фабрики, Г.Ямуков фермер çине çĕклем ытларах тиенчĕ. Кăçал ку енĕпе тата ытларах ĕçлеме лекет. Юхăннă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме каякан тăкаксене саплаштарма район бюджетĕнчен 800 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çур аки ăнăçлă иртсен акакан-сухалакан лаптăк, кĕрхисемпе шутласан, 29784 гектар йышăнмалла, е иртнĕ çулхин 111 проценчĕ. Çав шутран тĕш тырă - 16400, çĕр улми 3882 гектар.

- Николай Михайлович, çур аки вăхăтра, ăнăçлă иртесси техника çителĕклинчен, юсавлинчен те килет.

- Коллективлă тата фермер хуçалăхĕсенче ял хуçалăх техникин 80-90 проценчĕ юсавлă. Хăш-пĕр хуçалăхра çак ĕç вăраха кайни пăшăрхантарать. Юлашки виçĕ çулта районти техника паркĕ 113 çĕнĕ машина-тракторпа пуянланнă, пурĕ - 130 миллион тенкĕлĕх илнĕ. Ытларах энерги ресурсĕсем перекетлекен хăватлă агрегатсем: Кейс, Джондир, Клаас, Валтра... Тырă выракан 11 комбайн илнĕ. Татах 2-3 туянма тивет. Çавăн пекех тырă типĕтекен 3-4 агрегат кирлĕ. Пÿлмене нÿрĕ тĕш тырă хывнипе хуçалăхсем пысăк тăкак кураççĕ. Çур акинче, çăвĕпе тăрăшса вăй хуни сая каять. Ака-суха ирттерме техника çитмелле. Çур акине дизтопливо - 148, бензин 20 тонна кирлĕ. Вĕсене çурри ытла янтăланă. Пирĕн тĕллев - акакан гектар çĕр пуçне дизтопливо тăкаклассине 40 литра çитересси. Унсăрăн тупăш илеймĕн. Минерал удобренине 1027 тонна янтăланă. Çĕр пулăхне ÿстерме, ял хуçалăх продукцине ытларах илме малашне органика удобренийĕпе, нумай çул ÿсекен курăкпа, сидераципе усă курассине сарасшăн. Çакă çум курăка, чир-чĕре, çĕр эрозине хирĕç кĕрешме те пулăшать.

- Апла çĕр ĕçченĕсене çур акине вăхăтра йĕркеллĕ ирттерме чăрмав пулмалла мар?

- Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Çĕр çыннисем çакна аван ăнланаççĕ. Çавăнпа ака-сухана вăхăтра, агротехникăн паха тапхăрĕнче ирттерессишĕн вăй-халне шеллемĕç. Халĕ хуçалăхсем яваплă тапхăра хатĕрленсе кĕске сроклăх кредит, 25 миллион тенкĕлĕх илме документсем тăратаççĕ банксене. Кăçал ака-суха юлса килмелле мар, мĕншĕн тесен юр кăпăшка, çĕр хытă шăннă. Ăшăтса ярсан хăвăрт ирĕлсе-юхса пĕтет. Кая юлсан каю ан шăттăр тесен ĕçе тытăнма халех хатĕр пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика